Николай Дмитриева ода

Куля, Микуль, Микулай,

Эс çуралнă çуркунне:

Малтан курма аннÿне,

Ĕмме унăн кăкăрне.

 

Пăхнă эс аçу çине

Кăвак куçпа йăл кулса,

Сарă хĕвел çуттине

Палăртнă йăлтăртатса.

 

Çуралнă эс çуркунне

Юратса пуш уйăхне,

Курнă тĕнче илемне —

Хĕрарăмсен уявне.

 

Куля, Микуль, Микулай,

Пуплеместĕн эс нумай:

Хăвăн ĕçне пĕлетĕн,

Пур çĕре те çитетĕн.