Паттăрсене асăнса

Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Санкт-Петербургра ЧР Минисгрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче Ленинграда хӳтӗлесе пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе Асӑну плити уҫма хутшӑннӑ.

Пухӑннисем малтанах пӗр минут шӑп тӑнӑ, унтан тинӗс-ҫар базин оркестрӗ Раҫҫей Гимнне тата Чӑваш Ен Гимнне янраттарнӑ. Асӑну хӑмине сӑвапланӑ хыҫҫӑн Санкт-Петербург тата Чӑваш Республики, ҫавӑн пекех Нева ҫинчи хулари Чӑваш наци культура автономийӗн ячӗпе чечек кӑшӑлӗсем хунӑ. Мухтав аллейинче экскурси йӗркеленӗ.

Мемориал музейра Иван Моторин хисеплӗ хӑнасен кӗнекине ҫырса хӑварнӑ. Официаллӑ делегаци валли йӗркеленӗ культура программи РФ тава тивӗҫлӗ, ЧР халӑх художникӗн, Раҫҫей ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗн Анатолий Рыбкинӑн мастерскойӗнче малалла тӑсӑлнӑ.

Ҫав кунах делегаци Сӑваплӑ Троица Александр Невский лаврин масарӗ ҫинче пулса ентешӗмӗрӗн, хӗвел тухӑҫ тӗпчевҫин Никита Бичуринӑн вил тӑпри ҫине чечексем хунӑ.

С. Волков
Хыпар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 29 (97 №).