Пайтул çинчен çырнă эпос

Вун çиччĕмĕш ĕмĕр варринче,

Пăлхар паттăр ывалĕ Пайтул,

Степан Разин халăх çарĕнче

Пуянсемпе çапăçнă çав çул.

 

Пăлхар халăхĕ хăй хушăран

Лартнă вăрçă ертÿçĕсене,

Вуншарăн полковникĕсене —

Пайтула, пуçлăх Тойтемира.

 

Пайтул Сурăмхĕрри ялĕнчен,

Тойтемир юнашар ялĕнчен,

Иккĕш те Çĕрпÿ таврашĕнчен,

Кашни урхамахĕпе çÿрет.

 

Пайтул князь Искеев йăхĕнчен,

Пăлхар ялĕнче çуралса ÿсет,

Пĕчĕкрен аслашшĕ патĕнче

Çар ĕçне вĕренсе вăй илет.

 

Ар çуралнă Сурăмхĕрри ялĕнче,

Аслă князь Искеев йăхĕнчен,

Утлă çар ĕçне Пайтула

Ачаран аслашшĕ вĕрентет.

 

Юланутçă Пайтул Искеев

Пăлхарсен ăратла тихана,

«Халат-Сокол» ятлă ăйăра

Çуралсанах пăхса ÿстерет.

 

Пулас çын ачаран паллине

Ваттисен сăмахĕ пĕлтерет,

Урхамахĕ çине утланса

Пайтул çиçĕмле вĕçтерет.

 

Шурă çилхеллĕ урхамахĕ

Чупнă çарĕн çулне çутатса,

Амазонка Минесса хĕрĕ

Çапăçнă каччăна сыхласа.

 

Пайтул мĕнле çамрăк пулсан та

Ăсĕпе-ĕçĕпе çĕнтерет,

Халăх çапăçнине мухтаса

Вилĕмсĕр юрăсем кĕвĕлет.

 

Йăхран-йăха пынă çар ĕçне

Хресченсен вăрçинче йĕркелет.

Тимĕр ункăллă кĕпе çийĕн

Вăл епанча тăхăнса çурет.

 

Аслашĕнчен юлнă çар ĕçне

Хресченсен тытăçура çĕклет,

Пайтул йăм хĕрлĕ тумтирпе

Полкри салтаксене илĕртет.

 

Минесса уншăн — пĕр çуначĕ,

Яланах Пайтула хÿтĕлет,

Тăван çĕршыв — тепĕр çуначĕ,

Утлă çар пуçлăхне вăй куртет.

 

Пайтул Тойтемир атаманпа

Çапăçнă нумай тытăçура,

Тăшман Борятинский çарĕпе

Çĕрпÿ енчен Чĕмпĕре çити.

 

Пайтул вăилă çарĕн ертуçĕ,

Вун çиччĕре вăл ертсе çурет.

Атăл çумĕнчи хуласенчен

Çăткăн пуянсене сирпĕтет.

 

Пайтул çарĕн хаюллă çынни

Степан Разинпа пĕрле çурет,

Атаманăн çумĕнче пулни

Вăрçăра çапăçма хал чĕнет.

 

Кравков Пайтула кураймасăр

Унăн ялне ярать çунтарса,

Телей кайăкĕ Куйкăрăш пек

Пайтул ялĕ тасалать çуталса.

 

Хаяр полковник Кравков янă

Полковник Петр Сюрикова

Çав тери пысăк отрячĕпе

Вăрçма Пайтул салтакĕсемпе.

 

Пайтул Атăлçи хулисенчен

Тăшмансене вăйпа хĕстерет,

Астрахань хулине çитиччен

Шанчăклă салтаксемпе йĕрлет.

 

Романовсен йăхĕнчен тухнă

Патша Алексей Михайлович

Мăнаçлă влаçне çирĕплетнĕ,

Крепостла йĕркине ÿстернĕ.

 

Хресченсене улпутсен çумне

Ирĕксĕрлесе çирĕплетнĕ.

Российăпа Украинăна

Тепре çĕнетсе пĕрлештернĕ.

 

Кăмăлсăр хресченсем çĕкленнĕ

Улпутсене хирĕçлĕ вăрçă,

Атаман Степан Разин ертсе

Путсĕр пуянсене хĕстернĕ.

 

Сахал мар пулнă юнлă вăрçă,

Пайтул çарĕ нумай çентернĕ;

Патша салтакĕсем тапăнсан

Халăха çаратнă, вĕлернĕ.

 

Патша йышлă салтакĕсене

Иуда Янмарса ертсе пынă,

Пĕлсе Пайтул ăçта пулнине

Çапăçма полковник çарĕпе.

 

Атăлпа Çавал таврашĕнче

Юлашки хăрушă вăрçăра

Болгар нумай полковникĕсем

Шелленмесĕр çапăçса вилнĕ.

 

Вăрă-хурахла çапăçура

Патша хаярлă салтакĕсем

 

Пайтула, Тойтемира тытса

Тыткăнра асаплă вĕлернĕ.

 

Патша Алексей Михайлович

Путарнă хресченсен вăрçине

Мускавра, Новгородра, Псковра,

Атăлçи Пăлхар çĕршывĕнче.

 

Шутсăр аслă Степан Разина

Казаксен çумĕнчи старшина

Ултавçă патша влаçне сутнă

Аслă Мускавра тертлентерме.

 

Полковник Пайтула пытарнă

Чиканкасси ялĕ çумĕнче,

Халăхсем ялккаспа çĕр йăтнă

Вилтăприне сăрт пек хăпартса.

 

Атăлçи пăлхарсен çĕршывне

Тутарсем, монголсем çĕмĕрсен

Пăлхар халăхĕ хÿтлĕх шыраса

Вăрманта, çырмара пураннă.

 

Российăра патша указĕпе

Пăлхар халăхне айăпласа,

Кашни ялта-килте шыраса

Çунтарнă тимĕрçĕ лаççине.

 

Атăлпа Çавал таврашĕнче

Пулса иртнĕ юнлă çапăçу,

Патша пысăк çарĕ çĕнтернĕ

Пайтулăн хĕçпăшалсăр çарне.