Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ

Пособине 1-мĕш класс валли хатĕрленĕ. Вăл литература вулавне вĕрентмелли вĕренÿ комплексĕн компоненчĕ. Ăна çĕнĕ вĕрентÿ стандартне тĕпе хурса программăпа килĕшÿллĕ йĕркеленĕ.

Пособи тĕллевĕ — ачасен вулавçă (итлевçĕ) хăнăхăвĕсĕне аталантарасси:

  • ачасен харкам ÿсĕмне тивĕçтерекен литература хайлавне итлес (вулас) кăмăлне амалантарасси;
  • хайлав тексчĕпе ĕçлемелли пуçламăш хăнăхусене калăпласси;
  • ăс çемми хайлавсене туллин ăнланса ăша хывма пулăшасси.

Вăл тематика, содержани, ĕçсен тытăмĕпе тĕллевĕ тĕлĕшĕнчен «Литература вулавĕ. Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ» вĕрентÿ кĕнекипе килешÿллĕ йĕркеленсе пырать. Унта сĕннĕ ĕçсем ачасен çак ăслай-ăнланулăхĕсене (компетенци) йĕркелессипе çыхăннă:

  • литература жанрĕсене уйăрма, вĕсен уйрăмлăхĕсене ăнкарма пултарни;
  • хайлав ăшлăхне ăнланни: ячĕ, авторĕ, ĕçсен йĕрки, хайлаври сăнарсем, вĕсем кăмăлĕ, хăтланăшĕсем;
  • хăйсен кăмăл-туйăмне палăртма пултарни.

Сĕннĕ ĕçсене йĕркипе те, уйрăмшарăн та пурнăçлама пулать. Кашни ĕçĕн хăйĕн кнопки пур.

Ĕçсем çапла йĕркеленеççĕ. Ыйту паллине пуссан диктор ĕç хушать. Ача хуравĕ мĕнле пулмаллине хăй тĕллĕн шутлать, тивĕçлĕ ÿкерчĕкне суйласа илет. Ÿкерчĕк çине пуссан хаклав янăрать (ăна диктор вулать). Хуравĕ тĕрĕс пулсан — «Маттур, тĕрĕс!», ача йăнăшсан — «Тимлĕ пул, шутла!». Кун пек чух ачан тĕрĕс хуравне маллала шутламалла.

Хăш-пĕр ĕçсенче хайлав пуçламăшне е вĕçне аса илме сĕннĕ. Кăтарту итленĕ хыççăн ача хуравĕ мĕнле пулмаллине хăй тĕллĕн шутлать, каласа парать, тивĕçлĕ ÿкерчĕкне суйласа илет. Тĕрĕс суйласа илнĕ ÿкерчĕк çине пуссан хурав янăрать. Ача унпа хăй каланине шайлаштарса тĕрĕслеме пултарать.

Пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе малалла та, каялла та куçма пулать. Çакăн валли ятарлă кнопкăсем пур.


Тиесе ил Пĕчĕкçĕ пĕрчĕ (138,4 MB)