Питрав

Халăхра Питрав уявне икĕ енпе ирттереççĕ. Пĕр майлă — чиркÿ йĕркипе: чиркĕве çÿресе, çурта лартса, кĕлĕ туса тасалса, килте апат-çимĕç пĕçерсе çисе, хăналанса.

Тепĕр майлă — Питрав умĕнхи каçра: Питрав кунĕнчи каçран çамрăксем вăйă лапамне, сăртне, улăхне тухса карталанса юрласа шыва йывăç туратне /авал — пĕлтĕрхи йĕрĕх хуллин тураттисене/ пăрахса çурхи вăхăтран уйрăлнине, çу вăхăтне куçнине палăртнă.

Хăш çĕрте çамрăксем /хĕрсем/ Питрав кун хĕвел тухичченех çаран çинче, вăйă вырăнĕнче юрланă, апатланнă.

Çамрăксем /каччăсем/ кĕрешмелле вылянă. Ирхине вырăнти шывра шыва кĕрсе киле таврăннă. Çак вăхăтра хĕр-упраç хĕр аки-сухине ирттерни те паллă. Ăна пĕр майлă çĕр амалантăр, тепĕр майпа ял çине мур ан ÿктĕр тесе ирттернĕ.

Килте, çемьере Питрав умĕнхи каçра мунча хутса кĕнĕ. Питрав кунĕнче така пуснă. /Така пуçне хĕвел тухăç еннелле тытнă. Апатра ăна кил хуçине панă/. Каç еннелле тăвансем ашшĕ /аслашшă-кукашшĕ/ килне пуçтарăннă, Питрава уявланă.

Ăçтан тухнă-ха Питрав уявĕн çак тата ытти йăлисем?

Христос вĕренекенĕсене Петĕрпе Павăл çветтуй апостолсене Христос тĕнне вĕрентсе сарса тăнăшăн Рим императорĕ хушнипе Римра асаппантарса вĕлернĕ. 1891 çулта тухнă Библи энциклопедийĕнче çакă 57-мĕш çулта, кивĕ стильпе çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче пулса иртнĕ тесе çырнă, 1877 çулта тухнă тепĕр кăларăмра — 67-мĕш çулта /кунĕ çавах/. Рим Чиркĕвĕн ертÿçисем II ĕмĕрте /халĕ — Ватикан/ йышăннă тăрăх Петĕрпе Павăла асăнмалли йĕрке виççĕмĕш ĕмĕрте пурнăçа кĕнĕ.

Руç патшалăхĕнче православи тĕнне пин çул каярах йышăннă. Унччен вĕсем хăйсен, славянсен тĕнĕпе пурăннă. Вĕсене язычниксемтенĕ. Çакскерсем çулталăкри йĕркесене хĕвел тăрăх тытса пынă.

Çак вăхăтра хĕвеле, хĕвел вылянине, çĕр çинчи ÿсен-тăран çитĕнсе пынине, выльăх-чĕрлĕх самăрланса çитнине паллă тунă.

Выльăх пусса, апатланса тăванланнă уява ирттернĕ.

Пурăна киле чиркÿ йĕркисене те йышăннă, анчах Питрав вăхăтĕнчи типĕрен тухсан выльăх /така, вăкăр/ пусас йăла пĕтмен.

Чăвашсем Христос тĕнне йышлăн XVIII ĕмĕр вĕçĕнче йышăннă.

XIX ĕмĕрте çырнă кĕнекесенче — «Чуваши и черемисы Казанской губернии», А. Фукс, 1834 ç., «Заметки о чувашах», В. Сбоев, 1841 ç., «О религиозных поверьях чуваш», В. П. Вишневский, 1846 ç. — çак вăхăтра чăвашсем çинçе /синзе/ уявне канлĕх вăхăтне палăртса ирттернĕ тесе асăннă. Вăхăчĕ — хĕвел чи çÿллĕ тÿпене улăхса çитнĕ /синзе, çинче/ кунпа /20. 06/ çыхăннă.

«Синзе» сăмаха çĕр пĕтĕленсе йывăрланнă, ун çине пĕтĕлĕх юлнă пулăмпа, хĕвел тÿпе /синзе/ çине улăхса ларнă вăхăта çыхăнтарса ăнлантараççĕ.

Тыр-пула акса пĕтернĕ хыççăн канлĕ вăхăт 2-3 эрне таран тăсăлнă. Çак вăхăтра çĕре чавма, çĕр ĕçне тума юраман. Хĕрлĕ е чăпар тумтир тăхăнман. Кăнтăрла вучах чĕртмен. Ĕçсенчен — пула тытма, пушăт касма, вăрман тума юранă. Cинзе кунĕ пур вучаха та сÿнтернĕ. Каç еннелле йывăçпа йывăçа сăтăрса çĕнĕ вутă чĕртнĕ. Ял çыннисем çĕнĕ вутпа, вăчам кăмпи урлă, хăйсен вучахне чĕртнĕ, пăтă, апат пĕçерсе ваттисене асăннă. Тепр эрнинче чÿк чуклесе çурхи вăхăта ăсатнă. Çамрăксем вăйă вырăнне тухнă, малтан асăннă йăласене ирттернĕ. Пурăна киле чиркÿ йĕрки чăвашсен пурнăçне те кĕнĕ.

Çак вăхăтра ирттерекен уй чÿкне /учÿк/ пачăшкăсем хутшăнни те паллă. Вĕсем акнă е ыраш шăркана ларнă анасем тавра халăхпа турăшсем çĕклесе тухни çинчен çырса хăварни пур.

Çак статьяна хатĕрленĕ вăхăтра Комсомольски районĕнчи Шурут таврашĕнчи çынсемпе _ калаçрăм. Вĕсем Питрав уявесене 1970 çулчченех Марат Шемен катинче, Хăнтăрла картунĕ çывăхĕнче ирттернине аса илчĕç. Çаранти утта çулса пуçтарни çинчен те ас тутарчĕç. Унта вунă ялти темиçе пин çын /12-35 çултисем/ пуçтарăнни çинчен, вĕсем малтан ял-ял картисенче çаврăнса, унтан пĕрлешÿ картишĕсенче /саккăрла, икĕ, виçĕ, тăватă хут карталанса/ юрланисене аса илчĕç. Çамрăксен кĕрешĕвне, ялти паттăрсене палăртрĕç. Çурхи вăййа ăсатнине, салатнине аса илчĕç. Юлашки хут вăййа Питрав кунĕн каçĕнче ял урамĕнче ирттернĕ иккен. Ун хыççăн вăййа тек тухман.

Çак вăхăтра утă çулма тухнă уяв, утă пăтти, улăхра ирттернĕ чÿксем çинчен çырса хăварнисем те пур.

Пирĕн енче Йăлăмри Криуш утравĕ çинчи йĕрĕх çаранĕсене Питравччен çулса пуçтаратчĕç. Утă çулакансем çаран çинче 7-8 кун пурăнатчĕç.

Çаран çине пырсан ÿплесене карталаса çыхсан, утăпа витсе лартсан, вучах туса чĕртсен тата апат пĕçерсен Çаран ыррине, ийине, туррине асăнатчĕç.

Утă çулса пĕтерсен, капансене пуçтарса лартсан юлашки кун ÿплесен уттине сутса эрех илетчĕç. Така пусса /ялтан кайса илетчĕç/ утăран тухнине асăнса уявлатчĕç.

Хĕрарăмсем çаран çинче йăвалана-йăвалана çаврăннине, çаран ырлăхĕнчен пурлăх, сывлăх, çут санталăкран пĕтĕлĕх ыйтнине ас тăватăп. Пурăна киле кĕнеке тăрăх удмурт халăхĕн йăлисемпе паллашрăм. Вĕсем ку уява хуран пăтти уявĕ теççĕ. Улăхра 20-30 хуранпа пăтă пĕçереççĕ. Таврари утă çулакансене пуçтараççĕ. Шутлăр-ха: ку ĕнтĕ чăнах та халăхри ырăлăх, туслăхпа кăмăллăх.

Хальхи вăхăтра Питрав кунне мĕнле ирттермелле?

Вырăнти ватăсем, пуçлăхсем /пачăшкăсем хутшăнсан та аван/ пуçтарăнса, канашласа вырăнти йăласене аса илсе ырă уява тавăрмалла.

Питрав умĕн мунча кĕрсе тасалмалла. Питрав мунчинче çичĕ тĕрлĕ курăк шывĕпе çăвăнмалла.

Питрав кунĕнче ваттисен, çитĕннисен чиркĕве кĕрсе, çурта çутса ваттисене, Петĕрпе Павăл апостолсене чиркÿри пупсам вĕрентнĕ пек асăнмалла.

Килте, çемьере, выльăх /така/ пусса Питрав типпинчен тухмалла.

Çамрăксен каç енне уяв лапамне, утă çулнă çарана, улаха тухса вырăнти вăйăсене ирттермелле.

Вырăн-вырăнта утă çулса пĕтернине те палăртмалла.

Кĕтуçсене, выльăх пăхакансене хисеплесе палăртмалла.

Вырăнти пуçлахсен Акатуйĕнчи пек паттăрсене, ĕçченсене палăртса парнесем парса хисеплемелле.

Ял ĕçченĕ — чысра, ял уявĕ хисепре тăмалла!

Микихвер мăчавар,
Хыпар. — 2007. — Утă, 12.

 

Сыпăксем: