Римма Ивановна Иванова (1922 ç. ç., Типвар ялĕ)

Римма Ивановна ИвановаАслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ манӑн кун-ҫулӑмра та уйрӑм вырӑн йышӑнать. Мана фронта 1942 ҫулхи кӗркунне Шупашкар хулинчен илчӗҫ. Пирӗн йышра хӗрсем нумайччӗ. Мускава ҫитрӗмӗр, пире тӗрлӗ ушкӑнсене сапаларӗҫ. Эпӗ 3-мӗш Белорусси фронтне лекрӗм. Мана штаб фрончӗн связисткине (телефонисткине) ӗҫлеме илчӗҫ. Мӗн вӑрҫӑ Аслӑ Ҫӗнтерӳпе вӗҫленичченех эпӗ ҫав штабра ӗҫлесе пурӑнтӑм. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ, паян хӑш вырӑнта пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа параймастӑп. Пирӗн ӗҫре коммутаторсем тата спецмашинӑсем пулнӑ. Эпир вӑрмантан вӑрмана куҫса вӑрҫӑ хыҫҫӑн пынӑ. Ҫӗнтерӗве Германи ҫӗрӗ ҫинче, Кенигсберг хули ҫывӑхӗнче кӗтсе илтӗмӗр. 1995 ҫулхи апрелӗн 29-мӗшӗнче районти "Ял пурнӑҫӗ" хаҫатра "Фронт штабӗн телефонистки" корреспонденци пичетленнӗ. Унта Р. И. Иванован вӑрҫӑри кун-ҫулне тӗплӗн ҫутатнӑ. Акӑ мӗн ҫырнӑ унта: "Типварти Римма Иванова — вӑрҫӑ хӗрӗсенчен пӗри. Чылайччен сӑмахларӑмӑр эпир унпа. Хӑйӗн кун-ҫулӗ пирки вӑл васкамасӑр каласа пачӗ. Типвар хӗрне 1942 ҫулхи апрельте фронта илсе кайнӑ. 1939 ҫултанпа вӑрҫӑччен Ишлейре телефонисткӑра ӗҫленӗ пулин те, малтанах вӑл Шупашкарта, унтан Мускавра ҫар телефонисткине вӗреннӗ. Кайран мӗн Ҫӗнтерӳ кунӗчченех Хӗрлӗ Ялавлӑ 36-мӗш ҫыхӑну полкӗн йышӗнче 3-мӗш Белорусси фронтне ҫыхӑнупа тивӗҫтерес енӗпе тӑрӑшнӑ. — Эпир штабра пулнӑ. Пирӗн 4 коммутаторччӗ: иккӗшӗ — хуласем хушшинчи, кунсӑр пуҫне — тӗп коммутатор (вӑл 100 номерлӗччӗ, унта ҫар чаҫӗсемпе подразделенийӗсене ҫыхӑнтарнӑ), тепри — ятарлӑ коммутатор — генералсене ҫыхӑнтармалличчӗ. Пире, фронт куҫса пынӑ май, вӑрмантан вӑрмана, ытларах каҫхине, куҫарса тӑратчӗҫ, — каласа парать фронт штабӗн телефонистки. Вӑрҫӑ хирӗнче тӳрремӗнех пулман пулин те, нушине ҫапах та Римма Ивановна курман мар. Вӑрҫӑ вӑл вӑрҫах, унӑн хӑйӗн саккунӗ. Ҫӗрпӳртсемпе блиндажсенче тата ыттисенче миҫе каҫ ирттермен-ши? — Малоярославецра пире лаша вити пекскерне вырнаҫтарчӗҫ. Унта пӗр тимӗр кӑмака ларатчӗ. Сивӗ пирки шинельсене хывмасӑрах кӗрсе выртса-тӑрса пурӑнтӑмӑр. Ҫиме те кунне виҫшер татӑк сухари ҫеҫ паратчӗҫ, — хӑй сӑмахне малалла тӑсать вӑрҫӑпа ӗҫ ветеранӗ. Ҫыхӑну хатӗрӗсем ятарлӑ машинӑсем ҫинче ларнӑ. Пирӗн чаҫсем наступление куҫнӑ май, вӗсене Смоленск витӗр тӑр кӑнтӑрлах илсе тухнӑ. — Тӗлӗнсе кайнӑ эпӗ ун чухне, ай-уй аркатнӑ, тӑм муклашки ҫеҫ выртать. Смоленскран тухрӑмӑр та уй, вӑл хуп-хурах ҫунса ларнӑ. Ҫын тата лаша виллисем выртаҫҫӗ талккишпе. Ара, ҫу вӑхӑчӗ те ун чух, — хӑй тӗлӗнӗвне пытармасть Римма Ивановна. Вӑрмансенче ӗҫлесе пурӑнма шиклентернӗ. Тӑшман самолечӗсем вӗҫсе иртсе вӗҫӗмсӗр бомбӑсем пӑраха-пӑраха хӑварнӑ. Ҫӗр чӗтренсе кӑна тӑнӑ вара ун пек самантсенче. Тӑтӑшах вӑрманта пурӑннипе хӑшӗ-пӗрисем, ҫав шутра Р. Иванова та, сивчирпе аптӑранӑ. Анчах ӑста та пултаруллӑ телефонисткӑна киле яман. Аслӑ Ҫӗнтерӗве вӑл Германире кӗтсе илнӗ. — Вӗсем епле пуян пурӑннинчен эпӗ, ял хӗрачи, тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра ун чух улӑм витнӗ ҫуртсем анчахчӗ те. Вӗсем вара пӳрчӗсене пурте черепица витнӗ, шалта каланкӑсемпе ("голландка" кӑмака — авт.) плитасем, — сӑмах ҫӑмхине сӳтет Р. Иванова. Римма Ивановна кӑкӑрӗ ҫинче — "Ҫапӑҫури паллӑ ӗҫсемшӗн" медаль. Кунашкал наградӑна вӗсен полкӗнчи икӗ телефонистка ҫеҫ тивӗҫнӗ. Ӑна, паллах, ахальтенех паман. Вӑрҫӑран 1945 ҫулта, авӑн ҫапнӑ вӑхӑтра, таврӑнать Типвар хӗрӗ. Малтанах Мӑн Шетмӗри ҫыхӑну уйрӑмӗнче, унтан Тӑрӑнти шкулта вӑй хурать. Кайран вара, мӑшӑрланса ача-пӑчаллӑ пулсан, тӑван яла таврӑнать, бригадӑри тӗрлӗ ӗҫсене хутшӑнать. Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна ҫийӗнчех асӑрхаҫҫӗ хуҫалӑхра: ревкомисси членне суйлаҫҫӗ. Кунта хӑйне аван енчен кӑтартнӑ Р. Иванова. Кӗҫех ӑна кладовщик ӗҫне шанса параҫҫӗ. Ҫак лава 62 ҫула ҫитиччен туртать вӑл. Унтан сывлӑхӗ хавшанипе ку ӗҫе хӑварма тивет унӑн. Халӗ 74-а пуснӑ Римма Ивановна. Ватлӑхра вара вӑй-хал тени хушӑнмасть, чир-чӗрӗ те ҫыпҫӑнсах пырать. Ҫавна пулах операци сӗтелӗ ҫине те выртма тивнӗ. Юрать ачисем хуларан кашни эрнерех килкелесе пулӑшаҫҫӗ. Ҫакӑншӑн чӑннипех хӗпӗртет Р. Иванова. Пӗччен (упӑшки, Яков Трофимов, Чатукассинчи вӑтам шкулта учительте ӗҫленӗскер, инфаркта пула 1979 ҫулта ҫӗре кӗнӗ) ватӑна хуҫалӑха йӗркелештерсе пыма ҫӑмӑлах мар. Кӑмӑллӑ ҫын Римма Ивановна. Ял ватӑлни, ҫамрӑксем яла юлманни тем пекех пӑшӑрхантарать ӑна. Хӑйӗн виҫӗ ачи те хулара: аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ — Шупашкарта, вӑталӑх хӗрӗ Ижевскра ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ".

Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ