С. С. Сачков

1934 çулта эпĕ учитель ĕçне тытăнтăм. 1939 çулта мана Совет Çарне илчĕç. Пĕр уйăх хушши Смоленск хулинче çар ĕçне вĕрентĕмĕр. Вăл вăхăтра Финляндипе вăрçă пыратчĕ. Пирĕн çав фронта лекмеллеччĕ. Анчах вăхăтлăх килĕшÿ туни чăрмантарчĕ. Январĕн 1-мĕшĕнче пирĕн эшелон Хĕвеланăç Белоруссинчи Гродно хулине пырса чарăнчĕ. Кунти командирсен шкулĕнче кĕçĕн командира вĕренсе тухрăм. Службăна тăсма сержант званийĕпе Литва ССРĕнчи Шауяй хулине ячĕç. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ир енне нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахма тытăнчĕç. Çапла вара Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланчĕ. Тепĕр икĕ кунтан тăшманăн танкĕсем пирĕн оборонăна аркатса тăкрĕç. Ленинград еннелле чакма приказ пулчĕ. Июль уйăхĕнче эпир Эстонин Нарвăпа Тарту хулисем хушшинче оборонăра тăтăмăр. Тăшман чăнахах вăйлă çав, вăл пысăк хăвăртлăхпа хĕвеланăçнелле куçрĕ, Балти тинĕсĕпе пырса Нарва хулине илчĕ. Эпир тăшман ункинче тăрса юлтăмăр. Фашистсем ункăри пысăк çара тĕп тăвассишĕн нумай тар тăкрĕç. Пирĕн çар техники ванса пĕтрĕ, апат-çимĕç сахалланса юлчĕ. Июль уйăхĕн вĕçнелле вĕсем пире Чуд кÿлли патнелле хĕссе пычĕç. Шурлăхлă, çунакан вăрманта икĕ эрнене яхăн выçăллă-тутăллă, таса мар шыв ĕçсе пурăнса вăйсăрланса çитрĕм, чирлесе кайрăм. Тыткăна лекрĕм. Нимĕçсем Эстонири Мустфе хулине илсе кайрĕç. Тепĕр темиçе кунтан вара — чукун çулпа хăйсен Ригăри лагерьне. Кунта 1942 çулччен вăрман касса ăна Шауя юханшыв тăрăх юхтарса пурăнтăм. Кĕркунне, чылай малтан хатĕрленнĕ хыççăн, ултă юлташпа лагерьтен тухса тартăмăр. Вăл вăхăтра кăнтăрла кирек кам куç умне те курăнма хăрушă пулнă. Çавăнпа каçхине кăна малалла кайма тиврĕ. Великие Луки еннелле, хамăрăннисем патнелле çитме шут тытнăччĕ. Анчах нумаях малалла каяймарăмăр, улăхра, утă сарайне пытанма тăрсан, латышсем пирĕн пирки нимĕçсене пĕлтернĕ. Тăшман автоматчикĕсем сарая хупăрласа илсе пире арестлерĕç, тăшман аллине пачĕç, Рига хулинчи тĕрмене хупса хучĕç. Пĕр уйăхран Латвинчи «Саласпилье» лагере ăсатрĕç. 1943 çулта кунтан Дануич çывăхĕнчи «Штутгофа» куçарчĕç. Ку лагерьсенче пурнăç калама çук йывăрччĕ. Пирĕннисем тăшмана хĕвелтухăçнелле хăвалама тытăнсан вĕсем те лагерьсене унталла куçарма тытăннă. Пире Австринчи «Маутхаузен» лагере куçарчĕç, унтан — «Кузен-1» лагере. Çапла вара вăрçă пĕтичченех карьертан чул кăларма лекрĕ. Лагерьте Польшăпа Испани çĕршывĕсен салтакĕсем те чылай нуша курчĕç. Вĕсен пулăшăвне пула эпĕ чĕрĕ тăрса юлтăм. 1945 çулхи майăн 5-мĕшĕнче Америка çарĕсем пырса пире тыткăнран хăтарчĕç. Эпĕ Совет Çарĕнче службăна малалла тăсрăм. Октябрьте тăван киле таврăнтăм. Ялти шкулта, малтанхи пекех, учительте ĕçлеме пуçларăм.

Интервью илнĕ Антонина Львова, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ

Хыпар çăлкуçĕ: Ял пурнăçĕ