Шупашкар миçере?

Старые Чебоксары: археология, история, топонимикаАпрель уйăхĕнче Шупашкарта Наци кĕнекин фестивалĕ иртрĕ. ЧР Наци библиотекинче Наука кĕнекин кунĕ пулчĕ. Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ кăларнă çĕнĕ кĕнекесен хăтлавне йĕркеленĕ: В.А. Мошков «Мелодии Волго-Камья», В.П. Воробьев «Чувашские народные песни» (А.А. Осипов редактор-йĕркелÿçĕ) тата «Старые Чебоксары: археология, история, топонимика» (йĕркелекенĕ Е.П. Михайлов, наука редакторĕ).

Шупашкар историйĕ çинчен калакан кĕнеке вулакансемшĕн пуриншĕн те интереслĕ пулмалла. Унта Чăваш Ен шĕкĕр хулинче археологсем чавса тупнă япаласем çинчен çырса кăтартнă. Çавсене пула историксем шупашкарсен иртнĕ ĕмĕрсенчи пурнăçне, культурине курма пултарнă. Унта тупнă япаласене пулах историксем Шупашкара никĕсленĕ вăхăта тĕрĕс палăртма пултарнă — XIII ĕмĕр. Халиччен шутланă пек XV (1469) ĕмĕр мар. Анчах хальлĕхе ăсчахсен пĕтĕмлетĕвне официалпă власть йышăнса çирĕплетмен-ха, апла пулин те ку малашлăхра тесе шутлас килет. Кÿршĕллĕ Тутарстанăн тĕп хулине Хусана хăçан никĕсленине те археологсем тупнă япаласем тăрăх палăртнă-çке, кăна вараТутарстан, Раççей влаçĕсем те йышăннă. Çавăнпа Хусан 1000 çулхи юбилейне паллă тунă та.

«Старые Чебоксары...» кĕнеке хăтлавĕнче тухса каланисенчен чăваш ăсчахĕсем Борис Каховскипе Алексей Трофимов вырăнти влаçсем тĕп хулана никĕсленĕ датăна улăштарĕç тесе шанни палăрчĕ.

Тимĕр АКТАШ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Сувар. — 2012 ç. — Çу, 18 (20 (958) №).