Суха тăватăп эп, сувар

Суха тӑватӑп эп, сувар
Хӗрӳ хӗвел хире тухма васкатрӗ.
Тӗрен ҫине ӳкет тӑварлӑ тар.
Ҫил варкӑш-варкӑш вӗрчӗ, пӑшалтатрӗ:
«Ӗшентӗн пуль, канса илсем, сувар».
 
Канмашкӑн вӑхӑт ҫук-ҫке, варкӑш ҫилӗм,
Ҫӗре ман сухвлас пулать вӑр-вар.
Тӑри, ав, хумханса вӗҫет пуҫ ҫийӗн:
«Часрах, часрах ак тырруна, сувар».
 
Тӑриҫӗм, кӗҫ ак пусӑ ылтӑнланӗ
Кӑтартмасассӑн ҫутҫанталӑк шар.
Сар путене сар пусӑра шуйханӗ:
«Вырма ҫитет, пул хатӗр эс, сувар».
 
Ун чух эп калӑп: «Сарӑ путенеҫӗм,
Уя пурте пӗрле тухсассӑн кар
Кал-кал та хӑвӑрт иртӗ вырма ӗҫӗ,
Сар ылтӑнпа йӑлт тулӗ мӑн ампар».
 
Хӗрӳ хӗвел хӗртет ним шеллемесӗр.
Тӗрен ҫине ӳкет тӑварлӑ тар.
Ши! шӑхӑрса, ларса канма пӗлмесӗр
Хирте суха тӑватӑп эп, сувар.
Микулай Шаймӑрса. 2015 ҫул.