Сумлă ар юрри

Хурамаран пӗкӗ, авакана, хурамаран пӗкӗ, авакана,
Лартаясчӗ ҫӳлӗ, кӗлет умне, лартаясчӗ ҫӳлӗ, кӗлет умне.
Пире сума суса чӗнекене, пире сума суса чӗнекене,
Лартаясчӗ атте кӗрекине, лартаясчӗ атте кӗрекине.
Ытла шӑлтӑр-палтӑр ай ҫӳрес мар, ытла та шӑлтӑр-палтӑр ай ҫӳрес мар,
Атте-анне ятне ай ярас мар, атте-анне ятне ай ярас мар.
Атте-анне ячӗ ай пин сумлӑ, атте-анне ячӗ ай пин сумлӑ
Тата хамӑр ятсем ай ҫӗр сумлӑ, тата хамӑр ятсем ай ҫӗр сумлӑ.
Уйрӑлассӑм килмест ай тӑванран, уйрӑлассӑм килмест ай тӑванран,
Тӑван ытла лайӑх ай пулнӑран, тӑван ытла лайӑх ай пулнӑран.