Сумлă ентеш ячĕпе

Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен мухтавлӑ ентешне асра тытаҫҫӗ. Ку тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Раҫҫей халӑх артисчӗн, СССР Патшалӑх премийӗн лауреачӗн Филипп Лукин (1913—1994) композиторӑн Асӑну каҫне вырӑнти тавра пӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсемпе журналистсем, ветерансем, Филипп Миронович тӑванӗсем йышлӑн пухӑнчӗҫ.

Тӗл пулӑва Красноармейски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Андрей Шестаков, Чатукасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Михайлов, «Сувар» тӗпчев фончӗн ертӳҫи Владимир Алмантай тата ытти хӑна хутшӑнчӗ.

Ҫӗр-шывӗпех ырӑ ячӗ сарӑлнӑ композиторӑн 100 ҫулхи юбилейне иртнӗ ҫулла сумлӑн паллӑ турӗҫ. Трак енри уява Шупашкартан тата Мари Республикинчен килнӗ артистсен ушкӑнӗсем, ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, ЧР Патшапӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧР Композиторсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Николай Казаков, композиторӑн Мускаври хӗрӗпе мӑнукӗ килнӗччӗ. Паллӑ кун тӗлне юрӑ-кӗвӗ ӑстин ялти музейне тӗпрен ҫӗнетсе хӑтлӑлатнӑ, экспозицисене пуянлатнӑ. Халӑхран пухнӑ укҫа-тенкӗпе Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен палӑкне юсанӑ. Сӑваплӑ ҫак ӗҫе Шупашкарти «Сувар» фонд та хӑйӗн тӳпине хывнӑ.

Асӑну каҫне пухӑннисем композитора ӑшшӑн аса илчӗҫ. ЧАССР Аслӑ Канашӗн депутачӗ пулнӑ чухне тӑван тӑрӑхӗшӗн нумай тӑрӑшнӑшӑн ентешӗсем Филипп Мироновича халӗ те тав тӑваҫҫӗ.

Хыпар. — 2014 ҫ. — Нарӑс 15. — 28—29 №№.