Сурхури! Эсир ăна кĕтнĕ-и?

Слева направо: ..., Владимир Алмантай, ..., Юрий ИсаевÇĕнĕ çул пуçланнă май пирĕн несĕлсем ирттернĕ уявсенчен пĕри — сурхури. Ытти ячĕ те пулнă-ха унăн: çветке, сăрхури, шерни, раштав... Аслисемпе танах ача-пăча та савăннă.

«Çитрĕ, çитрĕ сурхури!
Сурхури, сурхури терĕмĕр,
Сурхури çитрĕ курăнать.
Атьăр тухăр, ачасем,
Урам тăрăх кайăпăр,
Килĕрен киле çÿрĕпĕр,
Килĕрен кукăль чÿклĕпĕр», — çак йĕркесем янăраса тăнă ял урамĕнче. Хĕл сиввине пăхмасăр. Халĕ çакнашкал ÿкерчĕксене, шел те, кураймăн. Манăçа хăвартăмăр авалхи йăласене. Йăнăшатăп иккен. Çак кунсенче тĕп хулара «Сувар» фонд пуçарăвĕпе /директорĕ Владимир Иванов-Алмантай/ «Сурхури! Эсир ăна кĕтнĕ-и?» уяв иртнĕ. Ăна пĕтĕмпех авалхи йĕркепе — йăвача пĕçерсе, пăрçа ăшаласа, мăйăр катса, чей ĕçсе — ирттернĕ. Эрехпе сăра пирки никам та шухăшламан та. «Суварсен» хушшинче пирус туртакансем те çук.

Сурхурине чăннипех тивĕçлĕ шайра йĕркелеме Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халăх фольклор ансамблĕ пулăшнă. Уявра асăннă йăлапа çыхăннă юрăсем шăрантарнă, ташăсемпе савăнтарнă. Зинаида Алексеевна çавăн пекех коллектив сцена çине тухакан тумпа та паллаштарнă. «Уявçăсен» коллекцийĕнче — Самар чăвашĕсен, анатри, анат енчи, ытти тăрăхри йăхташсен çи-пуçĕ.

«Суварсем» хăй вăхăтĕнче халăхра анлă сарăлнă ытти уява та чăн чăвашла паллă тума тĕв тытнă.

Н. СМИРНОВА
Хыпар. — 2012. — Кăрлач, 17 (6 (25911) №).