«Сувар» хăна çуртне Европа чемпионачĕ тĕлне хута ярĕç?

2015 ҫулта Шупашкарта ҫӑмӑл атлетикӑпа ушкӑнсем хушшинчи 6-мӗш тӗнче чемпионачӗ иртмелле. Унччен вӑхӑт нумай пулин те хатӗрленме пуҫланӑ та ӗнтӗ. Паянхи ларура шӑп та лӑп ҫак ыйтӑва пӑхса тухрӗҫ.

Республикӑн спорт министрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх атлетсене илсе килессине тата кунта пурӑннӑ вӑхӑтра тӑкаксене саплаштарассине Европӑн ҫӑмӑл атлетика ассоциацийӗ хӑйӗн ҫине илнӗ. Хулари спорт ҫурчӗсене ҫӗнетсе хӑт кӗртессишӗн вара пӗтӗмпех республика яваплӑ пулӗ. Пурӗ 213 миллион тенкӗ тӑкаклама палӑртнӑ, вӗсенчен 113 миллионӗ «Олимпийский» стадионпа «Спорт» хӑна ҫурчӗ валли каймалла.

Канашлӑва хутшӑнакансем «Сувар-отель» пирки калаҫу пуҫланӑ май кунти ӗҫе халь те пуҫламанни вӗсене пӑшӑрхантарчӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков «Одис» компани (вӑл ҫак ҫурта туяннӑ) ӗҫе 1-мӗш кварталта пуҫлама шантарни пирки пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев вара хӑйӗн сӑмахӗнче ҫирӗпрех пулчӗ: «Ҫулталӑк каяллах шантарсаччӗ. Тепӗр ҫул иртсен чемпионат вӑхӑчӗ те ҫитсе тӑрать. Пуҫласшӑн мар пулсан ҫурта туса ҫитерме пултаракансене сутччӑр. Ҫыранхӗррин сӑнне пӑсса тӑрать. Баннер карса илемлетччӗр хӑть, аттук хитре мар».

Ҫӑлкуҫhttp://chuvash.org/news/2495.html

Разделы: