Сувар-пулкарсен ячӗсем пирки ҫӗнӗ кӗнеке тухнă

В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Суваро-булгаро-чувашские имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 350 с., ил.

ЧР Наци вулавăшӗн фончӗ ҫӗнӗ кӗнекепе пуянланнă. Вăл питӗ кирлӗ те усăллă кӗнеке — "Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения". К. В. Иванов ячӗлле историпе культура фончӗн ячӗпе кăларнă темиҫе кăларăма вулавăша чăвашсен паллă таврапӗлÿҫи, тӗпчевҫи Владимир Алмантай (Иванов) парнеленӗ.

Вăл вулавăшпа темиҫе ҫул ӗнтӗ тачă ҫыхăнура. Ку — вăл парнеленӗ 7-мӗш кӗнеке. Кӗнеке шăранса тухиччен чылай тар тăкма тивнӗ. "Ҫынсен ячӗсем — халăх историйӗн пӗр пайӗ, этника ячӗсенче тата географи ячӗсенче халăхăн культурипе йăли, унăн тата ытти халăхăн ҫыхăнăвӗ курăнать", — тет Владимир Алмантай.

Кӗнеке умсăмахне виҫӗ чӗлхепе ҫырнă: вырăсла, чăвашла тата акăлчанла. Кирлӗ ята хăвăртах шыраса тупма пулать. Ӑна хатӗрленӗ чухне архив докуменчӗсемпе, экспедици тӗпчевӗсен материалӗсемпе, ватă ҫынсен асаилӗвӗсемпе усă курнă. Вăл чăваш халăхӗн историйӗпе, культурипе кăсăкланакансемшӗн питӗ интереслӗ.

Софья Савнеш
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuvash.org/news/8323.html

Кĕперсем

Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ. // В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — С. 7—15.