Тăван чĕлхешĕн кĕрешмелле

Константин Малышев- Эпир, «Сувар» хаçат ĕçченĕсем, тăван чĕлхепе культура хÿтĕлевĕшĕн пыракан кĕрешÿ айккинче юлма пултараймастпăр, — çирĕппĕн хăйĕн шухăшне пĕлтерет Тутарстанри «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ К. А. Малышев. — Ун пек кăна та мар, пирĕн çав юхăма ертсе, йĕркелесе тата вăйлатса пымалла.

- Константин Анатольевич, эсир чăннипех те «Хаçат — коллективлă пропагандист кăна мар, коллективлă йĕркелÿçĕ те» текен шухăша тĕпе хурса ĕçлетĕр. Вулакансене хăвăр мĕн тунипе кĕскен те пулин паллаштарсамăр?

- Эпир çамрăк-ха — «Сувар» çитес çул çирĕм кăна тултарать. Апла пулин те пирĕн тус нумай. Малтанхи çулсенче хаçата 1,5—2 пин килре çырăнса илнĕ, халĕ 4—5 пин экземпляр таран çапăнса тухать. Ăна Тутарстанра кăна мар, чăвашсем пурăнакан ытти регионта та кăмăлласа вулаççĕ.

- Тутарстанра чăвашлăха хÿтĕлеме йывăр мар-и?

- Пĕр енчен — çăмăл, тепĕр енчен — йывăр та. Паян Тутарстанри 87 шкулта чăваш чĕлхипе литературине предмет пек вĕрентеççĕ. Республикăри чăваш наци культура автономийĕн уйрăмĕсем йăхташсем йышлă пурăнакан кашни районтах пур. Влаç енчен те культурăна аталантарас-упрас ĕçсене йĕркелеме пулăшу çителĕклех.

Тăван чĕлхе аталанăвĕ халăх хăвачĕпе тата пуласлăхĕпе тачă çыхăннă. Çакна Çĕр чăмăрĕ çинчи ытти халăхăн тĕслĕхĕ аван çирĕплетет. Пуринчен ытларах еврейсем тĕлĕнтереççĕ. Вĕсем хăйсен патшалăхне туса хурсан çухалнă авалхи иврит чĕлхипе çырулăхне çĕнĕрен чĕртеççĕ. Вĕсем, нумай хур тÿснĕ пулсан та, хăйсен нацине хăюллăн хÿтĕлеççĕ.

Çак виçепе пирĕн халăха хаклас пулсан /хăш-пĕр хушамат хамăрăнах юлнă пулсан та/ — пирĕн ятсем тахçанах вырăса çаврăннă, тĕн те ылмашăннă. Иван Яковлевпа унăн вĕренекенĕсем ăсласа тупнă Ă, Ç, Ĕ, Ÿ сас паллисемлĕ çырулăхăмăр кăна хамăр тĕллĕнлĕхе палăртса тăрать.

Анчах çырулăхăмăр хăрушлăхра. Тăван чĕлхемĕрпе калаçакансем кăна мар, вулакансен йышĕ çултан çул чакни пĕрре те вăрттăнлăх мар.

Хăй вăхăтĕнче Дени Дидро философ: «Вулама чарăннă çынсем шухăшлама пăрахаççĕ», — тенĕ. Чăннипе илсен, вулав çан-çурăмшăн хускану кирлĕ пекех. Хăш чух лайăх статья вулатăн та хăвна ăслă çынпа калаçнă пекех туятăн.

- Халĕ çынсем пĕр-пĕрин патне çыру çÿретмеççĕ. Кĕсье телефонĕ, Интернет татса параççĕ хутшăнусене.

- Пĕлтĕр хăйне евĕрлĕ сăнав турăмăр. Пĕлĕшсене яракан Çĕнĕ çул саламесене чăваш сас паллисемпе /финсем кăларакан телефонра пур вĕсем/ çыртăмăр. Туссем питĕ савăнчĕç. Анне чĕлхипе те СМС çырма пулать! Апла тăк тăван чĕлхене Интернета кĕртмелле. Çав шухăшпа эпир «Пĕр класра вĕренекенсем» сайтра ятарласах «Сувар» — Тутарстанри чăвашсен хаçачĕ» страница уçрăмăр. Унта часах 800 яхăн вулакан тупăнчĕ. Вĕсен хушшинче Чăваш Енре пурăнакан та нумай... Кашнинченех «Эсир чăвашла пĕлетĕр-и?» тесе ыйтатăп. «Пĕлетĕп», «Калаçатăп» тесе хуравлаççĕ. Анчах çырнă чух чăваш сас паллисемпе усă кураймаççĕ. Пулăшатăп вара: чăвашла шрифтсене ăçтан «уçласа илмеллине» вĕрентетĕп.

Иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хусана ĕçлĕ визитпа килсен ăна Тутарстанри чăваш пичетĕнче усă куракан компьютер клавиатурине парнелерĕмĕр.

- 2010 çулта «Сувар» ЧР Журналистсен союзĕн Н. В. Никольский ячĕллĕ премине тивĕçнĕччĕ...

- Вăл пирĕншĕн питĕ пысăк чыс. Хăй вăхăтĕнче пире ăста журналистсем çитменни сахал мар йывăрлăх кÿнĕ. Пĕрремĕш редактор Владимир Данилов малтанхи темиçе номере кăларнă хыççăн йывăр чире пула çĕре кĕнĕ.

Хаçата пилĕк çул опытлă журналист тата писатель, ИТАР-ТАСС корреспонденчĕ Николай Сорокин редакцилерĕ. Ун хыççăнхи Александр Иванов редактор та хăй хыççăн ырă йĕр хăварчĕ. Маншăн вара тĕп тĕллев — пултарулăх коллективне тата йышлă вулаканпа çыракана пĕр тĕвве пĕрлештересси, вĕсене чăвашлăха упрассишĕн кĕрешĕве вăйлăрах хутшăнтарасси.

Хаçат çуралнă малтанхи 1993—1994 çулсенче редакци чĕннипе Чăваш патшалăх университетĕнчен тин çеç вĕренсе тухнă çамрăк журналистсем Александр Магарин, Геннадий Федоров, Геннадий Сорокин, Хусанти пединститутра вĕренекен Елена Крылова «Сувара» халăх патне çитерес енĕпе ырми-канми тăрăшрĕç. Малтан Хусан чăвашĕсене, унтан районсенчисене чăвашла хаçатпа анлăн паллаштаратчĕç, çырăнма хистетчĕç. Çав вăхăтрах кирек мĕнле тĕл пулусенче те чăваш кассетисемпе дискĕсене сутатчĕç. Унта «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» шухăша çирĕплетни иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче тăван чĕлхепе тухакан хаçатсăр, радиопа телекуравсăр тăрса юлнă çынсене хавхалану кÿретчĕ. Василий Дедушкин тавра пĕлÿçĕпе Виталий Елтов сумлă журналист кулленех халăх хушшинчеччĕ.

Хусанта Пераскева ячĕллĕ православи чиркĕвне уçма пуçарнисем тата укçа-тенкĕ пухма пулăшакансем те — «суварçăсем». Вĕсемех малтан Хусанта, унтан районсенче чăваш культура автономийĕсем йĕркелес ĕçе ертсе пычĕç. Халĕ Тутарстанра кăна мар, республика тулашĕнче те хăйĕн ăсталăхĕпе палăрнă «Хусан чăвашĕсем» эстрада ушкăнне чăмăртас, пулас артистсене хавхалантарас енĕпе те нумай тăрăшрăмăр, тăрăшатпăр та. Республикăра çулсерен «Чăваш шăпчăкĕ» юрăпа фольклор, «Чи хитре чăваш пики» тата çавăн евĕрлĕ ытти конкурс иртнинче «Сувар» хаçатпа унăн ĕçченĕсен тÿпи тĕп вырăнта. 2011 тата 2012 çулсенче Тутарстанра республика шайĕнчи чăваш акатуйĕ /малтан Нурлатра, кăçал Пăва районĕнчи Пÿркел ялĕнче/ йĕркелес ĕçре те пуçаруçăсем — Чăваш культура автономийĕпе «суварçăсем». Тăхăр вуннăмĕш çулсенчи чи йывăр тапхăрта «Сувара» çĕклес тесе Пушкăртстанран куçса килнĕ Борис Борлен-Тихоновпа /тĕп редактор çумĕ/ Чăваш Енре пурăнсах ултă çул ятарлă корреспондентра тăрăшнă Анатолий Тимофеев нумай вăй хунине кăмăлтан палăртать коллектив.

- «Сувара» кирек хăш регионта та çырăнса илме пулать-и?

- Çапла. Унăн Тутарстан тулашĕнчи индексĕ — 79273. Эрнере 12 страницăпа тухакан хаçата çур çуллăха çырăнмалли хакĕ 300 тенкĕрен те йÿнĕрех.

Анатолий Тимофеев
калаçнă.