Тăванлăха хÿтĕлекен

Юркин Иван Николаевич2010 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн лару залĕнче Ю.В.Яковлевăн «Духовное пространство Ивана Юркина» тата вăлах пухса хатĕрленĕ «Иван Юркин. Повеçсем» кĕнекесен уявĕ иртрĕ. Унта студентсенчен пуçласа Президент Ацминистрацийĕн çыннисем таран хутшăнчĕç. Пахалама хутшăннă çынсене пăхса «Чăваш çыруçисен ашшĕн» ĕçĕсем çине паянхи ăру епле пăхнине тавçăрса илме йывăр пулмарĕ. Çак савăнăçлă мероприятире эпир те М. Хĕветкепе йыхравлă хăнасем пултăмăр. Сăмахтухса каларăмăр.

Чăвашсен чаплă историйĕнче Иван Николаевич Юркин мĕнлетĕр хирĕçÿ палли пекрех курăнса тăрать. Çак ярлыка вăл чăвашсен аталанăвĕ çине ыттисенчен уйрăмрах пăхнипе çĕнсе илнĕ. Тĕп сăлтавĕ вара — И.Я. Яковлевпа И.Н. Юркин хушшинчи хирĕçтăрусем.

Хирĕçÿсем те тĕрлĕрен пулаççĕ: Яковлевпа Юркин хушшинчи пулăмсем — идейăллă хирĕçÿсем. Чăвашсем çĕнĕрен аталанма пуçласан, хăш çулпа малалла каясси уйăрса янă вĕсене. Пĕри чăвашсене Христос тĕнĕ урлă вырăслатасшăн пулнă, тепри — тăван пахалăхсене тĕпе хурса малалла каясшăн пулнă. «Кашни хут вĕреннĕ чăвашăн несĕлĕсен эткерлĕхне пĕлмелле тата хакламалла. Тĕнчери ытти этеплĕхсене тăван пахалăхсем витĕр кăларса, чăвашлăха çухатмасăр çынсен ăстăнне çÿлерех çĕклеме тăрăшмалла».

Çак тĕркешÿре кам çĕнтерни — куçкĕретех. Анчах пурнăç малалла шăвать. XX ĕмĕр вĕçĕнче И.Я.Яковлев вĕрентĕвĕ пирки иккĕленекенсем те тупăнчĕç. Паян эпир аслă вĕрентекенĕмĕр халалĕсемпе пурăнни вĕсем пире ыран та пĕтĕмпех çырлахтарĕç тенине пĕлтермест. Пурнăç куллен улшăнса пырать. Тĕнчене çĕнĕ ăнлав килет. Çавăн урлă эпир Романов несĕлĕнчи патшасемпе, В.И.Ленин юлташĕсене, Колчакпа Чапаева, Сталинпа Троцкие тата ытти тăшманла пурăннă историллĕ çынсене ăнланса йышăнатпăр. Çакăн йышши улшăнусем çумĕнче Яковлевпа Юркина пĕрлештерсе чăвашлăхăн пĕрлехи вăйĕ туса хуманнине нимпе те ăнланса илме çук. Вĕсем иккĕшĕ те хамăрăн, халăха çутта кăпарассишĕн пурăнса ирттернĕ çынсем. Пĕрне çĕклесе тепĕрне путарни — кивĕ идеологи меслечĕсем çухалманнин палли çех. Пысăк çынсем хушшинчи хирĕçÿсем тĕнче литературинче те, культуринче те çителĕклĕ. Л.Толстойпа И.Тургенев, И.Репинпа М.Врубель, B.Маяковскипе С.Есенин виличченех хирĕçсе пурăннă. Вăхăт иртнĕ хыççăн, кашнине уйрăммăн илсе хакласан вырăс культури вăйлăланать çех. «Ыррине мала, начаррине кая хурăр», — тенĕ пире асаттесем. Çак сĕнĕве пурнăçа кĕртме вăхăт çитрĕ.

Пĕр-ик сăмах Юркка Иванĕн çырас пултарулăхне хак парассине тивертсе калассăм килет. Юркка Иванĕ чăваш илемлĕ литературине хăй чĕлхипе çул уçса кĕнине критиксем кая юлнă юхăм пек кăтартни — тишкерÿ меслечĕсем айван пулнипе çыхăннине паян никама та хистесе ÿкĕтлемелле мар. Юркинăн çырав чĕлхи — вăхăт палли. Пуçласа çыракан тÿрех Б.Чындыков пек, C.Павлов пек çырма пултарайман. Чĕлхен хăйĕн аталану законĕсем. Çумри халăхсем хăйсен пуçламăш литератури çине еплерех пăхнине те сăнани ытлашши пулмĕ. Вырăссем «Слово о полку Игореве», «Задонщина», «Повести временных лет», Аввакумăн «житийĕсем» чĕлхе енчен Юркка Иванĕн пуçламăш калавĕсемпе повеçĕсен пĕр шайри курăмсем. Хаклав меслечĕсемпе пĕтĕмлетÿсем вара расна. Вырăссем хăйсен литературăри пуçламăш утăмсемпе мăнкăмăлланаççĕ пулсан, чăвашсем — тăван халăха илемлĕ литература парнелес тесе тăрăшнă çыравçă ĕçĕсене натурализм, кивĕ пурнăç чĕлхи, ĕç çукран шăйăрса ларнă çыру тесе кĕçĕнлетеççĕ. Пурте мар, паллах.

Юркин ĕçне малалла тăсакансем, унăн ятне асăнмасăрах иртсе каяççĕ пулин те (ку вăл — вăхăт палли) вĕсене асăнмасăр иртме çук.

Г.Н. Волковăн этнопедагогика вĕрентĕвĕ — тăван пахалăхсене тимлĕх уйăрни çех мар, вăл чăвашсен пурнăç йĕркине тĕнче çине кăларни. М.Н.Юхма чăвашсен аваллăхĕ çине çĕнĕ куçпа пăхнине епле асăнмасăр иртĕн. В. Николаевăн историри шыравĕсем хăйсен вырăнне тупрĕç. Г. Егоров Месопотамире, Египетра хамăр йĕрсене шырани истори çине чăвашпа куçсемпе пăхнăран килсе тухнă. А.А. Трофимов чăвашсен авăлхи карт çырулăхне, авăлхи тĕнĕн мешехисенчи палăксене тĕпченин пĕлтерĕшне эпир тавçăрса хак пама та хатĕр мар-ха. В. Алмантайăн пуçарулăхĕ Юркка Иванĕн тĕпчев еçĕнчи хăюлăхне аса илтерет. Искусствăра В. Агеев, А. Миттов, Праски Витти — виççĕш виçĕ çулпа пыраççĕ пулсан та, вĕсен ĕçĕсенче чăвашлăхăн çĕнĕ тапхăрĕ уççăнах палăрать. Г.Н. Айхи — чăвашла çырса хак илеймен сăвăçă. Тăван халăх патне Франци, Итали, Швеци çĕршывĕсем урлă вырăсла çырса çаврăнса килни — чăвашла шухăшлавăн пуласлăхĕ пысăккине кăтартаççĕ. Çак ĕçсем пурте Юркка Иванĕн ĕмĕчĕсем пурнăçа кĕрсе пынисем-тĕр.

И.Н. Юркинăн эткерлĕхне тивĕçлĕ шая çĕклес ĕçре ЧПГĂИ сотрудникĕн Ю.В. Яковлевăн тÿпи çÿллĕ. Çак ырă çын вăрçă хирĕнчи пĕччен çар çынни пек кĕрешет. Унăн «Духовное пространство Ивана Юркина» кĕнеки урлă пирĕн ума Юркка Иванĕ — этнограф, историк, çыравçă, чăвашлăхшăн кĕрешекен сăнар тухса тăрать. Нумаях пулмасть кун курнă И.Юркинăн «Повеçсем» кĕнекине пухса хатĕрлерĕ, ун сăмахĕпе ăнлантарăвĕсене çырчĕ, ăслăлăх редакторĕ те вăлах. Ăна малалла ĕçлеме сывлăх сунар.

Анатолий МАЛЫШЕВ.
Сувар. — 2011 ç. — Ака, 15 (15 (901) №).