Тĕн тĕсĕ

Зороастризм тĕнĕ пирки пĕлес килет.
О. Захарова.
Нурăс сали.



Фаравахар

Ку тĕн авалхи тата вăтам ĕмĕрсенче хальхи вăхăтра Иран, Афганистан, Азербайджан, Таджикистан, Армени вырнаçнă территорисенче, Пĕчĕк тата Вăтам Ази, Кăнтăр Çĕпĕр, Хура тинĕс таврашĕнчи йăхсемпе халăхсен хушшинче, Çывăх тата Вăтам Хĕвел тухăçри хăш-пĕр çĕр-шывра сарăлнă. Иранра тата Индире паян кунчченех сыхпанса юлнă, çак тĕн йĕркипе пурăнакансем Пакистанра, Цейлонра /Шри-Ланка/, Австралире, Аслă Британире, АПШра, Канадăра, Гонконгра тата Сингапурта пур. Заратуштра /Зороастр, Зардушт, Зардуст; пирĕн эрăччен VII ĕмĕр вĕçĕнче — VI ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пурăннă/ реформатор ятĕнчен пулса кайнă.

Зороастриэм иудаизм, христианлăх, ислам тата буддизмăн çурçĕр турачĕсен аталанăвне витĕм кÿнĕ. Тĕн кĕнеки — Авеста. Вĕрентĕвĕн никĕсĕнче — тĕнче, çут çанталăк тата этемлĕх аталанăвĕ виçĕ тапхăртан — Пултарни, Хутăштарни тата Ахăр самана — тăни. Унăн тĕп палли — икĕ хире хирĕçле вăй Ырă тата Усал — кĕрешĕвĕ. Юлашкинчен Ырă Усала çĕнтерет, вара тĕнчере ĕмĕрлĕх киленÿ хуçаланма пуçлать. Чăнлăх, тасалăх, сăваплăх тĕп вырăнта, çулăма тата çăлтăрлă тÿпене пуç таяççĕ.

Авалхи чăвашсен ĕненĕвĕнче те зороастризм вĕрентĕвĕн паллисем пур. Авестăри пекех тĕнче аталанăвĕнче виçĕ тапхăр палăртаççĕ: Пултарни, Пĕрлештерни е Хутăштарни, Ахăр вăхăчĕ е Ахăр самана. Чун этемрен маларах пулнă. Кĕлеткепе пĕрлешиччен тÿпере вĕçсе çÿрет, унпа Çăлтăрсем хуçаланаççĕ. Вилнĕ çынсен чунĕсем Усалран тасалнă хыççăн çĕнĕрен хăйсен кĕлеткисене тупаççĕ. Чăвашсен те авалхи ирансенни пекех чун тасални хура çĕр хĕрлĕ тăм патне çитиччен çуннинче палăрать. Чăвашсен кĕлĕ сăмахĕсенче Авестăри евĕр сăвă виçисем, турăсемпе чунсен ячĕсем тĕл пулаççĕ. Çÿл тÿпеллĕ тĕнче чÿк тумалли чи сăваплă вырăн пулни çинчен вĕрентни те чăвашсен уçă тÿпе айĕнче пысăк кĕлĕсем ирттермелли йăла-йĕркепе тÿр килет. Шинави /Синави/ кĕперĕ те /ун урлă чăвашсем юпа каçараççĕ/ Авестăри уйăракан Чингвад кĕпер пĕлтерĕшлех. Турăсене уйăрни, дуализм принципĕсене кура кашнин тивĕçне çирĕплетни каллех зороастризм вĕрентĕвĕнчи евĕрлĕрех.

Хыпар. — 2012. — Чÿк, 17 (220—221 №№).

Кĕперсем