Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен

 

Уксак Тимĕр Пÿлере илни çинчен. // Шелепи Н. И. Сăвăсем, легендăсем. — Шупашкар, Чăваш кĕнеке изд-ви, 1981. — С. 80—91.


Уксак Тимĕр çарпала

Пÿлер патне çитнĕ чух

Çар пуçлăхне пурне те

Пуçтарчĕ, тет, пĕр çĕре,

Мĕнле мелпе Пÿлере

Илессине пĕлтерме,

Уксак Тимĕре çавăн чух

Каларĕ, тет, пĕр пуçлăх:

— Пÿлер хули пит чаплă,

Таçтан-таçтан сарăлнă:

Тем тарăнăш валсемпе

Йĕри-тавра çавăрнă.

Пÿлер патши хушнипе

Валĕсене чăп-тулли

Вăрттăн тимĕр хапхаран

Шыв кăларса тултарнă.

Çавă Пÿлер хулинче

Пăлхар патши пурăнать,

Пур çĕрте те çар халăх

Вăрман пекех курăнать.

Улт-çич çухрăм хушшине

Ыткăнаççĕ уххисем;

Ăçта пăхсан та курăнать

Пĕлĕт пек çын юхнисем.

Вăрçса илес тесессĕн,

Пурте вилсе пĕтĕпĕр,

Тем пек чаплă çар ятне

Намăспа çеç витĕпĕр.

Акă кунта пĕр ялта

Пĕр пит чаплă асамăç

Чăваш карчăк пурăнать.

Çĕрле вĕçсе çÿрет, тет,

Мĕлке çине утланса,

Шуйттансемпе пĕр пулса,

Темĕн те пĕр хăтланса,

Çÿçне-пуçне тустарса,

Çÿле вĕçсе хăпарса,

Пĕкĕрĕлсе, хутланса,

Уйăх çиме хапсăнса.

Вупăр пулса пусать, тет,

Çывăракан çынсене;

Витĕр пĕлсе тăрать, тет,

Малашнехи кунсене.

Вĕри кĕлпе сапсассăн,

Пичĕ-куçĕ хĕп-хĕрлĕ

Хăпаланса тухать, тет.

Куçне вара алтăр пек

Чармакласа пăхать, тет.

Унтан эрни-эрнипе

Урама та тухмасть, тет.

Йытă пек те вĕрет, тет,

Кашкăр пек те улать, тет,

Шуйттансемпе туй туса,

Пĕçĕ çапса кулать, тет.

Тĕнĕрен тухса каять, тет,

Тĕнĕрен килсе кĕрет, тет,

Кунĕпеле çыврать, тет,

Çĕрĕпеле çÿрет, тет,

Мĕнле мелпе Пÿлере

Илмеллине пĕлет, тет,

Вăл карчăкран ăс ыйтма

Таçти çын та килет, тет;

Эс те çакă карчăкран

Ăс ыйтса кил, Чăн-пуç-хан,

Часрах кайса пĕл-халĕ,

Инçе мар, тет, ун ялĕ.

Çар пуçлăхĕн сăмахĕ

Каять ханăн кăмăлне.

Утланать те лашине,

Чуптарать вăл ун патне.

Карчăк патне çитет те,

Лаша çинчен анать те,

Пÿрт алăкне тапать те

Хăпăл-хапăл васкаса

Кĕрсе каять хашкаса.

Карчăк çавă вăхăтра,

Хуран çинчен вир пăтти

Чашкă çине антарса,

Чăн-пуç-хана ал парса,

Сарать сĕтел çиттине,

Кÿрсе лартать пăттине.

Сар вир пăтти варрине

Сар çупала куç хывать.

Унтан Уксак Тимĕре

Хăна туса чыс тăвать.

Уксак Тимĕр малтанах

Вир пăттине куçĕнчен,

Чăн варринчен, çу çинчен,

Ăсса илсе хыпать те,

Карчăк, ăна курсанах,

Сехĕрленсе хăраса,

Уксак Тимĕре сăнаса,

Каларĕ, тет, уйласа:

— Уксак Тимĕр мар-и эс?

Çавă çапла куçĕнчен,

Пăтăсене çу çинчен

Ăсса илет, тетчĕçĕ.



УКСАК ТИМĔР

Чăн калатăн эс, карчăк,

Чăнах эп çав пулатăп.

Хам çынсенчен илтнине

Ак эп сана калатăп:

Эс пит чаплă асамăç,

Сана пурте пĕлеççĕ,

Тĕнчере мĕн пуррине,

Усаллине-ыррине,

Курманнине-курнине,

Пулманнине-пулнине

Пĕлсе тăрать, терĕçĕ.

Каласа пар эс мана:

Çакă Пÿлер хулине

Мĕнле мелпе илмелле?

Ăна илем тесессĕн,

Манăн мĕн-мĕн пĕлмелле?

Чăннипеле каласан,

Санăн пуçу сыв. юлĕ,

Улталаса каласан,

Пуçу халех çук пулĕ.



КАРЧĂК

Эс, Чăн-пуç-хан, пит чаплă.

Сан çар халăх хăватлă.

Çапах Пÿлер хулине

Илеес çук вăйпала,

Ăна илме пултарăн

Акă çапла майпала:

Эсĕ йĕтем шăлтарса,

Серепесем хуртарса,

Унта тулă саптарса,

Кăвакарчăнсем тыттарса,

Урисене вĕсенне

Ăвпа кÿкĕрт çыхтарса,

Каçа хирĕç пурне те

Яртар вара вĕçтерсе.

Вĕсем пурте Пÿлере

Йăвисене каяççĕ,

Вара Пÿлер хулине

Пур тĕлтен те вут хыпĕ.

Çапла тусан, Чăн-пуç-хан,

Часах илĕн Пÿлере.

Карчăк çапла каласан,

Уксак Тимĕр, тав туса,

Тухса каять васкаса,

Вăл хушнине тумашкăн.

Мĕн илтнине, пĕлнине

Вăл хăвăртах тутарать.

Акă, Пÿлер хулине

Вĕлт! кăна вут хыптарать.

Акă, Пÿлер хулинче

Шăри-шари хусканать,

Пĕтĕм хула халăхĕ

Урлă-пирлĕ кускалать,

Патшасене çилленсе

Вăрçа-вăрçа ылханать,

Йĕрет, куççуль юхтарать,

Хăруш сăмахсем калать.



ПŸЛЕР ÇУННИ

Ах тур-тур-тур, пĕтрĕмĕр,

Ăçта кайса кĕрер-ши?

Ах, пĕтрĕмĕр, пĕтрĕмĕр,

Мĕскер тума пĕлер-ши?

Ыр вут ама, вут амăш,

Ху вутна ху чарсам-и!

Ырă турă Пÿлĕхçĕ,

Пĕр ху анчах çăлсам-и!

Эх, мĕн çисе тăрăпăр?

Мĕн-мĕн кăна курăпăр?

Мĕнле майпа вилĕмрен

Чуна çăлса юлăпăр?

Ах, хăрушă, хăрушă!

Пурте вилсе пĕтĕпĕр.

Куçпа пăхма хăрушă,

Пĕтĕм тĕнче çĕмĕрлет.

Шăна-пăван вырăнне

Хисепĕ çук çын вилет.

Тăшман, тискер кайăк пек,

Никама та хĕрхенмест.

Урса кайнă пĕтĕмпех,

Ырри çинчен ним пĕлмест.

Капан-капан çын пуçĕ

Купаласа хăварать,

Пĕтĕм тĕнче халăхне

Усаллăхпа хăратать.

Эх! Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,

Часах куçран çухалчĕ.

Ав, патша çурчĕ патне те

Вут уласа çывхарчĕ.

Патша хĕрĕсем хăраса

Миçĕт тăрне тарчĕçĕ,

Иĕре-йĕре юрласа,

Куççуль тăкса ларчĕçĕ.

Унта та вут çитсессĕн,

Шурă акăш пулчĕç те

Çичĕ тинĕс леш енне

Вĕçсе кайрĕç виççĕш те.

Çут кĕмĕл пек çунатсем

Йăлтлатса çех юлчĕçĕ,

Пĕр куç уçса хупиччен

Курăнми те пулчĕçĕ.

Вĕçсе каяс умĕнчен

Акă çапла каларĕç:

— Эпĕр ĕнтĕ каятпăр

Çичĕ тинĕс леш енне

Кунти пирĕн çĕршыва

Тăшман килсе тулнăран.

Ахăр саман çитнĕ чух

Каллех кунта килĕпĕр.

Ку хамăрăн çĕршыва

Хамăр алла илĕпĕр.

Пирĕн ялсем, хуласем

Кунта пурте пĕтĕçĕ.

Хăшĕ турă хушнипе

Çаплах çĕре путĕçĕ.

Тĕнче пĕтес умĕнчен

Вĕсем каллех тухĕçĕ,

Унччен кунти çĕршывра

Нумай юнсем юхĕçĕ,

Малти кая юлĕçĕ,

Кайри малта пулĕçĕ.

Эх, Пÿлерĕн ырлăхĕ

Ăçта кайса кĕчĕ-ши?

Ку тискер ĕç çĕр çинче

Хăçан кăна пĕтĕ-ши?

Эх, çĕршывĕ, çĕршывĕ,

Эх, Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,

Пĕтĕм халăх ырлăхне

Тăшмансене пиллерĕ.

Пуянлăхне, ырлăхне

Пурте пĕлсе тăратчĕ,

Унăн чапне, хăватне

Пĕтĕм тĕнче куратчĕ.

Эх, Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,

Хĕрĕх пин алăк тетчĕçĕ,

Таçти патша халăхсем

Суту-илÿ тăватчĕç.

Сĕт-турăхсем çăвĕпех

Йÿçсе-çĕрсе ларатчĕç,

Çити-çитмен вăхăтра

Пĕрне-пĕри паратчĕç.

Кĕмĕл тĕслĕ шывсенче

Хурт пек пулă вĕретчĕ,

Вăрмансенче кайăк-кăш

Кĕтÿ-кĕту çÿретчĕ.

Никам татса пĕтерми

Çырла-çимĕç пулатчĕ.

Татса пĕтмен паланĕ

Çуркуннене юлатчĕ.

Шурă мамăк калпаксем

Тăхăнатчĕç пуçсене.

Тăрна куç пек тетчĕçĕ

Çăлĕсенĕн куçсене.

Чăкăртатса тăратчĕç

Ытарма çук сăрансем,

Симĕс пустав халат пек

Курăнатчĕç çарансем.

Ĕшнисенче чечексем

Вутăн-хĕмĕн çунатчĕç,

Хулисемпе ялĕсем

Питĕ хăвăрт хунатчĕç.

Урхамахсем хĕлĕпех

Утă-сĕлĕ çиетчĕç,

Тĕвисенĕн çисене

Хĕрĕхшер пăт тиетчĕç.

Улăхсенче хăмлисем

Автан пуç пек пулатчĕç,

Уявсенче çамрăксем

Çĕрĕн-кунĕн вылятчĕç.

Шĕшкисенче мăйрисем

Хăмла пекех курнатчĕ,

Саркайăк пек савăнса

Пăлхар халăх пурнатчĕ.

Çут кĕмĕл пек çутăлса

Юхатчĕçĕ çăлĕсем,

Чĕрес-чĕрес ларатчĕç

Тăварланă çăвĕсем.

Хĕлĕн-çăвĕн пĕтместчĕ

Нÿхрепсенче шăрттанĕ,

Йăшăлтатса тăратчĕç

Çырмисенче çăрттансем.

Вĕçсĕр-хĕрсĕр выртатчĕç

Çаранлăхсем, çеремсем;

Тем чул тырпул çĕртетчĕç

Пуянĕсем-сарансем.1

Юр пек шурă кĕпе-йĕм

Тăхăнатчĕç çисене,

Çĕр çывăрма пĕлмесĕр

Ĕçлетчĕçĕ ĕçсене.

Арман пĕвисене те

Утăпала пĕветчĕç,

Тырă-пулă тума та

Питĕ лайăх пĕлетчĕç.

Вырăссене выçă чух

Тырă парса тăратчĕç,

Пÿлер халăх хăватне

Вĕсем лайăх куратчĕç.

Тăват-пилĕк лашапа

Акалатчĕç анасем,

Чаплă Багдат хулинчен

Килетчĕçĕ хăнасем.

Пĕр ĕçлеме тытăнсан,

Çĕрĕн-кунĕн ĕçлетчĕç,

Ĕçкĕ ĕçме тытăнсан,

Эрнипеле ĕçетчĕç.

Симпылĕсем-сăрисем

Кăпăкланса йÿçетчĕç,

Çÿлте тарай тутрисем

Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçетчĕç.

Купăссене тытатчĕç,

Сĕркĕчине сĕретчĕç,

Шăпчăк юрри евĕрлĕ

Юррисене сĕветчĕç.

Кĕслипеле тăмрине

Харăс тăрса калатчĕç.

Ватти-вĕтти-мĕнĕпех

Вăйăсене саватчĕç.

Таçти-таçти халăхсем

Киле-киле çÿретчĕç,

Мулкачсене мăйсенчен

Чÿчепеле пăватчĕç,

Çамрăкĕсем ушкăнпе

Акăшсем пек çÿретчĕç,

Пурçăнпала тĕрлесе

Тумтир илем кÿретчĕç.

Ырашĕсем çулленех

Пĕкĕ çÿллĕш ÿсетчĕç;

Хăна-вĕрле пур чухне

Ялан симпыл ĕçетчĕç.

Урпасемпе пăрисем

Касса уçăлми пулатчĕç.

Тĕрлĕ тырă-пулăпа

Кĕлечĕсем тулатчĕç.

Туллине те, вирне те

Темĕн чухлĕ акатчĕç,

Вĕсем валли çулленех

Тем чул çерем çĕтетчĕç.

Çăва тухсан нумайĕш

Хиртен яла кĕместчĕç;

Улт-çич çула çитмесĕр

Лашисене кÿлместчĕç.

Сĕлĕ çăнăх пĕçерсе

Тип тинкĕле тăватчĕç,

Хĕрĕсене вăрласа

Инке туса хуратчĕç.

Улăхсенче утисем

Кăвапаран ÿсетчĕç,

Шывĕсенче чăп-чăпăр

Кимĕ-сулă ишетчĕ.

Юр юрласа, ташласа

Тăватчĕçĕ юпасем,

Ялтан яла çÿретчĕç

Ташлаттарса упасем.

Уша юпи çумĕнче

Çунатчĕçĕ çуртисем,

Çĕлĕксене хĕстерсе

Кĕл тăватчĕç хуçисем.

Пĕтĕм хурсем пĕçерсе,

Чÿклемесем чÿклетчĕç,

Хăй юпине çын чунĕ

Килет тесе пуплетчĕç.

Кĕрсен, çĕлĕк силлесе

Кĕрÿ салам паратчĕ,

Кĕрÿ ларас вырăна

Хунĕ кĕççе саратчĕ.

Хĕскĕчĕ пек хĕстерчĕç

Тутарĕпе монголĕ,—

Йытă çÿппи вырăнне

Пĕтрĕ Пÿлер пурнăçĕ.

Пĕтĕм Пÿлер çĕршывне

Хупăрласа илчĕçĕ,

Тĕнче пĕтнĕ евĕрлĕ

Çĕр кисретсе килчĕçĕ.

Унăн мĕнпур пурлăхне

Тусан пекех тустарчĕç,

Халăх юнне, куççульне

Çырма пекех юхтарчĕç.

Хуласене, ялсене

Вутпа персе пĕтерчĕç,

Мĕнпур лайăх юр-вара

Çар халăхне çитерчĕç.

Калама та хăрушă

Усал ĕçсем турĕçĕ;

Çĕр кăкрине юнпала,

Куççульпеле çурĕçĕ.

Пĕрне-пĕри сĕлĕ пек

Çÿрерĕçĕ тураса,

Сехĕрленсе çех тăчĕ

Пĕтĕм тĕнче хăраса.

Пĕтĕм Пÿлер маттурĕ

Пĕр вăхăтсăр пĕтрĕçĕ,

Çитнĕ хĕрипăраçа

Чĕрлех çĕрпе витрĕçĕ.

Вĕсен çинчи тăпрана

«Хĕр ту» тесе ят пачĕç,

Уксак Тимĕр çийĕнчен

Емĕр тискер ят ячĕç.

Вăрмансене тарни çех

Сывă тăрса юлчĕçĕ,

Емĕр-ĕмĕр манас çук

Хăруш ĕçсем пулчĕçĕ.

Вут ами те чармарĕ,

Пÿлĕхçи те пÿлмерĕ,

Çĕр çийĕнчен çухалчĕ

Чăваш чаплă Пÿлерĕ.

Кĕслепеле, купăспа

Макра кĕвви каласа,

Патши тарчĕ хăраса,

Улах вырăн шыраса.

Пуçри чухăн çĕлĕкне

Васканипе Пÿлере

Хире манса хăварчĕ,

Хăй пуçне те вилĕмрен

Тарса анчах хăтарчĕ.

Халь те унăн ачисем

Çичĕ тинĕс леш енче:

Аттен чухăн çĕлĕкне

Кайса илесчĕ тесе,

Тăраççĕ, тет, йĕтесе.



1 Хытă çынсем.