Улюн сăввисем

Эпĕ, Григорьева Лиана Родионовна Вăрнар районĕнчи Кивĕ Шурдан ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ман аттепе анне нумай çул хушши çак ялти фельдшер пункттĕнче, атте фельдшерта, анне санитаркăра ĕçленĕ. Эпĕ халăх çинче вĕсен хуйхи-суйхине курса, ăнланса ÿснĕ. Çак сăмахсенче этем пурнăçне, кун-çулне куратăп. Сире тав сăмахĕ калатăп мана итленĕшĕн, хисеп тунăшăн.

Анне ача чух чĕннĕ пек çĕнĕ ят илетĕп — Улюн.

Пĕччен хыр

Пĕрремĕш хут курнăранпа
Сисĕнмесĕр иртрĕ çирĕм çул ытла
Пĕччен лараттăн ун чухне
Кичеммĕн пуçа уснăччĕ.
Каллех тăратăп сан умра
Чунра ман питĕ савăк
Малашлăха эп тинкерсе
Ыр ĕмĕтпе тăратăп.
Шăтса тухсан эс çĕр çине
Пĕлĕтелле кармашнă
Пĕчченлĕхрен эс хăраса
Икĕ юплĕ çитĕннĕ.
Ват çын каланă сăмахран:
Тĕрлĕ нуша эс курнă
Аçа çапсан та парăнман
Вут-çулăмран та юлнă.
Хĕвел хĕртсен те шăрăх çул
Йĕпеллĕ çул та иртнĕ
Çатăр сивве те çил-тăмана
Пурне те эсĕ тÿснĕ.
Миçе çулта эс ватă хыр;
Кăна никам калаймĕ
Сан çывăха пырса тăрсан
Çĕр çирĕм çул та парĕ.
Аваллăха аса илсен
Сан кÿршĕсем те пулнă.
Тĕнче вăрçи кĕрленĕ чух
Вĕсене вутта янă.
Çапла вара пĕр сивĕ каç
Сана та черет çитнĕ
Тĕпрен касма хĕрхеннĕрен
Пĕр туратне суйланă.
Пăчкăпа ĕçленĕ чух
Алли ун хыт чĕтренĕ
Йывăç сĕткенĕ тухнă чух
Куççулĕ шăпăр юхнă.
Ачисене вăл хĕрхенсе
Кĕрт тăрăх ашса килнĕ
Аса илсе вăл мăшăрне
Фашистсене ылханнă.
Килте сив пÿрт, çиме те çук
Кантăк шăнса пăрланнă
Хуйхăпа, йывăр ĕçпе
Тăлăх арăм тертленнĕ,
Ларать мăнаçлăн ватă хыр
Тымарĕсем ун çирĕп
Сар хĕвеле юратнăран
Тураттисем ун лăпăс.
Йĕри тавра ун çамрăк хыр
Пĕчченлĕх тек хăратмĕ
Çулсем иртсен çак вырăнта
Пĕчĕк вăрман та кашлĕ.

 

Эп хама телейлисен йышне çыратăп...

Эп хама телейлисен йышне çыратăп
Телейлĕ эпĕ çĕр çине çуралнăран.
Ирпе ирех сар хĕвелпе пĕрле тăрсассăн
Тĕнче епле вăранние курсан.
Телейлĕ эп юратнă ĕç пурришĕн
Кашни ирех ĕçе çÿренĕрен
Ял-йышпа ялан пĕрле пулнишĕн
Ыр ĕç туса çынна пулăшнăран.
Телейлĕ эп çын кăмăллă пулнишĕн
Питре йăл-кулă, савăнăç çиçсен
Пĕрне-пĕри хисеплесе ыр кун суннишĕн
Пур çĕршывра та тăнăçлăх пулсан.
Телейлĕ эп çын хисепре пулнишĕн
Ун ырă ĕçĕ халăхра юлсан
Телейлĕ эп мăшăр çумра пулнишĕн
Килĕштерсе, пулăшса пынăран
Ачасем ÿссе вĕренсе çын пулсассăн
Хисеплесе анне тесе чĕнсен.

 

Вĕрен эс, хĕрĕм, пурнăç уттипе çирĕп утма вĕрен

Ача чухне анне мана калатчĕ:
«Вĕрен эс, хĕрĕм, тăрăшуллă пул,
Аçу, аннÿ сăмахĕнчен тухмасăр
Хăюллăн ут эс, пурнăç çулĕпе.
Çынпа калаçнă чух та тимлĕ пул эс,
Вĕрен эс итлеме аслисене
Элек, суя, киревсĕр сăмахсене асăнмасăр
Таса калаç эс, хĕрĕм суварла.
Ал ĕç тума ларсан та тимлĕ пул эс,
Тирпейлĕхе вĕрен эс ачаран,
Кирек епле ĕçе алла тытсан та,
Пĕр нăйкăшмасăр чăтăмлăн вĕçле.
Уя тухсан е вăрмана кĕрсессĕн,
Вĕрен эс илеме курма.
Хитре чечек тĕлне пулсассăн
Пĕл эсĕ Вăл мĕн ятлине.
Улăхалла, çаран варринелле кĕрсессĕн
Пĕл эсĕ сиплĕ курăка тупма
Вăй-хал чаксан е сывлăх хавшасассăн
Пĕлсе сиплен ун сиплĕ шывĕпе»...
Шкула кайсан, вĕрентекен калатчĕ:
«Вĕренĕр ачасем, çырма та вулама,
Лăпкăн ларма вĕренĕр, тимлĕ пулăр
Учителе вĕренĕр итлеме.
Аслисене хисеплеме вĕренĕр,
Ăс парăр вĕтĕр-шакăра.
Çутçанталăка юратма вĕренĕр
Упрăр ун пуянлăхне»...
Çулсем иртсен сар хĕр çулне çитсессĕн
Юрату килсессĕн чĕрене
Ытарлăн, лăпкăн, сасă хăпартмасăр
Каллех анне каларĕ вĕрентсе:
«Айвансене юратура та шеллемеççĕ,
Вĕрен эс хĕрĕм — юратма вĕрен...
Сăнпа хитри пулать вăл ик телейлĕ
Тур çырнине шыра эс чĕрепе»...
«Тавтапуç сана Тăван аннеçĕм»,
Çирĕплĕхе вĕрентрĕн ачаран...
Пурнăçра чи йывăр вăхăтра та
Пуçĕсене усмарĕç ачусем.
Тавтапуç сана аннеçĕм, ăс панишĕн
Ăспа вĕрентрĕн пурăнма та юратма
Ăспа кирек епле ĕçе тытсан та,
Ăслай пулсан пур ĕç те ăнăçать.
Тавтапуç аннеçĕм пил панишĕн».

 

Сыпăксем: