В. В. Васильев, 1921, Енĕшкасси

Эпӗ 1921 ҫулхи июлӗн 17-мӗшӗнче Енӗшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан пире, 5 ҫынна, Красноармейски ҫар комиссариачӗ урлӑ Шупашкара ӑсатрӗҫ. Вӗсен йышӗнче Т. Бардасов (Янмурҫин), С. Андреев (Арҫунакасси) пурччӗ. Республикӑн тӗп хулинче, пире, вӑтам пӗлӳ илнисене, полк шкулне хӑварчӗҫ. Тимофей Григорьевичпа эпир ӑна вӗренсе пӗтертӗмӗр те пире Брянск вӑрманне, пӗр дивизие ӑсатрӗҫ. Пирӗн дивизире хамӑра нимӗҫ чӗлхипе вӗрентнӗ А. Яковлев (Алманч) куҫаруҫӑ пулса ӗҫлерӗ. Эпир пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаттӑмӑр. Манӑн телефонпа ҫыхӑну панӑ ҫӗрте ӗҫлеме тиврӗ. Ҫакӑнта виҫӗ хутчен аманмалла пулчӗ. Пӗрремӗш хутӗнче, 1942 ҫулхи мартӑн 8-мӗшӗнче, нимӗҫ снайперӗсем амантрӗҫ. Ун чухне Жиздра юханшывӗ урлӑ пӗр сопкӑна илессишӗн перкелешӳ пыратчӗ. Икӗ эрне пӗр вӗҫӗм телефонпа ҫыхӑну йӗркелесе тӑнӑ хыҫҫӑн мана хыҫалти линие канма тухма Рыбинкин командир шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ. Анчах вӑрманта пытанса ларнӑ нимӗҫ снайперӗсем харӑссӑн печӗҫ. Тата тепӗр снайперӗ мана чӗререн аяларах персе амантрӗ. Ҫул санбата выртрӗ. Кунта икӗ эрне хушши сывалма тиврӗ. Иккӗмӗш хутӗнче, 1942 ҫулхи кӗркунне, нимӗҫ офицерне тытса килнӗ чухне сылтӑм хулран амантрӗҫ. Каллех санбатра пӗр уйӑх хушши сипленмелле пулчӗ. Виҫҫӗмӗш хут 1943 ҫулхи июль уйӑхӗнче амантрӗҫ. Нимӗҫсен оборонине ҫӗмӗрсе малалла кайнӑ чухне пирӗн танксем шурлӑхлӑ вырӑна пырса тухрӗҫ. Унӑн тепӗр енӗ йывӑҫлӑ, туллӑ. Унта тӑшман питӗ вӑйлӑ ҫирӗпленнӗ. Пирӗн пӗрремӗш батальон штабӗ танк ӑшне вырнаҫнӑччӗ. Штаба ротӑран ҫыхӑну парса тӑнӑ чухне манӑн алӑсене, аялти янах шӑммине, сылтӑм аяк шӑммине мина ванчӑкӗ пырса лексе амантрӗ. Ҫак ҫапӑҫу хирӗнче эпир Воронеж каччипе Мысковпа пӗрле пултӑмӑр. Вӑл манӑн сурансене ҫыхса ячӗ. Эпӗ вара мӗнпур вӑя пухса санчаҫе (700 м) ҫитме пултартӑм. Унтан мана полевой госпитале ӑсатрӗҫ. Пуҫа ҫӗклесен куҫ хуралса килет. Янах шӑмми аманнӑран апат-ҫимӗҫ чӑмлайман пирки темӗнле шӗвекпе усрарӗҫ. Каярах мана Калуга хулине илсе кайрӗҫ. Госпиталь чиркӳ ҫуртӗнче вырнаҫнӑччӗ. Кунта темиҫе операци чӑтса ирттертӗм. Юлашкинчен кӑна хам тӗллӗн утса ҫӳреме пуҫларӑм. Тухтӑрсем Сталинск (халӗ вӑл Новокузнецк) хулине ӑсатма йышӑнчӗҫ. Кунти госпитальте виҫӗ операци турӗҫ, алӑ пӳрнисем юсанчӗҫ, янах шӑмми тӳрленчӗ, хамах апат ҫиекен пултӑм. 1944 ҫулхи февралӗн 9-мӗшӗче мана киле ячӗҫ. Ҫав ҫулхи мартӑн 16-мӗшӗнчен тытӑнса эпӗ Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗнче ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫакӑн пек килсе тухрӗ манӑн вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ кун-ҫулӑм. Ҫӗр ҫинче тек нихӑҫан та вӑрҫӑ ан пултӑр.

Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ