Ячĕ çапла-ши

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче, нарӑс уйӑхӗнче, Ҫӑварни уявне пӗр эрне е икӗ эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑла-йӗркепе паллӑ тунӑ. Литературӑра ҫӑварни сӑмаха ҫуллӑ сӑмахран пулнӑ пек ӑнлантараҫҫӗ. Ҫаплах-ши? Ҫӑварни сӑмаха ӑнланма сурхурисӑмаха тепӗр хут тишкерсе тухар. Вӑл та сурӑхӑн урипе ҫыхӑнман пак туйӑнать. Ҫак сӑмах та ҫӗр-ҫӗр ҫул каяллах пулса кайнӑ-тӑр. Л. А. Иванов ҫырнӑ тӑрӑх, «сур» сӑмах турккӑ чӗлхинче савӑнӑҫ, уяв тенине пӗлтерет. Сур сӑмаха чӑваш сӑмахӗсемпе ӑнлантарма пулать: сурӑм-пуҫ, ҫурӑм-пуҫ, шурӑм-пуҫ. Вӗсем икӗ сӑмахран тӑраҫҫӗ. Ирхине хӗвел ҫуталса тухнине, тул ҫутӑлниие, хӗвел пуҫӗ тухнине пӗлтереҫҫӗ. Эппин, раштав уйӑхӗнче кун таврӑннӑ вӑхӑтра, хӗвел ҫӗнӗ вӑй илсе пыракан ҫуттипе хура-шура, мӑшкӑла, мӗскӗнлӗхе хӑваласа ямалли йӑла-йӗрке пулнӑ. Сурхурихыҫҫӑн — ҫӑварни уявӗ. Ҫӑварни сӑмахӑн пулӑвӗ ҫапларах: сурӑм варри, ҫурӑм варри, ҫу варри ҫӑварни. Эппин, Сурхурипе Мӑнкун уявӗсен хушшине, варрине пӗлтернӗ. Сур сӑмахӑн пӗлтерӗшне халӑх ҫухатнӑ пулмалла, каярах ҫӑварни сӑмаха ҫу /масло/ сӑмахпа ҫыхӑнтарма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та ҫармӑс чӗлхине ҫӑварнисӑмаха вырӑсла куҫарса масленица сю-арня кӗртсе янӑ. Манӑн шутпа, ҫӑварни сӑмах выльӑх-чӗрлӗх ҫӑвӗпе ҫыхӑнман. Хальлӗхе ҫӑварни сӑмахӗн пулӑмӗ икӗ вариантлӑ. Пӗрремӗшӗ, ҫӑварни — масленица, иккӗмӗшӗ, сурӑм варри, ҫурӑм варри — ҫӑварни.

Ҫӑварни уявӗнче ҫамрӑксем сивӗ хӗле хӑвӑртрах хӑваласа, ирттерсе ярас, ӑшӑ ҫуркунне килтӗр тесе лаша ҫуни ҫине ларса хӗвел май ярӑнса ҫӳренӗ. Паллах, вӑйҫӑсем те юнашарах пулнӑ. Вӗсем тӗрлӗ музыка хатӗрӗ каласа ҫамрӑксене юрлаттарнӑ, савӑнтарнӑ. Ача-пӑча сӑрт-ту ҫинчен ҫунашкапа ярӑннӑ.

«Ҫӑварни эрнинчи юн кун юр ҫусан мӑйӑр лайӑх пулать тет». «Ҫӑварни хушши уяр пулсан утӑ ҫийӗ уяр килет теҫҫӗ». «Аслӑ ҫӑварни ӑшӑ тӑрсан тырӑ пулать теҫҫӗ». /Ашмарин. Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки. XIII т./.

Виктор Чернов.
Хыпар. — 2007. — Утӑ, 12.

 

Сыпăксем: