Ял тăрăхĕн — герб та, ялав та

Ярославка ял тӑрӑхӗн элемӗсене туса хатӗрлес туртӑм Ҫӗмӗртлӗх Чемейре ҫуралса ӳснӗ, 17-мӗш Турай суйлав округӗпе Муркаш районӗн депутатне суйланнӑ Юрий Романова тахҫантанпах канӑҫсӑрлантарнӑ. Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшакан Юрий Евтихиевич ялавпа герб эскизне хатӗрлессине, ҫирӗплетессине пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ. Чылай вариант хатӗрленӗ, кашнине тӗплӗ тишкернӗ хыҫҫӑн пулӑхлӑ ҫак тӑрӑхра пурӑнакан халӑхӑн ӗҫченлӗхне, паттӑрлӑхпа хӑюлӑхне сӑнарлакан элемсене суйласа илнӗ. Паттӑрлӑх тенӗрен ял тӑрӑхӗнчен фронта тухса кайнӑ ентешӗсенчен чылайӑшӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче хӑйне шеллемесӗр тӑшманпа ҫапӑҫнӑ, нумайӑшне каялла чӗррӗн-сыввӑн таврӑнма пӳрмен. Ҫӗмӗртлӗх Чемейсем вара хӑйсен ялӗнчи Борис Васильев подполковник-летчик Совет Союзӗн Геройӗн ятне тивӗҫнипе мухтанаҫҫӗ. Борис Михайлович Ҫӗнтерӗве Берлин тӳпинче кӗтсе илнӗ.

Гербпа ялава Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх геральдика реестрне кӗртнӗ, Ярославка ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Ярославкӑсем — Муркаш районӗнчи ялавлӑ тата герблӑ ял тӑрӑхӗсенчен пӗрремӗш.

А. СТЕПНОВ.
Хыпар. — 2012. — Авӑн, 22 (№ 183-184 №№).
 
 

 

Разделы: