Ят пĕлтерĕшĕ пысăк

Хальхи вӑхӑтра тин ҫуралнӑ ачана ят парасси питӗ ансат. Елӗк вара, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрлӗ йӗркене пӑхӑннӑ. Ку йӑла пирки тӗплӗнрех каласа кӑтартсамӑр.

В. САМОЙЛОВ.
Шупашкар районӗ.

Чӑвашсем ҫын шӑпи ятран килнине вӑйлӑ ӗненнӗ. Антропоними темиҫе пин чӑваш ятне шута илнӗ. Тин ҫуралнӑ ачана май килнӗ таран хӑвӑртрах ят хума тӑрӑшнӑ. Эсрел маларах ӗлкӗрсе унӑн чунне туртса илесрен шикленнӗ.

Темиҫе тӗрлӗ йӗркепе ят хунӑ. Пӗрремӗшӗ: эпи карчӑк ачана шыва кӗртнӗ чухне хӑлхинчен тӗрлӗ ят пӑшӑлтатнӑ. Хӑшне каланӑ чухне пепке сас панӑ — ҫавна суйласа илнӗ. Иккӗмӗшӗ: ывӑл е хӗр пулнине пӗлтерсен

ашшӗ урама тухнӑ. Вӑл вара пӗчӗк чуна пӗрремӗш тӗл пулнӑ ҫын ятне панӑ. Виҫҫӗмӗшӗ: ачисем ҫуралсанах вилекен ҫемьесенче эпи карчӑк пепкене картишне илсе тухса йытта ҫуллаттарнӑ. Хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшӗ ӑна чӳречерен «туяннӑ», Ҫӳппи, Туппи т. ыт. ят хунӑ. Тӑваттӑмӗшӗ: ашшӗ-амӑшӗ хӑйсене ҫывӑх ҫын-

семпе канашласа пепки валли ҫураличченех ят суйланӑ. Арҫын ачасене ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ тӑванӗсен ятне панӑ. Ҫакӑ ӑрӑва малалла тӑсма пулӑшать тесе шухӑшланӑ. Пур тӗслӗхре те ята ача яшки ҫинӗ вӑхӑтра ыттисене пӗлтернӗ, ҫапла майпа ӑна ача ҫумне ҫирӗплетнӗ.

Христос тӗнне йышӑнсан чӑвашсем тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑн ят панӑ. Ҫав вӑхӑтрах авалхи йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн хунипе те чылай вӑхӑт усӑ курнӑ.

Хыпар. — 2012. — Авӑн, 22 (№ 183-184 №№)

 

Разделы: