Йĕрĕх Çырмин уявĕ

Тӳре-шарасенчен уявра Сӗнтервӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю. Ф. Моисеев, Сӗнтӗрвӑрри районӗн социаллӑ аталанупа культура пай начальникӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Л. А. Шалахманова, Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С. Г. Григорьев сӑмах тухса каларӗҫ.

Каласа хӑварас пулать — уява Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн «Культурӑна тата вулавӑшпа тивӗҫтернине аталантаракан центр» МБКУ ӗҫтешӗсемпе вырӑнти депутат Николаева И. М. йӗркеленӗ. Ӗнер, ҫурлан 14-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Йӗрӗх Ҫырми ял уявӗ иртрӗ.

Ял варринче ларакан кивӗ клуб умне халӑх иртенпех пухӑнчӗ. Пушӑ алӑпа тухмарӗҫ тата — кам хут купӑс йӑтнӑ, кам кукӑль тавраш. Йӗрӗх Ҫырми пысӑках мар ял — пурӗ те пӗр урам, 80 ҫын патнелле кунта пурӑнать. Пӗчӗк пулин те уяв программи пысӑк пулчӗ — Ҫӗрпӳ-Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ хӗрринче ларакан яла Людмила Семёновӑпа Алексей Московский эстрада ҫӑлтӑрӗсем тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ арисчӗ Александр Васильев ҫитрӗҫ.

Тӳре-шарасенчен уявра Сӗнтервӑрри районӗн администраци пуҫлӑхӗ Ю. Ф. Моисеев, Сӗнтӗрвӑрри районӗн социаллӑ аталанупа культура пай начальникӗн ӗҫне пурнӑҫлакан Л. А. Шалахманова, Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ С. Г. Григорьев сӑмах тухса каларӗҫ.

Каласа хӑварас пулать — уява Урхас Кушкӑ ял тӑрӑхӗн «Культурӑна тата вулавӑшпа тивӗҫтернине аталантаракан центр» МБКУ ӗҫтешӗсемпе вырӑнти депутат Николаева И. М. йӗркеленӗ.

Ҫӑлкуҫсем: http://chuvash.org/news/2285.html
http://gov.cap.ru/list4/news/rec.aspx?id=1457743