ЮПА – 2014

2014 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Шупашкарти Владимир Алмантай ертсе пыракан «Сувар» фонд Тутарстан Республикинчи Пÿлер таврашĕнчи Валем хуçа çăлĕ патне Юпа лартнă. Çак мероприятие çÿлерех асăннă тĕпчев фончĕ, К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕсен фончĕ пуçарнă. Чăваш Республикин «Культура еткерлĕхĕн управĕн патшалăх центрĕ» пулăшу панă.

Палăк проекчĕ çинчен

Шупашкарти «Сувар» çамрăксен пĕрлешĕвĕ сăвар-пăлхар халăхĕсем пурăннă вырăнсенче çÿренĕ чух пĕр тĕле ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ, скульптор Федор Мадуров юманран хатĕрленĕ асăну юпине лартнăччĕ. Унтанпа 20 çул иртрĕ. Аслисенчен эстафетăна пултарулăх ушкăнĕ йышăннă: ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Юрий Ювенальев, РФ тата ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Владимир Нагорнов тата Владислав Николаев, Леонид Николаев (Арслан) ÿнерçĕ. Леонид Николаев ертсе пынипе Чăваш Республикинчи Вăрмар районĕнчи йывăç каскалассипе ăстасем çĕнĕ палăк тунă. Ку ĕçе «Сувар» фондпа тата К. В. Иванов ячĕллĕ историпе культура тĕпчевĕн фончĕпе килĕштерсе ĕçленĕ. Çĕнĕ палăкăн тĕпне хурçăран тунă, ун çине юман юпа лартнă. Икĕ пăхăр татăкĕ çине: «Суварсем, пехиле тивĕçлĕ пулар! Валем хуçа» тата «Çÿлти Турă тата атте-анне — ман Турă. Ваттисен сăмахĕ», — тесе çырса çакнă...

(Малаллине хаçатра тата электронлă подпискăра вулама пулать.)

Тимĕр АКТАШ.
Шупашкар — Пÿлер — Шупашкар.
Сувар. - 40 (1082) №. - 2014 ç. юпа 10.