Юпа уйăхĕ

Авалхи чăваш календарĕнче юпа уйăхĕ хальхи ноябрь тĕлнелле тулса каçхи тÿпене шуса тухнă. Каярахпа, вырăссем урлă чăваш хушшинче юлиан календарĕ сарăлсан, вăл октябрь уйăхĕ çине куçнă. Анчах та А. Ф. Риттих, А. А. Фукс, В. Н. Татищев, В. П. Вишневский, В. А. Сбоев, Н. И. Золотницкий ĕçĕсенче юпа уйăхĕ вырăс календарĕнчи ноябрь уйăхĕпе танлашса тăрать.

Авалхи чăвашсем пĕр çулталăка икĕ çулăн курнă, çавăнпа вĕсем: «Хĕвел уйăхĕ — улт уйăх, çу уйăхĕ — çич уйăх» — тесе юрланă. Ĕлĕк-авал кĕркуннепе хĕле хăйне пĕр çулталăк, çуркуннепе çуллана — хăйне тепĕр çулталăк шутланă. Çавăнпа чăвашсем çулталăк хушшинче икĕ Çĕнĕ çул уявланă. Çуркуннехи Çĕнĕ çула кун таврăнсан шутлама тытăннă, ăна «мăн кун» тенĕ. Кĕрхи Çĕнĕ çул вара кĕркунне кунпа çĕр танлашнă вăхăта килнĕ. Çуркунне пуçланнă Çĕнĕ çул кĕр çитсен ватăлать тесе шухăшланă пирĕн несĕлсем. Çавăнпа вĕсем кĕркунне ваттисене «чăн çĕре ăсатса янă», юпа уявланă. Юпасем ирттерсен вара кĕрхи Çĕнĕ çул пуçланнă ятпа чÿклемене ларнă.

Çулталăк пуçламăшĕнче тăракан кăрлачпа нарăс уйăхĕсем çамрăк ача-пăчана аса илтернĕ, çавăнпа вĕсем ытларах çамрăк-кĕрĕм вăййисен хушшинче иртнĕ. Çу уйăхĕсем çула çитнĕ яш-кĕрĕмĕн курăннă, ку вăхăтра ял-ял çийĕн каччăсемпе хĕрсен юрри-ташши илтĕнсе тăнă. Çурлапа авăн уйăхĕсем вăй питти çыннăн курăннă, уйăхĕсем те вара ытларах ĕçпе хĕл хушшинче иртнĕ. Юпапа чÿк уйăхĕсем ватта сулăннă йăх пуçĕсене аса илтернĕ, кĕр енне кайсан ваттисен йăли-йĕрки пуçланнă. Çапла çаврăнса пынă чăваш çулталăкĕ: яшшисен хăйсен вăхăчĕ, ваттисен — хăйсен.

Ватта сума сăвасси чăваш хушшинче мĕн авалтан пысăк хисепре пулнă. Юпа уйăхĕн малаллахи тăхринче çут çанталăк тĕнĕпе пурăннă чăвашсем ваттисене асăннă. Çулталăк хушшинче чипер çаврăнса тухмалăхне, тырра-пулла, выльăх-чĕрлĕхе алăран чипер ярса алла чипер çавăрса илмелĕхне панăшăн çут тĕнчерен леш тĕнчене кайнă ăру пуçĕсене хăналăха чĕнсе килсе тав тунă.

Чăвашсем ĕненнĕ тăрăх — çулталăк хутлăхĕнче вилнĕ çынсем юпа уйăхĕ çитиччен ку тĕнчерех, чĕррисен хушшинчех пурăннă. Çавăнпа та виле пытарнă чухне вил тăпри çине парнелĕх-саламлăх тĕрĕллĕ сĕлкĕ çыхса хăварнă. Юпа уйăхĕ çитсен тин вил тăпри çине юпа кайса лартнă. Çакă вара канăçлăх тупнă хурăнташăмăр пирĕн хушăмăртан яланлăхах чăн çĕре уйрăлса кайнине пĕлтернĕ.

Красноармейски районĕнчи Яманакра тупнă авалхи хĕвел календарĕн кĕр-хĕл хăми çинче авăн уйăхĕ хыççăн шалча уйăхĕ тăрать, ăна юпа палли картса кăтартнă. Хăш-пĕр çĕрте чăвашсем юпа уйăхĕпе чÿк уйăхне пăтраштарнине шута илмесен — чăвашсем ноябрь уйăхне пур çĕрте те юпа уйăхĕ теççĕ. Çав хăех уйăх ячĕ ĕлĕкех çирĕпленсе çитнине кăтартать. Юпа сăмах сахалтан та пин çула яхăн авал пăлхар-чăваш чĕлхинчен удмурт чĕлхине кĕрсе юлнă.

Юпа уйăхĕнче ку тĕнчере хăйсен ĕçне вĕçленĕ çынсем яланлăхах леш тĕнчене кайса çăтмахра, «сĕтлĕ кÿлĕре» канăçлăх тупнă. Чĕррисен вара çылăхлă та сăваплă çак çĕр çинче вĕсем пуçласа хăварнă ĕçе малалла тăсмалла пулнă. Ырă пирĕштисем пурнăç кĕнчелине малалла авăрланă. Пурнăç çиппи татăлман, пурнăç шав малалла кайнă.

... Мĕншĕн-ха октябрь уйăхне пирĕн таврара ЮПА уйăхĕ теççĕ?

Ĕлĕк-авалхи йăлапа тĕне кĕмен чăвашсем акă мĕн пирки калаççĕ. Çак уйăхăн юлашки эрнинче чăвашсем кам аслăрах, çавăн патне пухăнаççĕ, юпа кунне ирттереççĕ. Эппин, ваттисене асăнаççĕ. Ку йăлтах пĕр кун хушшинче пулса иртет. Çав кун вил тăприсем çинче кивĕ юпасем вырăнне çĕннисене лартаççĕ, тирпей-илем кÿреççĕ, юпа çумне апат-çимĕç таткаласа хураççĕ, сăрапа пиллештереççĕ.

Николай Егоров.

Хыпар. — 2012. — Юпа, 23 (202 №).