Йыхрав

Чӑваш Республикин наци библиотеки
Авалхи сувар-пулкар халӑхӗн историйӗпе культурине тӗпчекен «Сувар» фонд
Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ

Хисеплӗ сайт вулавҫӑсем!

Сире «Сувар-пулкар культури» ярӑмри кӗнеке-альбомсен хӑтлавне чӗнетпӗр.

Программӑра:

Владимир Алмантайӑн «Сувар-пулкар культури: авалхи ятсем тата вӗсен пӗлтерӗшӗ» кӗнеки-альбомӗпе паллаштарни.

Юрий Ювенальевпа Сергей Ювенальевӑн «Сувар-пулкар культури: ҫапӑҫу хатӗрӗсем пулса кайни» кӗнеки-альбомӗпе паллаштарни.

Хӑтлав 2015 ҫулти юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче 16 сехетре пуҫланать.

Вырнаҫнӑ вырӑнӗ: Шупашкар хули, Ленин урамӗ, 15-мӗш ҫурт.

Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 23-02-17 (144)

Сыпăксем: