Алексей Леонтьев

Çĕнĕ чĕлхе саккунĕ кирлĕ

ЮНЕСКО эксперчĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, çитес 50 çулта Раççейре 136 чĕлхе (çав шутра чăваш чĕлхи те) пĕтес хăрушлăхра. Çĕршывра чи йышлăн пурăнакан 10 халăх йышне кĕрекен чăвашсем малашне хăй чĕлхине манаççĕ текен шухăшпа пĕрре те килĕшес килмест. Çавах та юлашки çырав пĕтĕмлетĕвĕсем чăнах та савăнтармаççĕ. Регионсенче 2002 çулпа танлаштарсан, чăвашсен шучĕ 10-шар пине чакрĕ. Чăваш Енре хăйĕнче те чăваш тесе çыртаракансен йышĕ 74,5 пин çынна сахалланчĕ. Апрелĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче шăпах чăваш чĕлхипе культурине упраса аталантарас ыйтăва Правительство представителĕсем, чăваш интеллигенцийĕ, чĕлхеçĕсем, массăллă хыпар хатĕрĕсен ĕçченĕсем, тăван чĕлхен шăпишĕн пăшăрханакан тата ытти çынсем çавра сĕтелте сÿтсе яврĕç.

Subscribe to RSS - Алексей Леонтьев