Кив масар

Аваллăхсăр малашлăх çук

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕçыр ялĕ çумĕнчи Кив масар вырăнĕнче çĕнĕрен вырнаçтарнă XVII-XVIII ĕмĕрсенчи сăвар-пăлхар палăкĕсене савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Маларах Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕ, К.Иванов ячĕллĕ историпе культурологи тĕпчевĕсен фончĕ тата «Сувар» фонд Кив масар вырăнĕнче авалхи палăксене вырнаçтарас тĕлĕшпе пысăк ĕç туса ирттернĕ.

Юпа — ас тăвăм уйăхĕ

Ял-йыш кăмăллă.Юпа уйăхĕ несĕлĕмĕрсемшĕн сăваплă шутланнă. Урăх тĕнчене ăсаннă чи çывăх çыннисен вил тăприсене тасатса тирпейленĕ, ун çине лартнă вăхăтлăх паллăсене юпасемпе улăштарнă.

Мĕншĕн аса илтĕм-ха çакăн пирки? Унашкалли халĕ пулас çук, эпир текех тĕрлĕ турра ĕненекенсем мар — тейĕç вулавçăсем.

Subscribe to RSS - Кив масар