Чăваш халахĕ аслă Сталин патне яна çыру

Чӑваш халахӗ аслӑ Сталин патне яна ҫыру. — Шупашкар: Чувашгиз, 1937.

Письмо подписали 239 342 человека.
Ответственный по выпуску П. И. Иванов.
Письмо составлено коллективом чувашских советских поэтов и писателей.
На русский язык письмо перевели поэты: Александр Жаров и Джек Алтаузен.

Содержание

  • Чӑваш халахӗ аслӑ Сталин патне яна ҫыру — 3
  • Письмо чувашского народа великому Сталину — 25

 

Тата вулӑр

 


 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Ҫут хӗвелӗмӗр! Пиртен

Йышӑнсам ҫак ҫырӑва эс —

Пур чӑваш халӑхӗнчен.

 

Сан ятна савса ҫыраҫҫӗ

Ана пирӗн сӑвӑҫсем.

Сан ҫуттупала ҫӗкленчӗҫ,

Ҫунатланчӗҫӗ вӗсем.

 

Юрӑсем ҫӳле ҫӗкленччӗр,

Вӗҫчӗр ӑмӑрт-кайӑк пек!

Тутарпа пире тус турӑн,

Грузинпа та таджикпе.

 

Эс хӗвел кӗртсе ҫутатрӑн

Пирӗн сӗм чӑтлӑхсене.

Эс тӑван туса тыттартӑн

Алла-ал халӑхсене.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Ҫут хӗвелӗмӗр, тавах:

Вырӑс халӑх чапӗпе ес

Ҫутрӑн пирӗн мухтава.

 

Вырӑс халӑхӗ хӑватлӑн

Вӑй парса тӑчӗ ялан:

Пире те ҫунат сармашкӑн

Пур халӑхсемпе пӗртан,

 

Амӑрт-кайӑкла вӗҫмешкӗн

Сенкер пӗлӗт айӗнче,

Юнашар тӑрса ӳсмешкӗн

Халӑхсемӗр йышӗнче;

 

Шупашкар та ҫӗн Мускавӑн

Тусӗ пултӑрччӗ, тесе, —

Вырӑс халӑхӗ кӗрешнӗ

Пултарулӑн тимлесе.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Ҫут хӗвелӗмӗр! Пире

Эс савса ҫырса пилленӗ

Аслӑ Конституцире —

 

Унта пирӗн ӗмӗр кӗтнӗ,

Пиҫсе ҫитнӗ ӗмӗтсем.

Ылттӑн хучӗ, телей хучӗ,

Теҫҫӗ ӑна чӑвашсем,

 

Союзри Саккун пулса та,

Чӑвашри Саккун пулса —

Ялкӑшса ҫиҫсе тӑрать вӑл

Ленин ҫулӑмпе ҫунса.

 

Ӑна эсӗ ҫитӗнтернӗ

Аслӑ Совет ҫӗрӗнче.

Ӑна эпир ҫӗнсе илнӗ

Юнлӑ ҫапӑҫусенче.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Чӑвашсен ҫӗршывӗнче

Юрӑсем янраҫҫе ирӗк

Хавас пурӑнӑҫ ҫинчен.

 

Юрӑсем ҫӳле ҫеклеҫҫӗ

Санӑн ялав пек ятна.

Уҫҫӑн янраса веҫеҫҫӗ,

Аслӑ СТАЛИН, сан патна!

 

* * *

 

«Историсӗр халӑх» тенӗ

Пирӗн пек халӑхсене.

Тискер кайӑк пек йӗрленӗ

Пире ӗмӗр-ӗмӗрне.

 

Чӗрене тытса вулатпӑр

Иртнӗ кун кӗнекинче

Ӗмӗрсем хушши таптаннӑ

Халӑх пурнӑҫӗ ҫинчен.

[3]

--------------

Есӗ уҫнӑ кӗнекемӗр

Сарӑлса выртать умра:

Тискер кайӑк мар мӗн эпир,

Историйӗмӗр пурах.

 

Анчах ҫук унта хаваслӑх,

Кӗнекемӗр пит кичем;

Юнпа шӳне, хурлӑ халӑх

Юнӗпе ун листисем.

 

* * *

 

Ҫаврӑнса пӑхма хӑрушӑ...

Кам пире лутӑркаман?!

Азипе Европшӑн хушӑк

Пулнӑ эпир авалтан.

 

Гунсенчен варахҫке Атӑл

Юнпа хутӑш хумханать;

Хӑва мар вӑл, хӑрӑк шӑмӑ

Сырса илнӗ ҫырана.

 

Чингисхан пире туланӑ

Ҫеҫенхир уртисемпе;

Ҫунтарса, хӑртса юланӑн

Вӗҫсе иртнӗ ҫиҫӗм пек.

 

Хум хума хыпар ҫитернӗ,

Ваттисем — ҫамрӑксене:

Тамерлан килсе пӗтернӗ

Пирӗн лӑпкӑ ялсене;

 

Хуласем ҫунса кӗлленнӗ,

Юлнӑ халӑх ҫаралса;

Вилепе тулса пӗвеннӗ

Чулман-Атӑл1, Ҫарӑмсан.

 

Ҫурҫӗртен анса кӗрешнӗ

Пирӗнпе ушкуйниксем;

Арабсем чейен ҫӳренӗ

Мӑхамет тӗнне сӗнсе.

 

Ӗмӗртен: каханӗ, ханӗ,

Княҫ, мӑрса, тӳре-шара

Пире Новгӑрӑдра сутнӑ

Пире сутнӑ Багдадра.

 

Ҫичҫӗр ҫул асап та хурлӑх

Аснӑ пирӗн пуҫ ҫинче.

Тӳсме ҫук ик хут чуралӑх

Пуснӑ ҫӗнӗ ӗмӗрччен.

 

Пӗрре мар хӗретнӗ эпир

Ҫӗре хамӑр юнпала.

Пулхӑртан варах ҫӗклетпӗр

Хамӑр ирӗкшӗн ялав.

 

Пӗрре мар чӑваш ҫӗнтернӗ

Хаяр «ҫичӗ ютсене».

Анчах хӑй ҫинчен вӑл пурпӗр

Сиреймен чуралӑхне;

 

Ҫавҫавах пырса тустарнӑ

Пурлӑ-ҫуклӑ ҫуртсене;

Ҫавҫавах ясак2 турттарнӑ

Хансене, тӑрӑнсене...

 

Акӑ Атӑл тӑрӑх аннӑ

Ҫӗмӗрсе Хаяр Иван.3

Хуласем, ялсем арканнӑ,

Ҫуннӑ, тарнӑ ҫырантан.

 

Кимӗсем шӑтса йӑваннӑ,

Путнӑ мирлӗ пулӑҫсем.

Хӑвӑлсем4 турпас пек ваннӑ,

Тӑшман урнӑ пыл ӗҫсе —

 

Вӑл ҫӳренӗ аскӑн, ӳсӗр.

Вилӗм акнӑ ҫӗмренсем.

Вӑрманта саланчӑк, хӳтсӗр

Марта вӗҫнӗ сӗрлесе.

 

А улпут таврашӗ пирӗн,

Ӗмӗрхи йӑлапалан,

Шур патша умне тирпейлӗн

Тухнӑ чаплӑ тумпалан.

 

Патшана симпыл ӗҫтернӗ,

Халаланӑ сар хӗрсем.

Хусана илес ҫӗрте мӗн

Пулӑшма пулнӑ хӗрсе.

 

1 Камӑ.

2 Хырҫӑ.

3 1551—1552 ҫ.ҫ.

4 Вӑрман пылхурчӗ йӑвисем.

[4]

--------------

 

Сахйан атӑ, симӗс атӑ,

Кӗмӗллене йӑрана1

Улталанӑ сахал мар-тӑр

Ҫӑпаталӑ урана.

 

Ахах тирнӗ хӑнтӑр ҫӗлӗк,

Ӗнчӗ куҫлӑ шур пушмак

Пусмӑрҫа вӗсем пӗр ҫиллӗ,

Пӗр усал сӑмах хушман.

 

Вара хамӑр ҫӗрте хамӑр

Эпир пулнӑ чурасем.

Ҫӗршыва хупланӑ тыткӑн,

Аснӑ, урнӑ хурахсем.

 

Ясаксем виҫ хут хӑпарна.

Пире хамӑр алӑпа

Крепӗҫсем туса ларттарнӑ

Хамӑра пӑчӑртама.

 

Етӗрне, Чикме, Улатӑр,

Кӑрмӑш, Тетӗҫ, Шупашкар —

Касамат пек пур хула та,

Пур ҫӗрте те каскӑн ҫар.

 

Уйсене ак тӑпӑлтарнӑ

Улпутсем, мӑнастырсем.

Чунсене те сӑнчӑрланӑ

Хӗрессем ҫине тирсе.

 

Халиччен сыхланнӑ юрӑ:

«Йӑлӑмра — шыв-хум сасси,

Ку енче — тӳсме ҫук хурлӑх,

Чан сасси те пуп сасси»...

 

Ак ҫакна кура тапраннӑ

Улталаннӑ чӑвашсем.

Сӑр, Сӗве, Ҫавал хуранӑн

Вӗресе тӑнӑ сиксе.

 

Эпир халӗ асӑнатпӑр

Янчура утамана;

Алек-паттӑр2 вӑрҫнӑ харсӑр,

Сехӗрлетнӗ Ивана.

 

Атӑл тӑвӑллӑн хумханнӑ,

Вӑрмансем шавланӑ тек.

Пинӗн-пинӗн ҫар тӑратнӑ

Хастар чунлӑ Ахметтек.3

 

Анчах мӗн вӑл сан ҫӗмренӗ

Шереметйӗв туппине!

Пире ҫӗмӗрнӗ, ҫӗнтернӗ,

Лутӑрканӑ ут айне.

 

Ениккейӗн ячӗ юлчӗ,

Ассенчех пурнат Елппай...

Халь вӗсен ятне чӗртетпӗр

Сӑвӑпа та юрӑпа.

 

* * *

 

Ҫӗр мунча пек пӑчӑ пурнӑҫ

Хӗсӗнет хӗсӗннӗҫем.

Чӑл та пар тарса пытаннӑ

Сехри хӑпнӑ этемсем.

 

Вӑрманкас, Ҫатра, Паланлӑ,

Ҫырмапуҫ та Упавар —

Ҫак ялсен ятне хӑварнӑ

Пире ырӑ пурнӑҫ мар.

 

Чӑнласах упа йӗнни пек

Хура пӳрт ӑшӗ тӗттӗм:

Курӑнмасть хӑмпӑ тӗнни те, —

Явӑнать кӑвак тӗтӗм.

 

Ҫухапуҫӑн ҫук ним тухӑҫ,

Пӗр пус та кӗрет хӗнпе.

Ваттисем каларӗш: пурнӑҫ —

Йӗппе пусӑ алтнӑ пек.

 

Пуянсен ҫӑкри те йӳҫӗ;

Тарҫа лекрӗн — ӗмӗрлӗх.

Ҫӗтӗк-ҫатӑкӑн ҫи-пуҫӗ

Ҫурӑлать йыт вӗрнипех.4

 

Ак тӑса-тӑса хураҫҫӗ

Чухӑна хурал пӳртне;

Ҫараҫанлӑн ҫунтараҫҫӗ

Чӗрӗллех сӗвеҫ ӳтне.

 

1 Йӗнер пускӑҫӗ.

2 Иван патша ҫарне хирӗҫ кӗрешнӗ чӑвашсен пуҫлӑхӗсем.

3 Шереметйӗв княҫ ҫарне хирӗҫ кӗрешнӗ халӑх пуҫлӑхӗсенчен пӗри.

4 Халӑх халапӗ.

[5]

--------------

Вӑрмана час-час янратнӑ

Шӑнкӑрав сассийӗсем:

Пристӑвпа тиек кустарнӑ

Хырӑҫ-марӑҫ тиесе.

 

Кучченеҫ шаккать тӑлмачӗ;

Куштансем, усламҫӑсем

Ашкӑнаҫҫӗ, мӑшкӑлаҫҫӗ

Ял хевти хавшаннӑҫем.

 

Ҫаралать ҫӗршыв кунран кун...

Таврари сӗм вӑрманта

Ши те ши шӑхрать ак таркӑн,

Ҫӗн хавха вӑл вӑратать.

 

* * *

 

Кам каланӑ — аслӑ Атӑл

Типсе хухӑнӗ, тесе?

Кам шанасшӑн халӑх-паттӑр

Ӗмӗрех пуҫ пӗкессе?

 

Кам каланӑ — Алтӑр-Ҫӑлтӑр

Сӳнсе ӳпӗнӗ, тесе?

Кам шанмасть ҫӑралӑ сӑнчӑр

Ункӑн-ункӑн сӳтлессе?

 

Шӑпи тулӗ! Халӑх пирӗн

Чура чунлӑ ҫуралман.

Ак хӑпарнӑ шыва хирӗҫ

Аслӑ Раҫӑн утаман!1

 

Тепӗр хут хумсем ҫӗклеҫҫӗ

Чӗррӗн пирӗн ятсене.

Халь, пире аса килеҫҫӗ

Пихтемей те Аттеней.

 

Воеводӑсен хаярӗ,

Улпутсен сехре хӑппи —

Ҫӗкленет Тутимӗр ҫарӗн

Йывӑҫран тунӑ туппи.

 

Ҫӗкленеҫ вӗсем тем чухлӗн:

Ессаул маттур Емай,

Иселпей, Искей Пайтулӗ...

Чӗннӗ паттӑр ҫапӑҫма.

 

Иӳҫсе ҫитнӗ аслӑ ҫилӗ

Тепӗр хут силлет ҫӗре...

Анчах витӗмлӗ те вирлӗ

Долгорукӑвӑн етре.2

 

Тепӗр хут пире кӗлернӗ

Ашайми юн сӗлтӗше...

Атӑл шывӗ чӗр пӗверрӗн

Выртнӑ йӑмӑх тӗлкӗшсе.

 

* * *

 

Ӗмӗрхи лаштра юманлӑх,

Хырлӑхсем йӗри-тавра

Тахӑш те пӗр хапсӑнмалӑх

Ӳснӗ пирӗн ҫӗршывра.

 

Тӑрана пӗлми ӑмсанчӑк

Улпутсемшӗн Европа

Аслӑ Петӗр каснӑ кантӑк

Сӑмалалӑ пуртӑпа.

 

Ак хирме пуҫлаҫҫӗ пирӗн

Куҫ курми сӗм вӑрмана,

Лашман3 ҫулӗ урлӑн-пирлӗн

Хывӑнса такӑрланать.

 

Ялӗ-ялӗпе хӑваҫҫӗ

Халӑха вӑрман ӗҫне,

Чӑвашсем карап тӑваҫҫӗ

Леҫме Балти тинӗсне.

 

Улӑп пӗвӗ пек кӗрешӗ

Шар ҫурса персе анать

Те юрлаҫҫӗ, те йӗреҫҫӗ —

Ян яраҫҫӗ таврана:

 

«Эх, вушар иккен юманӗ!

Хушӑнмасть пӑчӑк кӗрпи.

Вӑрманах выртса юлам-и?

Ют ҫӗрте эп ҫӗрӗп-и?

 

1 1670 ҫ.

2 1670—71 ҫ.ҫ. Чӑваш ҫӗршывӗнчи пӑлхава пусарма янӑ ҫарӑн пуҫлӑхӗ Долгорукӑв княҫ пулнӑ.

3 Карапсем тума вӑрман касакансемпе турттаракансене (17-мӗш ӗмӗрпе 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗ хушшинче) ҫапла ят панӑ.

[6]

--------------

 

Пӗрене чутлатпӑр, тетпӗр,

Шӑрататпӑр сӑмала:

Чӗрене чӗлетпӗр эпир,

Вӗрететпӗр кӑмӑла.

 

Сӑрхӑнать юман сӗткенӗ

Хуппи айӗн ҫӳлеле.

Лашман ҫурӑмӗ вистеннӗ

Саламат вӗҫӗпеле.

 

Сирпӗнет юман турпасӗ

Ах, атьсемӗр, аякка!

Хӑҫан ҫӳрӗп эп — сунарҫӑ —

Ирӗк пуҫҫӑн кайӑка?

 

Ыткӑнать, витместҫке савӑл

Шӑнса кайнӑ каскана.

Ыткӑнас та ҫапӑнас вӑл

Этем мурӗ патшана!..»

 

А лере, сивлек тӗтрелӗ

Балти шывӗ хӗрринче,

Тепӗр юрӑ кӗвӗленнӗ

Чура халӑх чӗринче:

 

«Ҫил ҫӗкленчӗ, ҫил лӑпланчӗ,

Хум ҫапать те хум чакать.

Ӑҫта юлнӑ пирӗн шанчӑк?

Кам вӑрланӑ шанчӑка?

 

Шурлӑхра эпир пӗтетпӗр,

Чӗркуҫҫи таран шывра.

Хутлӑ-хутлӑ ҫурт ҫӗклетпӗр

Чултан марҫке — шӑмӑран.

 

Анчах ҫитӗ вӑхӑт, харӑс

Эпир тухӑпӑр пӗрре —

Чӑваш, пушкӑрт, мӑкшӑ, вырӑс —

Хамӑр тунӑ Питӗре.

 

Эпир тӑрӑпӑр хаяррӑн,

Хӑтараймӗ йӑлӑну:

Эс нумай пире таптарӑн,

Чаплӑ пӑхӑр юланут!1

 

Пирӗн урлӑ эс сиктертӗн

Лашуна ҫӗн ӗмӗре.

Ҫав-ҫавах туртса илмешкӗн

Тивӗҫ эпир чӗлпӗре!..»

 

Ҫакнашкал юнавлӑ юрӑ,

Паттӑр шухӑш ҫӗклесе,

Хир-хир урлӑ, вӑрман урлӑ

Ялсене кӗнӗ вӗҫсе.

 

Аслӑ Петӗр ҫавна сиснӗ,

Илтнӗ тейӗн ҫав юрра:

Пӑшал, пуртӑ, ҫӗҫӗ, сенӗк

Тыттарман вӑл Чӑвашра.2

 

Улпутсем пиртен хӑранӑ,

Пире тимӗр суттарман.

Тимӗрҫӗсене кӑларнӑ,

Хӑваланӑ пур ялтан...

 

Юмахра авал юптарнӑ

Фенӗкс кайӑк евӗрлӗ —

Миҫе хут пире ҫунтарнӑ,

Миҫе эпир чӗрӗлнӗ!

 

Пире кӗл туса хӑварнӑ,

Танлаштарнӑ ҫӗрпелен.

Хӗлхем ҫеҫ тивет — кӑваррӑн

Ялкӑшатпӑр ҫӗнӗрен.

 

Эпир — Атӑлӑн хӑравсӑр

Ӗмӗрхи пӑлхавҫисем —

Эпир кар сиксе тӑрайнӑ

Пӗр йыхрав кӑна ҫитсен.

 

Ак тепре Раҫҫей кисреннӗ

Кӗтерин патша ҫивти

Тӗпӗнчен — ялти тиекӗн

Хур шӑмми вӗҫне ҫити.

 

Ейӗк шывӗ ейӳ кайнӑ,

Атӑл тухнӑ ҫырантан

Емелйан — маттур Иванӑч —

Пӑкачав хумхатнӑран3

 

1 Пӑхӑр юланут (медный всадник) – I-мӗш Петӗр ятне лартнӑ памӗтнӗк.

2 Ҫак указа I-мӗш Петӗр 1697 ҫ. кӑларнӑ.

3 1774 ҫ.

[7]

--------------

 

— Утаманӑмӑр! тыт халӗ

Йӗкӗр сарӑ алтӑра.

Чӑваш халӑх чунхавалӗ

Иксӗлми вӑй пултӑрах!

 

— Утаманӑмӑр! ҫырт халӗ

Пирӗн ҫӑкӑр-тӑвара.

Тӑшману сан — чӑваш ялӗн

Тӑшманех вӑл, тавӑрар!..

 

Ак вӗҫсе туха пуҫларӗ

Кунсерен «хӗрлӗ автан».

Улпутсен паҫмин пушарӗ

Курӑнать таҫтан-таҫтан.

 

Хыпӑнать Айтар1 килҫурчӗ

Арпаланчӗ кив капан.

Харампырӑн шалҫи тулӗ

Тулма тивӗҫлӗ таран.

 

Чиркӳсем чӑлпар саланнӑ;

Пайтах пуп таврашсене

Типшарпа ҫакса сулланӑ

Хӑйсен хапхисем ҫине...

 

Улпутсем хыт йӑлӑнаҫҫе:

Иккӗмӗш Кӗтеринтен

Хӗҫпӑшаллӑ ҫӗнӗ тарҫӑ

Тилмӗреҫҫӗ Питӗртен.

 

Пинӗн-пинӗн сӑнчӑрланӑ,

Каснӑ пирӗн чӗлхене,

Сӑмсана ҫурса кӑларнӑ,

Ҫӑлса илнӗ чӗрнене.

 

Хамӑра ӗмӗр ҫаратнӑ

Тӳресем пире ҫакса

Сулӑпа юхтарса янӑ,

Вӑрӑсем тесе ҫырса.

 

— Утаманӑмӑр, хур пултӑн

Михельсонӑн2 ҫарӗнчен.

Анчах пурӗпӗр улпутӑн

Вӑрлӑх пӗтӗ ҫӗр ҫинче.

 

Вӗсем вуннӑн, эпир — ҫӗрӗн,

Вӗсем пин, эпир — мӗлйун!

Каллах кар тӑрӑпӑр чӗррӗн,

Сая каймӗ тӑкнӑ юн.

 

Ак каллах Сӑкӑт Ваҫлейӗ,3

Хӑлхине касӗҫин те,

Ҫӗн йыхрав илтсе вӗҫлейӗ

Ӗмӗтленнӗ ӗмӗте.

 

Ҫав вунҫич ҫулхи хастарӑн

Чунхавалӗ малашне

Вӗрилетӗ шӗл кӑваррӑн

Хӑлат куҫлӑ яшсене.

 

Ак тепре, хӗн-хур амакӗ

Пуснӑҫемӗн ҫурӑмран,

Тапса сикӗ урхамахӗ

Утаманӑн — Ваҫанкан!3

 

* * *

 

Халлӗхе ҫӑхан ҫунатлӑн

Карӑнать сӗм тӗттӗм каҫ.

Пире пурте пӗр каварлӑн

Хупӑрланӑ та сӑхаҫ.

 

Пуянсем тӗне кӗреҫҫӗ

Ҫӗршӗн, шывшӑн сутӑнса,

Ял-йыша ирӗксӗрлеҫҫӗ,

Салтаксем ҫӳреҫ урса:

 

Кӳпчекпе ҫапса ватаҫҫӗ

Ҫӳпҫесен тӗпӗсене;

Манахсем тӑпӑлтараҫҫӗ

Ывӑҫа мӗн лекнине:

 

Шӳлкеме, хушпу, пир-авӑр,

Ҫӑмарта, шӑрттан та ҫу,

Ҫурӑх тирӗ, ҫӑм, сӳс-кантӑр —

Ӳпӗнсех юлать ҫӳпҫӳ.

 

«Миҫҫие полицирен те,

Полицие миҫҫирен

Уйӑрмашкӑн май килмен» — тет

Хусанти пӗр ерхерей.

 

1 Пугачовпа пӗрлешсе пӑлханнӑ халӑха пусарнӑ чух чапа тухнӑ чӑваш ҫӗрулпучӗсен хушамачӗ.

2 Хусан кӗпӗрнинче Пугачов майлӑ тӑрса кӗрешнӗ халӑха пусаракан ҫар пуҫлӑхӗ.

3 Пугачова ҫывӑх тӑрса кӗрешнӗ паттӑрсем.

[8]

--------------

Ҫавӑнчух тӳрккес, пӑлхавҫӑ

Елӗкхи лашмансене

Уделсен1 чури тӑваҫҫӗ,

Пусараҫ сӗн хур айне.

 

Сулланаҫ вара, мӑнтарӑн,

Сухапуҫӗ хыҫӗнчен.

Йӑран ӑшӑк, хуйхӑ тарӑн –

Йурӑпа вӑл сирӗлмен...

 

Пире панӑ виҫӗ тивӗҫ –

Ҫулне виҫҫӗ пухӑнма:2

Январте хумашкӑн хырӑҫ,

Апрелте – ҫӗр уйӑрма,

 

А Октябӗрте пуҫтарнӑ

Туимккасене хырма.

Пӗр шальҫа юлми тустарнӑ

Татмасассӑн парӑма.

 

Ваттисем ӗнсе хыҫаҫҫӗ,

Юптараҫ сив кӑмлпа:

- Вӗренти утраныйтаҫҫӗ

Ирӗкри утсем апат!

 

Шӑн паранкӑ ларттармашкӑн

Пуҫласассӑн ялсене –

Астутарчӗҫ тепӗр ӑстрӑм

Пӑкачавӑн вӑхӑтне.

 

Тапранать хай урӑм-сурӑм

Ҫӗрулми пӑлхавӑрӗ:

Пӗр кунта вӑл ҫӗршер ҫухрӑм

Арасланчӗ, йалкӑшрӗ.

 

Анчах пит хӑвӑрт ӑнкарнӑ

Хусанта мӗн иккенне, -

Сулмакраххӑн авӑрланӑ

Кӗпӗрнаттӑр туппине.

 

Казаксем ҫитсе хӳтернӗ

Хавхаланнӑ халӑха,

Тепӗр хут йунпа шӳтернӗ

Халӑхри хӑюлӑха.

 

Палатай,3 пӑлхав ҫарпуҫӗ,

Темиҫе ҫӗр тусӗпе,

Пиншер хулӑ айне пулнӑ

Хӑйӗн харсӑр пуҫӗпе.

 

Ун ик куҫ пекех ӗненнӗ

Кӗркури Ваҫлейӗпе

Ҫемен Ҫитӑрӗ тертленнӗ

Ӗмӗр-ӗмӗр Ҫӗпӗрте.

 

* * *

 

Утмӑл пӗрмӗш ҫул хӑтланчӗҫ

Манифест кӑларанҫи.

Анчах халӑх улталанчӗ,

Хушӑнайрӗ ҫеҫ выҫҫи...

 

Ҫулсерен юра еретпӗр.

Ҫӗр сахал. Тӳлев нумай.

Хуҫасем патне сӗнккетпӗр

Вӗсен тарҫисем пулма.

 

Хуҫасем хата йараҫҫӗ

Укҫана усламӑҫла:

Ҫӗр тара илсе акаҫҫӗ,

Ларттара пуҫлаҫ хӑмла.

 

Укҫа чул каса пуҫланӑ.

Каскӑн ҫын – Ехрем хуҫа

Пирӗн мӑй ҫине утланнӑ,

Пухнӑ ҫын вӑйпе укҫа.

 

1 19-мӗш ӗмӗр пуҫламӗшӗнче Кӑрмӑш, Чӗмпӗр, Пӑва уесӗнче пурӑннӑ чӑваш хресченӗсене удел ҫӗрӗ (патша тӑван-пӗлӗшӗсен ҫӗрӗ) ҫинче ӗҫлеттермеле тунӑ.

2 Гарф Киҫелёв 1838 ҫ. кӑларнӑ реформӑ.

3 „Паранкӑ пӑлхавӗ” пулса иртнӗ вӑхӑтра (1842 ҫ.) пӑлханнӑ хресченсене йертсе пынӑ пуҫлӑхсенчен пӗри.

[9]

--------------

Тихомирӑв чӑплӑ лаҫӗ

Кӑкӑрсӑр туса пире,

Шупашкарӑн ятне ячӗ,

Мӑшкӑллатрӗ Раҫҫейре.

 

* * *

 

Эх, ҫӗршывӑмӑр, мӑнтарӑн!

Кам сана юпкурнӑ-ха?

Сана ӗмнӗ; тӑпӑлтарнӑ

Пурлӑхна пур йыт-качка.

 

Ҫӑварна та ҫӑвархланӑ,

Туртса илнӗ чӗлхӳне.

Пуйансем юри пытарнӑ

Хӑйсем чӑваш иккене.

 

Чухӑнсем савса упранӑ

Хӑйсен тӑван чӗлхине.

Пирӗн Ҫеҫпӗл сӑвӑҫ ҫырнӑ

Асилсе ҫав иртнине:

 

„Эй, ваттисем! Эй ватҫынсем!

 

Авал чӑваш асаплӑ пулнине

Ҫамрӑксене каласа парӑр:

Тӑван ҫӗршывӑн капӑр чӗлхине

Ялан савма хушса хӑварӑр.

 

Эй, ваттисем! Пӗтӗм чӗререн

Сире пиллетпӗр ыр пилпе.

Эсир асапсене парӑнманнипе

Чӑваш чӗлхи чӗрӗлчӗ вилӗмрен”.

 

* * *

 

Ху кӑкру аталантарнӑ

Ывӑлу-хӗрӳ те сан,

Тӳсеймесӗр, тухса тарнӑ

Тыткӑнрискертен санран.

 

Аҫтӑрханӑн та Уралӑн,

Чулхулан та Ҫӗпӗрӗн –

Чӑваш хурлӑхлӑн йурланӑ

Хӑй шӑпи-тӳпи ҫинчен.

 

Хура тинӗсӗн те хумӗ

Илтнӗ хуйхӑлӑ сасса;

Ӑстамбулӑн хӳми умӗн

Хӗрсем йӗнӗ татӑлса.

 

Аслӑ шывӑн шавӗ майӑн,

Тӑван ҫӗрӗнчен инҫе,

Ваттисем шухӑша кайнӑ

Хӑйсен Атӑлӗ ҫинчен.

 

Кӑнтӑртан вӗҫсе ӑсаннӑ

Кайӑк-хур картипеле

Вӗсем тӑлӑх салам янӑ

Ашшӗ-амӑш ҫӗрнеле.

 

А ҫӗршывӗ... Эх, аннемӗр!

Чун тухас патне ҫитсе,

Хӗвеле те ӗненмесӗр,

Эс ҫӳренӗ пуҫ чиксе.

 

Сана хӑтӑрнӑ: ан пурӑн,

Пӑнчӑх, тенӗ, пуҫупах!

Вилйупи пек шурӑ хурӑн

Лартса тухнӑ мӑн ҫулпа.

 

Улатимӗр ҫулӗ тенӗ

Ҫулӑн икӗ айккипе

Эс пайтах, ҫӗршыв, ҫӳҫеннӗ

Тимӗр сӑнчӑр сассипе.

 

Ҫав ҫулпа чи лайӑх, ҫутӑ

Ӗмӗтпе ҫунакансем

Шартлама Ҫӗпӗре утнӑ,

Конвой умӗн пӗшкӗнсе.

 

Ҫав ҫулпа Радищӗв1 тухнӑ:

Бурлака хӗненине,

Выҫ аптратнине вӑл курнӑ,

Курнӑ халӑх чир-чӗрне.

 

Чернышевски хумхантарнӑ

Хурлӑн ҫав хурӑнлӑха;

Мӗскӗнсем, тесе хӑварнӑ

Герцӗн пирӗн халӑха.

 

Достоевски курса иртнӗ

Пирӗн ҫӗтӗк-ҫатӑка.

Лев Толстой ӳкерсе илнӗ

Пирӗн чӗмсӗр салтака...

 

1 Радищӗв – вырӑссен малтанхи демократӗсенчен пӗри; вӑл 1797 ҫ. Ҫӗпӗр ссылкинчентаврӑннӑ май Шупашкарта чарӑнса тӑнӑ, хӑй дневникне чӑвашсем ҫинчен ӑшӑ кӑмӑлпа ҫырса хӑварнӑ.

[10]

--------------

Камшӑн, мӗншӗн-ши хатарлӑ

Кимӗ туртнӑ чӑвашсем

Макҫим Горькие пӑхтарнӑ,

Сӑнаттарнӑ тинкертсе?

 

Етем чунен инженерӗ,

Аслӑ маҫтӑр-мӗскере

Вӑл тӗпченӗ те ӗнернӗ

Пирӗн юрӑ кӗвӗре?

 

Туйман-ши вӑл пирӗн халӑх –

Иксӗлми тан тапнӑ пек –

Пултарулӑ, халхаваллӑ

Пулнине ӗмӗртенпе?

 

Туйман-ши вӑл, харсӑр сокӑл,

Мӗн пуссассӑн та сасса,

Ҫавҫавах эпир хаваслӑн

Юрласа пӗр ярасса?

 

Ҫаксене пурне те харӑс

Халь пире ӑнлантарать

Чӑваша та Карл Маркс

Асӑннийӗ Лондӑнра;1

 

Пролетарисен ҫулпуҫӗ

Туйса илнӗ: авалтан

Мӗнле пирӗн вӑйлӑ тӑвӑл

Тапнине ват Атӑлтан.

 

Аслӑ генисенчен гени,

Революци активне

Ӗмӗрлӗх кӳртсе, пилленӗ

Чӑваш харсӑр халӑхне.

 

* * *

 

Кӑлӑхах ҫырман ҫав ӗнтӗ

Хусан земствин йыттисем:

Чӑваш йӑхӗ ӗрчесен те

Ыр кӑтартмӗ вӑл, тесе.

 

Ҫавӑнпа вӗсем кӗретӗн

Пӗсмӗхре пӑнчӑхнине,

Суккӑрсем ӗрченине те

Хавас пулнӑ пирӗнне.

 

Анчах халӑх, тем курсан та,

Пулнӑ пурнӑҫлӑ, хастар.

Кӗпине кӗлпе ҫусан та

Ҫӳремен вӑл тасамар.

 

Иксӗлми ун пулнӑ вӑйӗ.

Пирне пӗрчӗн суйласа

Тӗрӗпе вӑл ҫырнӑ хӑйӗн

Ӑрӑскалӗ ҫутласса.

 

Хӑйчикки умне пуҫ пӗкнӗ

Пирӗн харсӑр аппасем

Хантӑҫла2 ҫеҫ мар тӗрленӗ, -

Ҫуннӑ ирӗкшӗн вӗсем:

 

„Шур пӗркенчӗк эп вӗҫтертӗм,

Пӑхса юлтӑм хыҫӗнчен:

Вӗҫсе кайрӗ пек ман тертӗм

Ӑрӑскалсӑр пуҫ ҫинчен”.

 

Йӗкӗтсем, выртма каюҫӑн,

Телей улӑхӗ ҫинчен

Чун татса юрланӑ уҫҫӑн

Варсенче, вӑрмансерче.

 

Час-часах вӗсем тинкернӗ

Пурнӑҫ тӗттӗм пӗлӗтне:

Хӑҫан уҫӑлӗ-ши? – тенӗ,

Ыр кӑвак хуппи кӗтнӗ.

 

Ваттисем, маташнӑ майӑн

Чӑштӑр-чӑштӑр пушӑтпа,

Паттӑсем ҫинчен юртарнӑ,

Кӗтнӗ вӑйллӑ Улӑпа.

 

Килчӗ ӗмӗр кӗтнӗ Улӑп:

Вырӑс пролетариат;

Манӑнми пиллӗкмӗш ҫул ак

Пӗлӗт ялкӑштарать.

 

Ленин, Сталин чӗртнӗ вутӑн

Хӗмӗсем сарӑлнӑҫем

Ҫитнӗ пирӗн пата вӑрттӑн

Большевик чӗнӗвӗсем.

 

Пӗтӗм вырӑс ӗҫҫыннийӗн

Ӳссе ҫитнӗ халӗпе

Тепӗр хут ҫӗкленчӗ пирӗн

Халӑх ҫилӗ тӑвӑл пек.

 

1 К. Маркс Костомарӑв историк ҫырнӑ кӗнекерен чӑвашсем т. ыт. халӑхсем те Ҫ. Т. Разинпа пӗрлешсе пӑлханни ҫинчен каланӑ вырӑна ҫырса илнӗ.

2 Хантӑсла тӗрӗ – ӗлӗкрен тӗрленӗ чаплӑ тӗрӗ ячӗ.

[11]

--------------

Ӗмӗртен ӗҫлен этемӗн

Тивӗҫне тытса илме

Эпир тӑтӑмӑр пин-пинӗн

Кӗрешӳ ҫулӗ ҫине:

 

«Ҫӗр—ҫӗре сухалаканӑн!

Пур хыснан, мӑнастырсен.

Улпутсен ҫӗрне пӗр пуссӑр

Илмеле ӗҫлекенсен.

 

Куланай тавраш тӗппултӑр!

Туимкка памала мар.

Вырӑнти этем суйлантӑр,

Улштарма та пултарар.

 

Кам ӗҫлет — ҫавна пур ырлӑх:

Универҫитет таран

Хӑй вӗрентмеле патшалӑх,

Пур чӗлхе те пултӑр тан.

 

Халӑх хӑй саккун кӑлартӑр.

Пичет пултӑр ирӗкре.

Шпионсем, шантар-масарӗ

Кирлӗ мар вуҫах пире...»

 

Анчах ҫав шантар-масарӗ,

Ҫав патша йытти-качки

Ак пире килсе шӑршларӗ,

Юхрӗ юншӑн сӗлеки.

 

Тӑхлан ҫӑмӑр пӗрхӗнтерчӗҫ

Кӗҫ тискер пулеметсем.

Мӗн-мӗн чухле юн юхтарчеҫ

Мускаври рабочисем!

 

«Чӑвашра каллах вут хыпнӑ,

Пӗтӗмпех пӑхӑнтарас!»1

Тесе час премйер Столыпин

Телеграммӑ ҫаптарать.

 

Юлашки хут чыхӑнтарчӗҫ

Ирӗке чӗрӗ юнпа.

Ялсем тӑрӑх лартса тухрӗҫ

Синкерле хура юпа.2

 

Яккӑвлӗв,3 чӑваш янралӗ,

Вӑл, Столыпин евчиле,

Ял-ял тӑрӑх юрттарайнӑ —

Чее, йӗтӗм тилӗле.

 

Манифест вӑл ӑнлантарнӑ —

Ӳкӗтпе те туяпа.

Ӑна эпир йышӑнмасӑр

Хӑваланӑ каяла.

 

* * *

 

Малтанхи чӗкеҫ пек сӑвӑҫ,

Хӑйӗн ӗмӗтне татса,

Ирӗксӗр те выҫлӑн-чирлӗн

Хӑрнӑ библи куҫарса.

 

Эпир хурлӑн асӑнатпӑр

Халӑх чун пек юратан

Ҫамрӑклах типсе хӑртаннӑ

«Нарспи» автӑрне4 паян.

 

Эпир халь пуҫа таятпӑр

Хӑй хӑюллӑ юррине

Вӗҫлеймесӗр сӑнчӑрланнӑ

Харсӑр Тайӑр Тимккине.5

 

Пирӗн халӑх хисепленӗ

Шелепи6 сӑвӑҫ унчух

Ялӗнчен тарса ҫӳренӗ, —

Тӳр чӗлхен пулман кунҫул.

 

1 Патша министӑрӗ Столыпин 1907 ҫ. февралӗн 19-мӗшӗнче янӑ депеш; ӑна Чемей яле таврашӗнчи чӑваш хресченӗсен пӑлхавне пусарас тӗлӗшпе ҫырнӑ.

2 Хура юпасене патшана хирӗҫ пынӑ ялсенче лартса тухнӑ.

3 И. Я. Якӑвлӗв Чӗмпӗрти миҫҫионерла чӑваш шкулӗн пуҫлӑхӗ; революци вӑхӑтӗнче патшан шанчӑклӑ тарҫи пулса тӑна.

4 К. В. Иванов сӑвӑҫ (1890—1915 ҫ. ҫ.) библи куҫарсах кӑкӑр чирӗпе (чахуткӑпа) чирлесе вильнӗ; вӑл хӑюлӑ, хастар чӑваш хӗрӗ ҫинчен чаплӑ поэмӑ «Нарспи» ҫырса хӑварнӑ.

5 Т. Ҫ. Ҫеменӑв (Тайӑр Т.) типографире ӗҫленӗ рабочи. 1906—07 ҫ. ҫ. революци поэчӗ. Ӑна Ҫӗпӗре ссылкӑна янӑ, ссылкӑран тавӑрӑнсан, 1917 ҫулччен вилнӗ.

6 Чӑваш респ. халӑх поэчӗ Н. И. Полоруссӑв-Шелепи, 1881 ҫ. ҫуралнӑ; сӑвӑсем 1906 ҫ. ҫырма пуҫланӑ.

[12]

--------------

* * *

 

Ак патшалӑх шинел ҫакнӑ:

Вӑрҫа хӑвнӑ пур енчен.

Чӑваш йӗкӗчӗ юрланӑ

Хӑйӗн хурлӑхӗ ҫинчен:

«Ҫӑлтӑр витӗр ҫул куратпӑр,

Ҫавӑ эпир каяс ҫул.

Каясса эпир каятпӑр,

Каяла таврӑнас ҫук.

 

Уйӑх витӗр уй куратпӑр,

Ҫав эпир вӑрҫас уй пуль.

Вӑрҫма вӑрҫӑпӑр та калӑр:

Камшӑн ӳкӗ ҫамрӑк пуҫ?

 

Хӗвел витӗр хӗр куратпӑр,

Ҫав эпир илес хӗр пуль.

Илме илӗпӗр те, ахӑр,

Мӗншӗн тӑкӗ вӑл куҫҫуль?..»

 

Килҫурт юхӑннӑ, саланнӑ,

Килйыш юлнӑ тӑлӑха.

Икҫӗр пин чӑваш салтакӗ

Юн юхтарнӑ кӑлӑхах.

 

* * *

 

Пин те тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗ

Февраль шӑлчӗ патшана.

Ҫӗнтерӳшӗн пулса тӑчӗ

Ку пуҫламӗшӗ кӑна.

 

Килчӗ ҫулӑмлӑ Октябӗр,

Ҫитрӗ кӗтнӗ самана:

Тӑпӑлтарчӗ те ҫунтарчӗ

Киввине тымартанах!

 

Хурлӑхпа асап пӑчланчӗ

Ҫав ӗмӗр манми кӗрте,

Пирӗн ҫуркунне пуҫланчӗ

Ҫав хаяр Октябӗрте.

 

Халӑхсен тӗрми арканчӗ

Кӑшӑлӗпе-мӗнӗпе.

Тӳпере пирвай ҫуталчӗ

Ҫӑлтӑр пилӗк юппипе.

 

Ҫут Октябӗрӗн вут-хӗмӗ

Кайрӗ пӗтӗм тӗнчене.

Пирӗн халӑх та пуҫларӗ

Хӑйӗн чӑн историне.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Ҫав куна асӑнсанах,

Чи малтан куратпӑр халӗ

Эпир ЛЕНИНПА САНА.

 

Каяла та малала та

Тинкерӳҫӗн ӗмӗре,

Чи малтан халь тав тӑватпӑр

Иксӗре эпир сире.

 

Есӗр икӗ ҫут хӗвел пек

Ҫутататӑр тӗнчене:

Грузина та, кареле те,

Чӑваша та — кашнинех...

 

Ӑшӑтаҫҫӗ те саваҫҫӗ

Ик хӗрӳ хӗвел пире.

Ӗмӗрсем тӑршши ҫутатӗҫ

Вӗсем ҫӳлӗ тӳпере

 

Ҫӗнӗ тухӑҫпалан тухнӑ

Ҫакӑ икӗ хӗвеле

Ӗмӗр-ӗмӗрех тав тӑвӗ

Этем хӗрӗ ывӑлӗ.

 

Ҫӗн тӗнче хӗвелӗ — СТАЛИН,

Ҫывӑх тус, тӑван атте!

Ленин-Сталин парти ертрӗ

Пире ҫӗнтерӳ патне.

 

Унпала пӗрле хӑюлӑн

Шур бандӑна ҫӗмӗрсе,

Чӑваш халӑхӗ вӑй илчӗ,

Ситрӗҫ кӗтнӗ ӗмӗтсем

[13]

--------------

 

Эсэрсен «Аслӑ канашӗн»,

Пур Алюн Кевӗрлисен1

Суйине вӑл час вӑш-вашӑн

Шӑлса тӑкрӗ питлесе.

 

Нумай пирӗн паттӑр ывӑл,

Ирӗккӗн пӑшал тытса,

Ҫуралан ҫӗнӗ ҫӗршывӑн

Тивӗҫне тӑчӗ сыхха.

 

Пирӗн юнпала хӗрелнӗ

Урал шывӗ, Ангара...

Ирӗк юррӑмӑр ҫӗкленнӗ

Двинаран Кура таран.

 

Кӑкларӑмӑр Колчака та,

Вӑркӑтрӑмӑр Врангӗле

Ҫӗнтерӳлӗ аслӑ паттӑр

Вырӑс халӑхпе пӗрле.

 

Манӑнми кӗрешӳреҫке,

Ытти халӑхсем пекех,

Ӗмӗрлӗх туслашнӑ эпир

Аслӑ вырӑс халӑхпе.

 

Чӑваш халӑхӗ телейлӗ:

Мускава кармашакан

Тӑшмана вӑл ирттермерӗ

Хӑй ҫӗршывӗ тӑрӑххӑн.

 

Асӑнмашкӑн тивӗҫ харсӑр

Комиссар Крепков2 ҫинчен, —

Шур отреда ҫывхартмасӑр

Тытса чарнӑ вӑл пӗччен;

 

Юлашки патрун тухсан та

Пулемет панчен кайман.

Кадыков — хастар Иван3 та

Ассенчех пурнать паян.

 

Перекопшӑн вӑрҫса вилнӗ

Иванов4 илчӗ хисеп:

Вӑл ҫӗрте ҫӗрмесӗр выртнӑ

Тӑшмана вӗчӗхтерсе.

 

Чӑваш халӑхе телейлӗ:

Ун хӑюлӑ ҫӗрӗнче

Ҫуралса Чапайӗв5 ӳснӗ,

Вӑл пурнать ун чӗринче.

 

Чӑваш халӑхӗ телейлӗ:

Ҫав хӑрушӑ ҫулсенче

Кунта Молӑтӑв, Калинин6

Килсе ӗмӗт чӗртнӗччӗ;

 

Кунта Крупская сас панӑ.

Шур ҫӗлен-калтасенчен

Чиккӗмӗрсене тасатнӑ

Паттӑр вӑхӑт ассенче.

 

* * *

 

Тӑванран та тӑван СТАЛИН!

Ҫӗнӗрен ҫуралакан

Чӑваш халӑх сӑпки умӗн

Тӑтӑн эс Ленинпалан.

 

1 Чӑваш националисӗсемпе эсэрӗсен пуҫлӑхе, Учредит. Собрани членӗ пулнӑ.

2 Пӑвари ҫар комиссарӗ, большевик, чӑваш; 1918 ҫ. август уйӑхӗнче Патӗрьел патӗнче ӑна, пулеметпе персе тӑраканскере, шуррисем ҫавӑрса илсе вӗлернӗ.

3 И. Г. Кадыков — Шупашкарти совета ертсе пыракансенчен пӗри, ӑна 1918 ҫ. ҫула Хусана шуррисенчен сыхлама отрядсем пухнӑ вӑхӑтра контр-революцилӗ пӑлхавра персе пӑрахнӑ.

4 Иванов — Етӗрне уесӗнчен пулнӑ.

5 В. И. Чапайӗв — Шупашкарпа юнашар Будайкӑ ятлӑ ялта 1887 ҫ. ҫуралнӑ, 1897 ҫ. вӑл хӑй ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле Балакӑвӑна куҫса кайнӑ.

6 М. И. Калинин 1919 ҫ. ҫуркунне Улатӑра (унтан Хусана) Хӗрлӗ ҫара таа тыла ҫирӗплетес ӗҫпе килнӗ. В. М. Молӑтӑвпа Н. К. Крупская ҫав вӑхӑтрах Шупашкара (унтан Хусана) агитпӑрахутпа килнӗ; вӗсем — Колчака Атӑлпа та, ытти ҫулйӗрпе те Хусан патне ҫывхартас мар тӗлӗшпе ӗҫхалӑх вӑйне чӑмӑртанӑ, ҫирӗплетнӗ.

[14]

--------------

...

[15]

--------------

...

[16]

--------------

...

[17]

--------------

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Кӑмӑллӑ пахчаҫӑмӑр!

Халӗ ӗнтӗ чӑваш ялӗн

Сӑнсӑпачӗ тӗксӗм мар.

 

Вӗҫӗмсӗр колхоз хавасӗ,

Ял хула пек курӑнать.

Хуласем пысӑкланаҫҫӗ,

Чап яраҫҫӗ таврана.

 

Ӗлӗкрех юрланӑ епир:

«Шупашкар — чӑваш хули,

Курӑнмасть патне ҫитмесӗр,

Курӑнсан та — ҫын кулли».

 

Хутлӑн-хутлӑн купалатпӑр

Чулҫуртсем те керменсем;

Ялкӑшать шӗкӗр хуламӑр

Куҫсене килентерсе.

 

Халӗ пирӗн ҫулйӗр чапӗ

Янӑрать пур Союза;

Ҫулсене эпир хуҫа пек

Пурӑнатпӑр упраса.

 

Саппас тӗнӗл хурса тухнӑ

Ӗлӗк эпир ҫул ҫукран.

Халь Каракума йӗр хунӑ

Пирӗн такӑр ҫулпалан.

 

Паттӑрсем ҫуратрӗ ҫулӗҫ,

Ӗмӗрне пулман йӑла:

Тӑхӑрвунӑ ҫулхисем те

Ӑмӑртаҫ комсомолла.

 

Табуков пичче е Кӗмӗл...

Ваттисем те мухтавра.

Чукун ҫул тата хыватпӑр

Канашран Шупашкара.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Ҫӗрпеле кӑна та мар, —

Эпир халь индустриаллӑн

Янрама пуҫларӑмӑр.

 

Лашмансем ӗлӗк шар курнӑ

Вӑрманта халь кӗр-кӗрлет:

Ҫӗн ӑсталӑхпа маттуррӑн

Авӑрланнӑ Ҫӗмӗрле.

 

Бурлаксем йӗрсе юрланӑ

Аслӑ Атӑл хӗррипе

Каять шавӗ Куславкканӑн

Чӗрӗлӗх юррийӗ пек.

 

Канашра чӑвашӑн халӗ,

Хурҫӑ шавлӑ ҫул ҫинче,

Вакунсем юсакан савӑт

Ҫӗн хула пек ҫитӗнчӗ.

 

Шахтӑра, савӑтсенче те

Халь стаханӑвла меслет:

Тӑрӑшать ҫын, ма тесессӗн,

Хӑй патшалӑхшӗн ӗҫлет.

 

Арҫынпа хӗрарӑм танлӑн

Ӑмӑртаҫҫӗ ӗҫхӗлте.

Цыгановӑпа Черновӑ

Халь пример пуриншӗн те.

 

Еҫлеври Стаханӑв мелӗ

Хисепре паян пирте:

Савӑтра та, вӑрманта та,

Вӑл мелех халь уй-хирте.

 

 

Эс тӑрӑшнине хаклатпӑр

Эпир халӗ унпала

Телей ҫулӗпе утатпӑр

Есӗ уҫнӑ ҫулпала.

 

* * *

 

Халӑхсен яш ҫемйинче тек

Халсӑр, хурлӑ ҫӗршыв ҫук, —

Пур вӑйхал, хаваслӑх ҫӗрӗ,

Колхозла ӗҫ ырлавҫи!

 

Пирӗн колхозсем, хӑватлӑ

Тырпулла уяв туса,

Ҫунтарса тӗп турӗҫ ватӑ

Юлашки сухапуҫа.

 

Халь уйра хатарлӑ трактӑр,

Ун касси айне — ҫӗре —

Пытарса чиксе пыратпӑр

Хамӑр иртнӗ ӗмӗре.

[18]

--------------

Халь уйра чакан пек пуҫлӑ,

Тӗлӗкре эпир курман

Хӑмӑш хӑмӑллӑ сар тулӑ,

Пуҫтарать ӑна комбайн.

 

Чӗрӗлсе тӑрас пулсассӑн

Тупӑкран асаттесем,

Елӗкхи ырхан ҫӗре халь

Паллас ҫук, ҫавах тесен.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Ҫӗрҫынни пулса ӗмӗр,

Ҫӗре эпир юратмашкӑн

Санпа ҫеҫ вӗрентӗмӗр.

 

Ҫураҫулӑн та хаваслӑн

Уй-хирте хӗреҫ ӗҫсем.

Ав, хисеп-мухтав паллийӗ

Илчӗҫ пирӗн паттӑрсем:

 

Халӑхра хисеплӗ, паллӑ

Трактӑрис, комбайӑнҫӑ:

Александрӑв, Львов та Павлӑв

Чыслӑхпа халь палӑрчӗҫ.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Емӗрне хархаштаран

Йӑрана есӗ кӑкларӑн,

Ҫӑлтӑн виҫӗ пусӑран.

 

Санпа ҫеҫ ҫуралчӗҫ пирӗн

Тырпулӑ ӑстийӗсем.

Тӗлӗнтерчӗҫ ӗҫпе ирӗк

Ҫӗрӗн ирӗк хуҫисем.

 

Кам пӗлмест халь Остряковӑн

Вӑтӑр пилӗк центнӗрне?

Кам илтментӗр Коротковӑн

Ҫуллен тухӑҫ ӳснине?

 

Ҫӗршыва ун чапӗ каирӗ:

Академӗксем панче

Вӑл нумай пулмасть каларӗ

Хӑй «ҫекречӗсем» ҫинчен.

 

А ҫекрет кунта пӗртен пӗр:

Тухас тетпӗр чи мала, —

Сталинла ӗҫе ӗҫлетпӗр,

Кӗрешетпӗр сталинла.

 

Ҫав меле халь алла илнӗ:

...

[19]

--------------

Ирхине ирех тухаҫҫӗ

Хӗрсем Атӑл хӗррине,

Тӑван СТАЛИН ҫинчен уҫҫӑн

Янратаҫҫӗ юррине:

 

«Ҫӳлӗ тусем ҫинче ахах пӗрчи,

Ахах пӗрчи тавра ҫӗр-ҫырли;

Ҫӗр-ҫырлисем калӗҫ ҫӗр тути,

Сталин сӑмахӗсем — пыл тути.

 

Шурӑмпуҫпе шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ

Тӗнчен чаплӑ сӑвӑҫи пуласшӑн;

Юр ӑстисем юрӑ суйлаҫҫӗ

Сталин умне тӑрса юрласшӑн.

 

Ахах пӗрчи хаклӑ, ҫырли тутлӑ,

Пухаясчӗ кӑмӑл туличчен;

Пирӗн юрӑ чаплӑ, янӑравлӑ,

Юрлаясчӗ Сталин умӗнче».

 

* * *

 

Тӗтӗм-сӗрӗмлӗ, хӑрӑмла

Хура пӳрт ҫук ӗнтӗ тек.

Тасалсах пырать трахомӑ —

Авалхи хӑруш инкек.

 

Вӑл хӗн-хур асап кӳретчӗ,

Вӑл инкекчӗ ӗмӗртен.

Чӑвашсем трахомлӑ пулнӑ

Сакӑрвуннӑшӗ ҫӗртен.

 

Пӗр трахом кӑна та мар-ха

Пире тӑнӑ минретсе:

Пире ҫулнӑ кӑкӑр чирӗ,

Кӑрчанкийӗ, чеччесем.

 

Пире аслӑ Ленин ӗҫӗ,

СТАЛИН тӑрӑшни кӑна

Нишлӗ пурнӑҫран хӑтарчӗ,

Кӳрсе пачӗ ҫак куна.

 

Вӑрмансем, хирсем сывлаҫҫӗ

Уҫӑ, сывӑ сывлӑшпа.

Сывлӑх ҫурчӗсем пур пирӗн,

Хӗн курмастпӑр халь, куҫпа.

 

Трахома хирӗҫ пур халӑх

Эпир харӑс тухрӑмӑр.

Нихӑҫан курман хастарлӑх

Сывӑ куҫшӑн хутӑмӑр.

 

Пин Ярускинӑ Еленӑ,

Пин Игнатйӗвӑ — ӗҫчен1

Пирӗн халӗ хисепленӗ

Хӑпчӑк паттӑрӗсенчен.

 

«Вӗрӳҫ-юмӑҫӑ тӗп пултӑр!»

Теҫҫӗ ӗнтӗ ялсенче.

Темиҫе ҫӗр чӑваш тухтӑр,

Пульница халь пур енче.

 

Тӗппипех кӑклатпӑр ӗнтӗ

Ӗмӗрхи инкек тӗсе.

Хисепре ҫӗршывӑн халӗ

Паллӑ мар геройӗсем.

 

Тав тӑватпӑр вӗсене халь,

Тав сана, тӑван атте!

Ӗнтӗ халь старик-колхозник

Тивӗҫлишӗн хӗпӗртет:

 

«Иртсе кайрӗ хуйхӑм-суйхӑм:

Сталин уҫрӗ ман куҫа,

Сталин уҫрӗ тӑн-пуҫа,

Эп ик хут куракан пултӑм...»

 

* * *

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Ӑҫтан сӑмах тупса, мӗнле

Каласа, ҫырса парар-ши

Пӗтӗм халӑх кӑмӑлне?

 

Ирӗк, савӑк пурӑнмашкӑн

Советсен ҫӗршывӗнче.

Халь хисеплӗ халӑх эпир

Халӑхсенӗн йышӗнче.

 

1 Трахомпа кӗрешес ӗҫре чапа тухнӑ юлташсем.

[20]

--------------

 

Калаҫма именесси те

Тӑрса юлчӗ ӗлӗке.

Ирӗккӗн, илемлӗн, уҫҫӑн

Янӑрат пирӗн чӗлхе.

 

Янӑрарӗ аслӑ Ленин

Тӑван халӑх чӗлхинче.

Вӑл пире чӗнсе ҫӗклерӗ

Кӗрешӳ кунӗсенче.

 

Ҫиҫӗм пек ҫиҫсе ҫутатрӗ

Унӑн шухӑшӗ пире.

Вӑл кӳрсе уҫса кӑтартрӗ

Ҫӗнӗ ӗмӗрти ире.

 

Фронтсенче эпир юрланӑ

Ҫӗмӗрсе шуррисене,

Тӑхти сӑвӑҫӑн хӗрӳлӗ

Ҫӗнтерӳ юррисене.

 

Фронтсенче, Хусан-Самаршӑн

Вӑрҫнӑ чух пӑшал тытса,

Малтанхи театӑр пирӗн

Тухрӗ вутхӗмре шӑтса.

 

Тек «шуйттан ваййи» темеҫҫӗ

Пйессӑсем лартсассӑн халь.

Арттиса чун пек кӗтеҫҫе, —

Улт театӑр та сахал.

 

Ырсеме саватпӑр эпир,

Оҫипӑвӑн талантне:

Драматург та, тухтӑр та вӑл,

Ӳт те, чун та тӳрлетет.

 

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Кӑмӑллӑ пахчаҫӑмӑр!

Халӗ ӗнтӗ чӑваш ялӗн

Сӑнсӑпачӗ те вӑл мар.

 

Ӗлӗк пирӗн калаҫуччӗ —

Хурал пӳрчӗ те уллах.

Халь — кино та культур ҫурчӗ,

Икҫӗр драмкружок ытла.

 

Ҫутӑ кун курманччӗ юрӑ:

Ҫӗлӗке пусса лартса

Ӗнӗрешнӗ эпир хурлӑ,

Шикпеле пӳлсе сасса.

 

Халь ҫунат хушса ҫӗкленчӗ

Пирӗн ирӗк сассӑмӑр.

Тӗнчипе пире итлеҫҫӗ,

Кремӗлте чыс куртӑмӑр.

 

Халӑхран шӑтса хӑпарнӑ

Композитӑрсем янраҫ.

Пирӗн Макҫӑм Ӑҫтаппанӗ,

Павӑл Хветӗрӗ асра.

 

Пур художниксем те пирӗн:

Ҫпиридонӑв та Сурпан,

Меҫников — тинкернӗ вирлӗн

Чӗрӗлӗх вӑйне куҫран...

 

Пирӗн ирӗкри чӗлхемӗр

Тӗрекленчӗ кулленех.

Вӑл наукӑпа искуствӑ

Чӗлхи пулчӗ кучухне.

 

Вӑл патшалӑх чӗлхи пулчӗ

Сан ӗҫӳ ҫӗнтернипе.

Маркс, Енгӗлс, Ленин, Сталин

Чӑвашла халь пирӗнпе.

 

Пирӗнпе халь Горйки, Шиллӗр,

Лев Толстой, Ромен Роллан,

Руставели те Белински,

Фирдуҫҫи, Аристофан.

 

Пирӗнпе халь Пушкин, Гейнӗ,

Майаковски те Шекспир;

Сервантес, Молйер, Шевченкӑ —

Иӑлт тӗпчетпӗр халь епир.

 

Хӑпараҫҫӗ пирӗн хамрӑн

Чӗр сӑмах ӑстийӗсем:

Хулара та, ялсенче те

Хисепре халь ҫак ятсем:

 

Юратать халӑх Елкерӗн

Историлӗ чӑнлӑхне;

Кӑмӑллать Хумма Ҫеменӗн

Чӗлхине, Трубинанне.

 

Шелепи, пӗтӗм республӗк

Сума сунӑ сӑвӑҫӑ,

Ҫӗн хастарлӑхпа хӗрӳлӗ

Яш пек тытӑнчӗ ӗҫе...

[21]

--------------

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН!

Сан паха тивлетӳпе

Шухӑш пирӗн ҫӗр пек анлӑ,

Ӗмӗт ҫӳлӗ — пӗлӗт пек.

 

Сан тивлетӳпе, ҫулпуҫӗ,

Кашни виҫ ҫынтан пӗри

Вӗренет халь пирӗн; уҫӑ

Ҫутлӑх алӑкӗ яри.

 

Вӗренме ҫӳрет хӗр-каччӑ,

Шырать пурнӑҫ уҫҫине.

Вӑтӑр техникум, рабфак та

Ҫитеймеҫҫӗ вӗсене.

 

Шупашкар, Мускав та Горйки,

Ленинград, Хусан тавраш —

Пур хула та ҫывӑхарчӗ,

Пур шкулта та пур чӑваш.

 

Вӗсем тухтӑр, вӗсем льотчик,

Трактӑрпа тухаҫ хире,

Хӗҫпӑшал тытса тӑраҫҫӗ

Пирӗн ӗҫшӗн чикӗре.

 

Ылханса, йӗрсе пӗркенчӗк

Пӗркенен хӗри-пӑраҫ —

Халь пӑшал тытса переҫҫӗ,

Парашут карса ярнаҫ.

 

Темиҫе ӗмӗр пусарнӑ

Пултарулӑ паттӑр хал

Тымартан, тӗпрен тапраннӑ

Тӗнчене тухасшӑн халь.

 

* * *

 

Акнӑ вӑрлӑх ҫӑмӑр хыҫҫӑн

Кашласа ҫӗкленнӗ пек,

Чӑваш халӑхӗ ҫӗкленчӗ

Сталинпа ӗҫленипе.

 

Пӗтӗм чӗрепе саватпӑр

Чӑваш сталинҫисене,

Вӗсем усмӗҫ малашне те

ЛЕНИН — СТАЛИН ялавне.

 

Яланах эпир кӗрешнӗ

Тӑван партишӗн тӑрса.

Пур тӑшмансене ҫӗнтернӗ

Тымарӗпех ҫунтарса.

 

Националиссене те,

Тӗрлӗ тӗслӗ елменҫе —

Ҫапнӑ, ҫӗмӗрнӗ, питленӗ

Пӗтӗм халӑх умӗнче.

 

Вӗсем юмахсем юптарчӗҫ

Чӑваш халӑх пӗтессе:

Чӑваш халӑхӗ телейсӗр,

Мӗскӗн халӑх вӑл, тесе.

 

Кам вӑл юмаха ӗнентӗр?

Кам итлетӗр вӗсене?

Эпир пухрӑмӑр хӑватлӑ,

Ҫӗнтерӳлӗ вӑйсене.

 

Юнлӑ Троцкипе Зиновйӗв,

Бандӑ майлӑ сылтӑмҫем,

Фашиссем кӑтартнӑ тӑрӑх,

Тек хӑйранӑ ҫӗҫӗсем.

 

Телее сутма хӑтланнӑ

Ирсӗр урнӑ йытсене

Ҫӗр ҫинчен шӑлса тӑкатпӑр, —

Вилӗм тивӗҫ вӗсене!

 

Ҫав тискер ҫӗлен-калта пек

Ирсӗрсемшӗн ӗмӗрех

Кирӑв юнӗпеле тапӗ

Пирӗн ҫилӗ чӗрере.

 

* * *

 

Аслӑран аслӑ пахчаҫӑ,

Ҫут хӗвелӗмӗр, ялав!

Юратса пӑхса ӳстертӗн

Эс пире ҫултан ҫула.

 

Ӳсӗм хыҫҫӑн ӳсӗм пулчӗ.

Пур ӗҫре, кӗрешӳре,

Ҫывӑхран та ҫывӑх СТАЛИН,

Хастарлатрӑн эс пире.

 

Хастарлатрӗ аслӑ парти

Хӑйӗн аслӑ ӑсӗпе,

Ертсе кайрӗ малала вӑл

Ҫӗнтерӳсен ҫулӗпе.

 

Эпир ӳснӗшӗн патваррӑн —

Чӑваш халӑх кӑкӑрне

Тивӗҫ турӑн эс ҫакмашкӑн

Аслӑ Ленин ордӗнне.

[22]

--------------

...

[23]

--------------

...

Ҫыру айне 239 342 ҫын алӑ пуснӑ.

[24]

 

Сыпăксем: