Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ
«Сӑваплӑхшӑн тата тивӗҫлӗхшӗн тӑнӑ кӗрешӳре сана чи шаннӑ ҫынсем сутрӗҫ пулсан та, сан йӗри-тавра тӑшмансем пулсан та, эсӗ тӑр пӗччен тӑрса юлтӑн пулсан та, — ан парӑн! Пӗл: эсӗ нихӑҫан та пӗччен юлмӑн, санӑн юн тымарӗнче несӗлӳсен, сӑваплӑ арсен юнӗ юхать! Ҫав юн сана нихӑҫан та сутмӗ, кирек мӗнле йывӑрлӑхра та ҫӑлӗ! Эсӗ те ҫак юна ан сут!».
Несӗлсен пехилӗ
Ҫынсен ячӗсенче, тӗрлӗ вырӑнпа ял-хула тавраш ячӗсенче халӑх культури, унӑн кулленхи пурнӑҫӗ тата истори аталаннӑҫемӗн ытти этноссемпе вӑл е ку ҫыхӑнура пулни укерӗнсе юлать. Тӗрлӗкультура ҫыннисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса пурӑннӑ май ятсем тепӗр халӑх чӗлхине кӗрсе ҫирӗпленеҫҫӗ, темиҫе халӑх хушшинче сарӑлнӑ ятсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та вӗсем хӑйсен "тӑван" халӑхӗн ӑс-хакӑл пурлӑхӗ пулма пӑрахмаҫҫӗ, ун наци символӗсем пулса юлаҫҫӗ.
Кашни ҫемьен йӑх-ӑру ячӗ ("кӑк ят") пулнӑ, вӑл ӗмӗрсем иртнӗҫем ламранлама куҫса ӑрӑвӑн ырӑ енӗсене аталанма-ҫирӗпленме пулӑшнӑ. Ҫавӑнпа та тин ҫуралнӑ ачана унӑн несӗлӗсемпе, Тӑван ҫӗр-шывпа, тӑван ҫут ҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ ят панӑ.
Сувар-пулкар ячӗсен тарӑн пӗлтерӗш тата вӑрттӑн вӑй пулнӑ. Тӗрӗс суйласа илнӗ ятпа пӗрле ҫын авалхи мӑн аслашшӗсен пехилне тивӗҫнӗ, ятпа пӗрле ун чунӗнче хӑюлӑхпа паттӑрлӑх, тӳрӗ кӑмӑлпа этеплӗх, юратупа юмартлӑх, сывлӑхпа илем вырӑн тупнӑ. Ӑнӑҫсӑр ят вара унӑн хуҫин пурнӑҫне сиен кӳрсе тӑма пултарнӑ.
Авалтанпах ят этемӗн ӑс-хакӑлӗпе чун хавалӗн пайӗ шутланнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ята улӑштарас йӗрке те ҫакӑнпах ҫыхӑннӑ. Ҫын ӳснӗрен унӑн ячӗ, тумтир пекех, "пӗчӗкленсе юлать" тесе ӗненнӗ. Китайра акӑ пӗчӗк ача- сен "сӗт ячӗ", шкул ҫулне ҫитсен "шкул ячӗ" пулнӑ; туй хыҫҫӑн ҫемьеллӗ ҫын ятне йышӑннӑ; кирек хӑш тӳре-шара ҫынни те ӗҫри ята тивӗҫмелле пулнӑ. Пирӗн мӑн асатте- сем вара ята ҫичӗ юта пӗлтерсен инкек-синкек сиксе туха- тех тесе шутланӑ. Ҫакна пула сӗм авалхи йӑхсен йышӗнче этемӗн чӑнятне пытарса пурӑннӑ, куллен усӑ курма урӑх ят панӑ. Ятпа ҫыхӑннӑ тепӗр йӑла та тӗл пулать: вилнӗ тӑванятне тин ҫуралнӑ ачанахурасси. Таджиксем ҫуралнӑ ача валли халь пурӑнакан тӑвансем хушшинче ҫук ята кӑна суйлаҫҫӗ. Ку йӑлан сӑлтавӗ — тахҫан ятпа пӗрле чун та куҫать тесе ӗненнинче. Пирӗн халӑхӑн хавалӗсенчен пӗри те — мӑнуксене аслашшӗ-асламӑшӗн е кукашшӗ-кукамӑшӗн ятне парасси- ҫак ӗненӳренех аталаннӑ (МР. ССГД. 2008. С. 13, 15).
Ят этем сӑнарне калӑплать, ӑна сыхлать, унӑн шӑпине пӗтӗмӗшле шӑнӑрласа тӑракан паллӑ пулать. Пӗр-пӗр халӑх йышӗнче сарӑлнӑ ятсен ушкӑнӗ (унӑн культури пекех) — пӗтӗмӗшле цивилизацин тӗнӗлӗ, Тӑван ҫӗр-шывӑн иксӗлмиянӑравӗ тата чапӗ. Ят кашни ҫыннӑнне кӑна мар, кашни халӑхӑн шӑпине хайлать, ун аталанӑвӗн ҫул-йӗрӗнче чи паллӑ вырӑнсенчен пӗрне йышӑнса тӑрать. Ятпа ҫыхӑннӑ ҫак витӗмлӗ вӑйсене тӗп тӑвасси миссионерсен умӗнче тӑракан пирвайхи тӗллевсен шутӗнче пулнӑ.
Хӑйӗн культуринчи пайӑрятсене (ҫынячӗсене, йӑх-ӑру ячӗсене) ҫухатсан халӑх хӑйне уйрӑм этнос пек туйми пу- лать, никама пӑхӑнман этнос пулма пӑрахать. Пайӑр ят- сем иксӗлни-пӑчланни халӑхӑн хӑйӗн аталанӑвӗнче ҫуралса ҫирӗпленнӗ аслӑ паллӑсем (символсем) ҫӗтнипе тан. Ку- нашкал халӑх чунсӑр-чӗресӗр пулса юлать, хӑйӗншӗн ют пулса тӑнӑ тӗнчере тӑлӑххӑн пурӑнма пуҫлать.
В. К. Магницкий 10 582 (вунӑ пин те пилӗк ҫӗр сакӑр вун икӗ) арҫын тата 900 (тӑхӑр ҫӗр) хӗрарӑм ятне тупса ҫырса хӑварни паллӑ. Ку вӑл, паллах, темиҫе ӗмӗр тӑршшӗнче халӑхра сарӑлнӑ ятсен тулли списокӗ мар. Кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсен хушшинче кӑна, тӗслӗхрен, В. К. Магницкий кӗнекине кӗреймен сувар- пулкар ячӗ чылай тӗл пулать. Ку кӗнеке никӗсӗнче -Шу- пашкар уесӗнче пурӑнаканхалӑха шута илме 1718-1723 ҫулсенче ирттернӗ 1-мӗш ҫырав (ревизи) ал ҫырӑвӗнчи ҫын ячӗсем. Унсӑр пуҫне вӑл унта 1782 тата 1795 ҫулсенчи ҫырав материалӗсенчен, С. Мельников пухнӑ документсенчен тата XIX-мӗш ӗмӗрти тӗпчевсенчен илнӗ ятсене те кӗртнӗ. Кӗнеке "Чувашские языческие имена" ятпа кун ҫути курнӑ.
XVIII-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче миссионерсем Вӑтам Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑнакан вырӑс мар халӑхсем пирки сӑмахпынӑ чухне "язычник" тата "язычество" термин- семпе усӑ курма пуҫлаҫҫӗ, 1917 ҫулчченех вӗсен литера- туринче ку терминсем пӗрмаях "погань" (йӗрӗнчӗк), "свинья" (сысна), "нечистый" (таса мар) сӑмахсемпе пӗрле тӗл пулаҫҫӗ (Салмин, 2007. С. 5, 6). Ҫапла вара "язычник" лексемӑна ҫине-ҫинех ун пӗлтерӗшне ятарласа пӑсса усӑ курнипе унӑн пирвайхи "калаҫ", "чӗлхеллӗ пул", "пупле" тенипе ҫыхӑннӑ ырӑ пӗлтерӗшӗ тӗксӗмленсе пач ҫухалать (И. Я. Яковлев паллӑ просветитель те "язычник" термина "суя тӗне ӗненекен" тесе куҫарнӑ). Ҫавӑнпа та ку сӑмахсене сувар-пулкар ячӗсем ҫинчен калаҫнӑ-ҫырнӑ чухне усӑ курни тӗрӗс мар (Ювенальев, 2012. С. 292, 293).
Сувар-пулкар тӗнӗпе чӳк йӗрки ку халӑх пӗртен-пӗр Турра кӑна ӗненнине кӑтартни паллӑ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне сувар-пулкарсем ырӑсемпе усалсем пуррине ӗненнӗ, ан- чах нихӑҫан та вӗсене Турӑ тесе каламан. Сувар-пулкар тӗнӗнче "Турӑ — пӗртен-пӗрре" тесе ҫирӗплетни уҫӑмлӑн палӑрса тӑрать. Эппин ку тӗн нимле майпа та "язычество" пулма пултараймасть. В. К. Магницкий — вырӑс тӗпчевҫи; вӑл, сувар-пулкар чӗлхине те, ӗненӗвӗсене те тӗплӗн пӗлейменскер, ун мифологийӗн тӗп уйрӑмлӑхӗсене те ӑнкарайманскер, ҫапла шухӑшланӑ пулас: сӑмах "язычество" ("хура" тӗн) ҫинчен пырать-тӗк — кашни сӑнар, кашни сӑнлӑх Турӑ шутланмалла. Ҫакна тӗпехунипе тата ют чӗлхене пӗлсех ҫитерейменрен вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче чук кӗллисенче тӗл пулакан вырӑсла тӳрремӗн куҫарма май килмен сӑмахсене пурне те (ҫав шутра чир ячӗсене те) нимле йӗркене пӑхӑнмасӑр Турӑ тесе палӑртса пынӑ (Дюла Месарош, 2000. С. 17, 21, 26).
Зороастризмра сувар-пулкар культурин авалхи чӑнлӑхӗсем упранса юлнӑ. Зороастризм тӗнӗпе философийӗ икӗ тӗп принцип ҫинче никӗсленсе тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — сувар-пулкарсенни пекех — пӗртен-пӗр Турра ӗненни. Тепри вара икӗ хире-хирӗҫле вӑй — ырӑ тата усал — пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса-хутшӑнса тӑраҫҫе, ҫын хӑйен ӑшенчи усала парӑнтарса пурнӑҫра ҫураҫулӑх тупма пултарать тени.
Сувар-пулкарсем хӑйсен авалтан пыракан культурине XIX-мӗш ӗмӗрчченех сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакна Хусан кӗпӗрнинче пурӑнакан йӑхсемпе унта сарӑлнӑ ӗненусене палӑртакан 1868 ҫулта хатӗрленӗ статистика таблицинче те курма пулать. Православире пурӑннӑ чӑвашсен хисепӗ унта 353 760 ҫынпа тан, Зороастр вӗрентӗвӗпе фетишизмӑн тата шаманизмӑн уйрӑм палӑрӑмӗсене тытса пыракансем — 6 812 ҫын. Тӗпчевҫӗсен шучӗпе вара, кашни приххута лайӑхрах тишкернӗ пулсан, зороастриецсен хисепӗ тата пысӑкрах пулма пултарнӑ ("Материалы для этнографии России" ӗҫри хушӑм пай). Сувар-пулкарсемпе зороастриецсен культурисенче пӗрпеклӗх нумай пулнӑран XIX-мӗш ӗмӗрти тӗпчевҫӗсем вӗсене пӗр тесе палӑртнӑ.
Кирек епле халӑхӑн та пурнӑҫ хавалӗ тата вӑл хӑйне этнос пек сыхласа хӑварасси чӑн малтан унӑн истори астӑвӑмӗнчен (хӑйӗн аталанӑвӗнчи пулӑмсене манман- нинчен) килет, ытти пулӑмсемпе паллӑсем унашкалах пысӑк пӗлтерӗшлӗ мар. Хӑй камран пулса кайнине манакан историре пӗр йӗр хӑвармасӑр ҫухалатех. Халӑхӑн истори астӑвӑмне вара этносӑн тӗнӗ ҫирӗплетсе тӑрать. Су- вар-пулкар чӗлхинче "религия", "вера" сӑмахсене "тӗн" сӑмах тӳр килет. Ҫак сӑмахах "ось" ("тӗнӗл") сӑмахпа та пӗр, ун тавра халӑх культури аталанать. Тӗне суя вӗрентусемпе улӑштарма пуҫӑнсанах халӑх хӑйне пӗтерес ҫул ҫине тӑрать. Тӑванхалӑх кӑмӑлӗ-хавалӗпехавхаланса пурӑнакан этем кӑна пайӑр чун-чӗреллӗ те ӑс-хакӑллӑ ҫитӗнме пултарать, вӑл вӑхӑт иртнӗҫемӗн пыракан ӑру сыпӑкӗсен ылмашӑвӗнче те хӑйӗн вырӑнне ҫухатмасть, культура тӗлӗшӗнчен туллин аталанать. Халӑх хушшин- че пурӑнни, халӑхпа пурӑнни унӑн чун-чӗринчи паха енӗсене вӗҫӗмсӗр аталанма май парать (Мадуров, 2004. С. 149).
Сувар-пулкарсен ҫын ячӗсен тата мифологийӗнчи ячӗсен хушшинче тахҫан куршӗллӗ пурӑннӑ халӑхсен авалхи ячӗсемпе ырӗсен (туррисен) ячӗсемпе тур килеҫӗ. Акар (сув. -пулк. — "ҫӗр ырӑ") — Акер (египет. — "Ҫӗр турри"); Ама (сув. -пулк. — "анне-ырӑ") — Аматура (месопотам.); Лу- патака (сув. -пулк. — "мӑйракаллӑ така") — Лубадага (Ме- сопотамири авалхи хурритсен — "кереме (храм) сыхлакан ырӑ"); Мӑртӑк (сув. -пулк. — "манӑҫ ырӑ") — Мардук (ассир. — "ырӑ"); Саватар (сув. -пулк. — "тӗрӗслӗх ырӑ") -Савитар (ав. -инд. — "телейӗн хӗвел ырри"); Савушка, Савӑш (сув. — пулк. -сав, савӑш "любить") — Шавушка Sa (w) -uska (хуррит. — "юратупа илпеклӗх-тухӑҫлӑх турри"); Сехмет (сув. -пулк. — "вӑрҫӑпа хуҫаланакан хӗрарӑм ырӑ") — Сохмет (египет. — хуррит. — "вӑрҫӑ турри"); Хӑямат (сув. -пулк. — "ҫӗр айӗнчи тӗнче хуҫи (усалӗ) ") — Тиамат (месопотам. — "тӗттӗм тӗнче хуҫи (усалӗ) "); Шемике, Шемака (сув. -пулк. чӗлхинче халӑх ячӗ) — Шимиге (хуррит. — "хӗвел турри"), Шамаш (шумер-аккад. — "хӗвел турри") т. ыт. те.
Сувар-пулкар ячӗсен хушшинче хурритсен ячӗсен мал- танхи пайӗпе тур килекен тӗслӗхсем те пур (Ху-Тешуб, Ник-Тешуб, Шерпи-Тешуб (Se-er-pi), Лиги-Тешуб, Кипи-Тешуб, Анхите-Тешуб, Шильва-Тешуб, Тату-хепа, Пуду-хепу, Шувар- Хепа, Тиш-Аталь). Ятсен пӗр ушкӑнӗн палли — хурритсен ячӗсенче тӗл пулакан -пи компонетпа вӗҫленни (хурритсен "Аниш-Хирпи" ячӗпе танл.) : Энтепи, Савнепи, Хӗрпи т. ыт. те. Ку ятсем — Кавказӑн сылтӑм (хӗвел тухӑҫ) енче сарӑлнӑскерсем. Месопотамири (Сирири район) чи авал- хи Аштапи Турӑ, шумерсен патшин хӗрӗ — Паупи жрица ҫакнашкал компонентпа вӗҫленекен ятлӑ пулнӑ (Мадуров, 2004. С. 7). Авалхи субартсен ячӗсемпе пӗрешкел сувар- пулкар ячӗсем те пур: Stbi, Sebbu (Haas. 1988) — Шеппи (сув. -пулк.).
Савир (Сувар) патшалӑхӗнчи сувар-пулкар ячӗсем VI-мӗш ӗмӗртенпе паллӑ, Аслӑ Пулкарта — VII-мӗш ӗмӗртенпе, Хазар каганатӗнче — VIII-X-мӗш ӗм., Дунайҫи Полкарпа Атӑлҫи Пулкарта — X-XIV-мӗш ӗм. паллӑ. Вӑл вӑхӑтра "чӑваш" ятлӑ халӑх пул- ман. "Чӑваш" ят Хусан ханстви тапхӑрӗнче пулса кайнӑ. Ҫакӑ сувар-пулкар халӑхӗ монгол-тутарсене парӑнмасӑр вӗсене хирӗҫ нумай-нумай ҫул кӗрешнӗрен чингизидсем йӗркеленӗ ҫӗнӗ патшалӑхра сувар тата пулкар этнонимсене усӑ курма чарнипе ҫыхӑннӑ.
Сувар-пулкар ячӗсен хушшинче гуннсен вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыру палӑкӗсенче укерӗнсе юлнӑ ячӗсемпе пӗр пеккисем те тӗл пулкалаҫҫӗ. Тӗслӗхсем: Аттила — Атила сувар ячӗ; Азинтей (гунсен ҫар пуҫӗ) — Асентей; Аникис- ий — Аней, Аника, Аниса, Оника, Оникей, Ониска, Ониса т. ыт.; Завур (Баян ҫумӗнчи ҫар пуҫӗ) — Самур, Самурса; Керка (Аттила арӑмӗ) — Крика, Кринка, Крылка, Херкка т. ыт.; Ирнак (Аттила ывӑлӗ) — Ернука, Эрнук; Рекана — Река, Рика; Элак (Аттила ывӑлӗ) — Еляк т. ыт. те.
Кунта палӑртса тухнӑ ятсем сувар-пулкар халӑхӗ хунн йӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑнусенче пулнине кӑтартнине пӗр иккӗленмесӗрех йышӑнмалла.
Ҫурҫӗр Кавказпа Азов таврашӗнчи Аслӑ Пулкар патшалӑхне VII ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенче савирсем (суварсем), алансем, кутигурсем, утигурсем, оногур- сем тата вӗсемпе тӑванлӑ ытти халӑхсем кӗнӗ те болгар (пулкар — кар тӑрса пӗр пул тенине пӗлтерет) пӗтӗмӗшле этнонимпа пӗр йыша чӑмӑртаннӑ.
Пулкар кнеҫӗсен ячӗсем (Куврат, Аспарух, Батбай, Баян, Тервель, Умор, Крум, Телец, Совинех, Севар, Омор- таг, Авитохл, Дуло, Ирник, Кормисош, Таркан, Емиар, Калутеркон, Кувиар, Чакар, Сандилх, Хиниал, Сурсу- бул, Талиб, Чигат т. ыт.) — авалхи пулкар (протоболгар) тапхӑрӗнче пулса кайнӑскерсем, вӗсемпе пуринпе те тенӗ пекех пӗр пекреххисем сувар-пулкар чӗлхинче пур. Ҫавятсем 1905 ҫулта В. К. Магницкийтунӑ списока кӗнӗ (Эсперук, Тевел, Карам, Савинь, Савиней, Савар, Торхан, Ерми, Кавар т. ыт.). Севар кнеҫ ячӗ вара савир (сувас, сувар) этнонимпа ҫыхӑннӑ.
В. К. Магницкий списокне пӑхсан сувар-пулкарсен ячӗсенчен чылайӑшӗ X—XIII ӗмӗрсенчи Атӑлҫи Пулкар патшисен ячӗсемпе тӳр килнине куратпӑр: Алмуш — Алмет, Алмит, Эльмуш; Джафар — Сафар; Айдар — Айтар (паян та сувар-пулкарсен тӑхӑмӗсем пурӑнакан Айдарово ятлӑ ял пур); Мумин — Мумекей; Туки — Тука, Тукач, Тукта, Туптул (Тукас ятлӑ ял, Туктанов, Туптов хушаматсем); Талиб — Тала, Талик; Шимун — Шимка; Забир — Сапир, Супар, Сапар (куятсем сувар этнонимпа ҫыхӑннӑ); Саид — Саит, Сеит; Селим — Селик, Сели, Селим — Селик, Сели, Селин, Селит, Селюк; Мурат — Мурат, Мурта; Микаил — Мика; Ильгам — Илка, Илкей, Имет; Булат — Пулат т. ыт. те (Каховский, 2003. С. 202, 224, 232, 251-252, 295-296).
Сувар-пулкарсене Христос тӗнне йышӑнтарасси ("шыва кӗртесси") Хаяр Йӑван (Иван Грозный) патшара тӑнӑ чухнех пуҫланнӑ. Анчахкупулӑм халӑхпурӑннӑ ҫурҫӗр енче ҫеҫ сарӑлнӑ, кӑнтӑрарахри халӑх вара малалла та хӑй тӗнӗпех пурӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ патшан туре-шари сувар-пулкарсемпе Атӑл таврашӗнчехӑйсен тӗнӗпе пурӑнакан ытти халӑхсене "ясачные чюваша", урӑхла каласан, "языческие чуваши" ятпа палӑртма пуҫланӑ (В. И. Даль хатӗрленӗ "Толковый словарь живого великорусского языка" ӗҫӗн 4-мӗш томӗ; 1882 ҫ.).
Истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Г. А. Николаев та Атӑл тӑрӑхӗнче пурӑннӑ "ясак чӑвашӗсем" ("ясачные чуваши") — ирҫе-мӑкшӑсем, ҫармӑссем, удмуртсем, ту- тарсем, вырӑссем -патшалӑха "ясак" (рента куланай) туленӗтет (Никольский, 2007. С. 411—412).
Пирӗн несӗлсен сувар-пулкар ячӗсемпе йӑли-йӗрки XVIII ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче ҫухалма пуҫлаҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсене ирӗксӗрлесе Христос тӗнне йышӑнтарас ӗҫе тата та вӑйлатнипе ҫыхӑннӑ. Сувар-пулкарсене ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе "шыва кӗртме" тытӑнаҫҫӗ, вӗсен хушшинче сарӑлнӑ ҫын ячӗсене, ял-хулапа ытти вырӑнсен ячӗсене, вӗсене саккунсӑр тесе, усӑ курма чараҫҫӗ. Алтарь умне ҫынсем Алапай Маметов, Ентер Иватков, Етриван Оливанов, Ытмар Пикметов, Анук Текешова, Нарспи Касанова ятпа тӑраҫҫӗ, кайран вара чиркӳрен ҫӗнӗ ят илнӗ икӗ Иван, икӗ Василий, икӗ Прасковья тухать. Ҫапла майпа православи чиркӗвӗ ҫирӗппӗн, тӗллевлӗн, ним шелсӗр парӑнтарнӑ ҫынсен чи таса "пурлӑхне" — ячӗсене, ӗненӗвӗсене — пӗтернӗ, ӑрусен хушшинчи ахаль те черчен ҫыхӑнӑва тӳрккессӗн татнӑ (Отрывнов, 2012. С. 9, 10).
XIX-мӗш ӗмӗр варринче вырӑс патшалӑхӗн ертӳҫисен халӑхсене христианство енне ҫавӑрас шухӑшӗ каллех ҫӗнӗрен вӑй илме пуҫлать. Проповедниксемпе священ- никсем ялтан яла ҫуресе хӑйсен тӗнне тытса пыракан халхӑхсене ирӗксӗрлесе православие кӗртеҫҫӗ. Малтанхи пекех чылай ҫӗрте халӑх ҫак ӗҫ-пуҫа хирӗҫ тӑнӑ, алла хӗҫ- пӑшал тытакансем те, "шыва кӗртесрен" хӑтӑлас тесе вӑрмансене таракансем те, нухрепсенче пытанакансем те пулнӑ. Ҫак вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ та ӗнтӗ 1909 ҫулта Дюла Месарош Улхашра ҫырса илнӗ хурлӑхлӑ юрӑ.
Ула сысна пусрӗҫ,
Тушне кӗрекене хучӗҫ.
Ҫи терӗҫ те ҫимерӗм,
Мӑйӑма ҫӗҫӗ хучӗҫ.
Вырӑс тури тӑчӗ пирӗн ҫие,
Асатте-асанне тӗнне ҫухатма.
Рехмет патшана,
Пире асатте-асанне
Тӗнӗпе усрать.
Ялти ват ҫынсем каланӑ тӑрӑх, патша патне янӑ пӗр ҫын халӑх ячӗпе миссионерсен пусмӑрне чарма ыйтнӑ- мӗн. Патша вара Улхашра пурӑнакансене хӑйсен тӗнӗпе пурӑнма ирӗк панӑ имӗш (Дюла Месарош, 2000. С. 17).
Ҫапла майпа сувар-пулкар халӑхне "чӑваш" теме пуҫлаҫҫӗ, православи йышӑнтарсан вӗсем Василий Ива- новичсем пулса тӑраҫҫӗ. Тутарсен йӗкӗлтевлӗ хушма ячӗ "князь" (кнеҫ) пулнӑ, чӑвашсен — "Василий Иванович". Чӑвашсене православи йышӑнтарма янӑ Вениамин Пуцек- Григорович иеромонах вӗсене ушкӑнӗпе "шыва кӗртнӗ" май пурне Василий ят хунӑ, унпа пӗрле пулнӑ Иван Афанасьев дьякон вӗсен "хресна ашшӗ" пулнӑ, ҫавна кура чӑвашсем Василий Ивановичсем пулса тӑнӑ иккен (Уяр Ф., Мучи И., 1946. 101 с.). Халӑхра вара вырӑсла ятсемпе тан чӑваш ячӗсем те сарӑлаҫҫӗ: Ванюк (вырӑсла — Ваня), Ваҫка, Ваҫҫа (Василий), Ивук (Иван), Нинук (Нина), Кӑлати (Клавдия), Хӗветле (Фекла) т. ыт.
Паянхи пурнӑҫа пӑхсан ирӗксӗрех ыйтас килет: мӗн пулнӑ пирӗн авалтан пыракан халӑха? Вӑхӑт нумаях иртмен пулин те вӑл палӑрмаллах улшӑннӑ: ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхни, пӗрне-пӗри виҫесӗр ӑмсанни, сӗмсӗр ҫӑткӑнлӑх пусса илнӗ пирӗнялсене. Ӗҫченлӗх-хастарлӑх таҫта кайса кӗнӗ, ун вырӑнне — пуш сӑмах вылятни, пур чухне те май- лаштаркаласа пурӑнма тӑрӑшни... Хитре сӑмах-пуплеве шанма пач та юрамасть. "Йӗркеллӗ ҫын яка чӗлхеллӗ пулмасть, суякан — яка чӗлхеллӗ" (Лао Цзи).
Пирӗн халӑхӑн чунӗ сивлек те тӗксӗм, пурне те пӗтерме ӑнтӑлакан вӑйпа тулса ларнӑн туйӑнать. Эпир хамӑра хамӑр тамӑка хупса хунӑ. Анчах та манас марччӗ: тамӑкра унта юлас текенсем ҫеҫ юлаҫҫӗ; ӗненӳ пулсан тупен ху кӑмӑллакан ҫуллӗшне ҫитме пулать (Никитина, 1999. С. 207).
Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн та ҫӗр-шыв ертуҫисем халӑхӑн авалтан ҫирӗпленнӗ йӗркисене, йӑлисене, куль- турине путлантарас тесе пур майсемпе те усӑ курма тӑрӑшнӑ. Ҫапах та нушаллӑ-тертлӗ пурнӑҫра та, йӗплӗ- куҫҫульлӗ кун-ҫулра та, истори аталанӑвӗнчи йуҫӗ те вут- ҫулӑмлӑ самантсенче те пирӗн халӑхӑн несӗлӗсем хӑйсен чи паха мулне — тӑван чӗлхине — упраса хӑварма пултарнӑ. Юлашки ҫулсенче, шел пулин те, тӑван чӗлхене сума сӑвасси палӑрмаллах йӑшрӗ. Ӗмӗрсен тӑршшӗнче тытса пынӑ ырӑ йӑла-йӗрке те, халӑхӑн кулленхи культурин паха енӗсем те аваллӑхра юлчӗҫ пулас... Куҫ умӗнчех пирӗн халӑхӑмӑрӑн ырӑ йӑли-йӗркисенчен пӗри — ниме (пӗрне- пӗри ушкӑнпа пухӑнса пулӑшасси) -хавшаса пырать. Сиссе те юлаймарӑмӑр — хамӑр та "тӑвансене маннӑ Ивансене" туха пуҫларӑмӑр (Алмантай, 2009. С. 48).
В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 272 с., ил.
- 3974 просмотра