Çеçенхирти пушар. Поэмăсем
Русаков А. Н.
Ҫеҫенхирти пушар. Поэмӑсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2010. — 88 с.
Русаков А. Н.
Пожар в степи. Поэмы. — Чебоксары: Новое время, 2010. — 88 с.
© Русаков А. Н., 2010
Тупмалли
Кӑлканлӑ уйсем-хирсем
Тӗп халӑхӑмӑртан аякра пурӑнакан тӑванӑмӑрсем чӑваш халӑхӗн иртнӗ кун-ҫулӗпе уйрӑмах хытӑ кӑсӑкланаҫҫӗ. Вулакансем пит хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ Василий Николаев, Микул Ишимбай, Геннадий Челпир хунсем, сарматсем, сӑварсемпе пӑлхарсем ҫинчен ҫырнисене. Вӗсем: «Ӗнерхи куна манакана ыранхи кун тавӑрать», — тенине тӗпе хурса ҫырнӑ пулас.
Акӑ, пирӗн алӑра — Аркаднй Русаковӑн ҫӗнӗ кӗнеки. Унта пилӗк поэма, апла пулин те ҫав хайлавсенче ҫынсем хушшннчен суйласа илнӗ тӗп геройсем ҫук, вӗсенчи тӗп герой — пӑлхар-чӑваш, сувар-чӑваш, хунн-чӑваш халӑхӗ. Кунашкал хайлавсем вырӑс, тутар, пушкӑрт тата ытти халӑхсен литературинче те ҫук мар. Тӗслӗх вырӑнне, М. Лермонтовӑн «Бородино» поэмине илме пулать. Поэмӑри тӗп герой — халӑх.
Аркадий Русаков ӗҫлесе пурӑнакан Хветӗркке сали тавра — куҫ виҫейми ҫеҫенхир. Хӑть кӑнтӑралла пӑх — тинӗс евӗр хумханса выртакан кӑлканлӑ хир, хӑть ҫурҫӗрелле, тухӑҫалла е анӑҫалла пӑхсан та ҫавах: кӑлкан, кӑлкан, кӑлкан... Мӗн ачаллах ҫакнашкал виҫесӗрлӗхе курса ӳснӗрен-ши, А. Русаков та хӑйӗн поэмисене кӑлканлӑ ҫеҫенхирсем пекех сарать. Мӗнех — кашнин хӑйӗн мелӗ, хӑйӗн меслечӗ. Эпир пурте — тӗрлӗ ҫынсем, ҫырма та тӗрлӗрен ҫыратпӑр. Ара, чӑн-чӑн литературӑн илемӗ те ҫавӑнта мар-им-ха?
Аркадий Русаков 1952 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пушкӑртстан Республикинчи Кинчеккей ятлӑ ялта ҫуралнӑ. Вӑтам шкул хыҫҫӑн Совет Ҫарӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн медицина институтӗнче вӗреннӗ. Пушкӑртстанрн Фёдоровка салинчи район пульницинче неврологи уйрӑмӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫлет.
Раҫҫей Писателӗсен союзӗн членӗ. Унӑн кӗнекисем: «Инҫетри тухӑҫра, чикӗре...» (2004), «Чуллӑ вар» (2006), «Страницы чувашской истории» (2006), «Ҫеҫенхирти пушар» (2010).
- 3905 просмотров