Хаклă чулсем
Алмаз хӗрӳллӗ, янкӑр тӑрӑллӑ,
Хӗвел ҫуттинчен шӑп аталаннӑ,
Ялкӑшать ҫутӑ пайӑркисемпе,
Куҫ вӑйне вӑрттӑн илсе ҫиҫӗм пек.
Бриллиант ҫӗкленӳллӗ йӑлтӑркка,
Тикӗслесе кӗтесленӗ алмаз,
Мӑнаҫлӑ йӑлкӑшать тӗрлӗ тӗспе —
Асамат кӗперӗ тӗсӗсемпе.
Корунд пуринчен хаклӑ-хытӑ чул,
Тахҫанхи якатмалли наждак вӑл,
Корундӑн йӑмӑх тӗслӗ йышшисем:
Хӗрлӗ рубин, кӑвак сапфир чулсем.
Хӗрлӗ рубин ытарайми чаплӑ,
Савнӑ чулсенчен тулли асамлӑ,
Илӗртет тивӗҫлӗ ҫулӑмӗпе,
Ҫӗнтерсе тӗсӗн ҫӑралӑхӗпе.
Юмӑҫсен хисеплӗ хӗрлӗ рубин —
Вут-хӗмлӗ драконӑн юн муклашки,
Илсе килнӗ ӑна Европӑна
Аслӑ полководец Македонский.
Кӑвак сапфир витӗмлӗ кӑмӑллӑ,
Тӗплӗ ҫӗнтерӳллӗ — асамӑҫлӑ,
Килентерет кирек хӑш эрешре
Кӑваккӑн чечексен тӗрлӗлӗхпе.
Ӗлӗкхи Египет чӳк пуҫӗсем
Ҫакса ҫӳренӗ паха сапфирсем.
Библи тӗлӗшпе Соломон патшан
Пичетӗ пулнӑ кӑвак сапфиртан.
Утмӑлкка тӗслӗ сапфир хӳхӗмлӗ,
Йӑлтӑртатать илӗртсе ҫӑлтӑр пек.
Сапфир Корольсен вӗҫсӗр символӗ,
Тӳрӗлӗх, ҫӗнтерӳ, власть паллисем.
Изумруд чакӑр симӗс хӗлхемлӗх,
Ытти черчен чулсенчен капӑрлӑх,
Ҫынна телей кӳрекен илемлӗх.
Изумруд тӗрӗслӗхпе паллӑрах.
Изумруд хӗрлӗхе упраканӗ,
Шӑрҫа хуҫисен ырӑ канӑҫӗ,
Пуянлӑха та илӗртекенӗ,
Тунсӑха салатса яраканӗ.
Мономах ҫӗлӗкне эрешлесе
Рубин-изумрудпа венчетленӗ
Российӑри пӗтӗм патшасене
Пӗрремӗш Петр патшана лариччен.
Ӗлӗкхи ювелир ҫак чулсемпе
Ылтӑнран тунӑ мӑй ҫыххисене,
Чиперлетнӗ куҫлӑ ҫӗрӗсене
Ҫакса ҫӳренӗ патша майрисем.
Библи ҫирӗплетсе каланипе
Моисей хӑйӗн вунӑ халалне
Касса тӗрленӗ корунд пӗрчипе
Лазурит татӑкӗсем ҫийӗнче.
- Версия для печати
- 1891 просмотр