Ташă каçĕ ода

Тавтапуҫ сире, тайма пуҫ пурне те

Хак панӑшӑн ман шухӑша.

Ӑнӑҫу сунатӑп ял халӑхне те

Ырласа таса тупӑша.

 

Пурӑнатӑр эсир вӑрман хӗрринче

Упраса уҫӑ сывлӑша.

Арапуҫ ҫумӗнчи Пӑла шывӗнче

Каҫалла куртӑм акӑша.

 

Арапуҫ вӑтам шкулӗ шыв ҫумӗнче

Ҫутатса тӑрать ял-йыша.

Ҫутӑра курӑнать кашни чӳрече

Кӑтартса ӗҫчен кил-йыша.

 

Савӑнса ҫӳрӗр утса ҫак ҫӗр ҫинче

Кашни кун савса ял-йыша.

Чун-вартан тайма пуҫ ташӑ каҫӗнче

Ырӑ суннӑшӑн янташа.