Çынсен ячĕсем — халăх историйĕн пайĕ

В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Суваро-булгаро-чувашские имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 350 с., ил.

«Сăваплăхшăн тата тивĕçлĕхшĕн тăнă кĕрешÿре сана чи шаннă çынсем сутрĕç пулсан та, сан йĕри-тавра тăшмансем пулсан та, эсĕ тăр пĕччен тăрса юлтăн пулсан та, — ан парăн! Пĕл: эсĕ нихăçан та пĕччен юлмăн, санăн юн тымарĕнче несĕлÿсен, сăваплă арсен юнĕ юхать! Çав юн сана нихăçан та сутмĕ, кирек мĕнле йывăрлăхра та çăлĕ! Эсĕ те çак юна ан сут!».

Несĕлсен пехилĕ

Çынсен ячĕсенче, тĕрлĕ вырăнпа ял-хула тавраш ячĕсенче халăх культури, унăн кулленхи пурнăçĕ тата истори аталаннăçемĕн ытти этноссемпе вăл е ку çыхăнура пулни укерĕнсе юлать. Тĕрлĕкультура çыннисем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăннă май ятсем тепĕр халăх чĕлхине кĕрсе çирĕпленеççĕ, темиçе халăх хушшинче сарăлнă ятсем пулса тăраççĕ. Çапах та вĕсем хăйсен "тăван" халăхĕн ăс-хакăл пурлăхĕ пулма пăрахмаççĕ, ун наци символĕсем пулса юлаççĕ.

Кашни çемьен йăх-ăру ячĕ ("кăк ят") пулнă, вăл ĕмĕрсем иртнĕçем ламранлама куçса ăрăвăн ырă енĕсене аталанма-çирĕпленме пулăшнă. Çавăнпа та тин çуралнă ачана унăн несĕлĕсемпе, Тăван çĕр-шывпа, тăван çут çанталăкпа çыхăннă ят панă.

Сувар-пулкар ячĕсен тарăн пĕлтерĕш тата вăрттăн вăй пулнă. Тĕрĕс суйласа илнĕ ятпа пĕрле çын авалхи мăн аслашшĕсен пехилне тивĕçнĕ, ятпа пĕрле ун чунĕнче хăюлăхпа паттăрлăх, тÿрĕ кăмăлпа этеплĕх, юратупа юмартлăх, сывлăхпа илем вырăн тупнă. Ăнăçсăр ят вара унăн хуçин пурнăçне сиен кÿрсе тăма пултарнă.

Авалтанпах ят этемĕн ăс-хакăлĕпе чун хавалĕн пайĕ шутланнă. Вăхăт иртнĕçемĕн ята улăштарас йĕрке те çакăнпах çыхăннă. Çын ÿснĕрен унăн ячĕ, тумтир пекех, "пĕчĕкленсе юлать" тесе ĕненнĕ. Китайра акă пĕчĕк ача- сен "сĕт ячĕ", шкул çулне çитсен "шкул ячĕ" пулнă; туй хыççăн çемьеллĕ çын ятне йышăннă; кирек хăш тÿре-шара çынни те ĕçри ята тивĕçмелле пулнă. Пирĕн мăн асатте- сем вара ята çичĕ юта пĕлтерсен инкек-синкек сиксе туха- тех тесе шутланă. Çакна пула сĕм авалхи йăхсен йышĕнче этемĕн чăнятне пытарса пурăннă, куллен усă курма урăх ят панă. Ятпа çыхăннă тепĕр йăла та тĕл пулать: вилнĕ тăванятне тин çуралнă ачанахурасси. Таджиксем çуралнă ача валли халь пурăнакан тăвансем хушшинче çук ята кăна суйлаççĕ. Ку йăлан сăлтавĕ — тахçан ятпа пĕрле чун та куçать тесе ĕненнинче. Пирĕн халăхăн хавалĕсенчен пĕри те — мăнуксене аслашшĕ-асламăшĕн е кукашшĕ-кукамăшĕн ятне парасси- çак ĕненÿренех аталаннă (МР. ССГД. 2008. С. 13, 15).

Ят этем сăнарне калăплать, ăна сыхлать, унăн шăпине пĕтĕмĕшле шăнăрласа тăракан паллă пулать. Пĕр-пĕр халăх йышĕнче сарăлнă ятсен ушкăнĕ (унăн культури пекех) — пĕтĕмĕшле цивилизацин тĕнĕлĕ, Тăван çĕр-шывăн иксĕлмиянăравĕ тата чапĕ. Ят кашни çыннăнне кăна мар, кашни халăхăн шăпине хайлать, ун аталанăвĕн çул-йĕрĕнче чи паллă вырăнсенчен пĕрне йышăнса тăрать. Ятпа çыхăннă çак витĕмлĕ вăйсене тĕп тăвасси миссионерсен умĕнче тăракан пирвайхи тĕллевсен шутĕнче пулнă.

Хăйĕн культуринчи пайăрятсене (çынячĕсене, йăх-ăру ячĕсене) çухатсан халăх хăйне уйрăм этнос пек туйми пу- лать, никама пăхăнман этнос пулма пăрахать. Пайăр ят- сем иксĕлни-пăчланни халăхăн хăйĕн аталанăвĕнче çуралса çирĕпленнĕ аслă паллăсем (символсем) çĕтнипе тан. Ку- нашкал халăх чунсăр-чĕресĕр пулса юлать, хăйĕншĕн ют пулса тăнă тĕнчере тăлăххăн пурăнма пуçлать.

В. К. Магницкий 10 582 (вунă пин те пилĕк çĕр сакăр вун икĕ) арçын тата 900 (тăхăр çĕр) хĕрарăм ятне тупса çырса хăварни паллă. Ку вăл, паллах, темиçе ĕмĕр тăршшĕнче халăхра сарăлнă ятсен тулли списокĕ мар. Кÿршĕллĕ пурăнакан халăхсен хушшинче кăна, тĕслĕхрен, В. К. Магницкий кĕнекине кĕреймен сувар- пулкар ячĕ чылай тĕл пулать. Ку кĕнеке никĕсĕнче -Шу- пашкар уесĕнче пурăнаканхалăха шута илме 1718-1723 çулсенче ирттернĕ 1-мĕш çырав (ревизи) ал çырăвĕнчи çын ячĕсем. Унсăр пуçне вăл унта 1782 тата 1795 çулсенчи çырав материалĕсенчен, С. Мельников пухнă документсенчен тата XIX-мĕш ĕмĕрти тĕпчевсенчен илнĕ ятсене те кĕртнĕ. Кĕнеке "Чувашские языческие имена" ятпа кун çути курнă.

XVIII-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче миссионерсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче пурăнакан вырăс мар халăхсем пирки сăмахпынă чухне "язычник" тата "язычество" термин- семпе усă курма пуçлаççĕ, 1917 çулчченех вĕсен литера- туринче ку терминсем пĕрмаях "погань" (йĕрĕнчĕк), "свинья" (сысна), "нечистый" (таса мар) сăмахсемпе пĕрле тĕл пулаççĕ (Салмин, 2007. С. 5, 6). Çапла вара "язычник" лексемăна çине-çинех ун пĕлтерĕшне ятарласа пăсса усă курнипе унăн пирвайхи "калаç", "чĕлхеллĕ пул", "пупле" тенипе çыхăннă ырă пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленсе пач çухалать (И. Я. Яковлев паллă просветитель те "язычник" термина "суя тĕне ĕненекен" тесе куçарнă). Çавăнпа та ку сăмахсене сувар-пулкар ячĕсем çинчен калаçнă-çырнă чухне усă курни тĕрĕс мар (Ювенальев, 2012. С. 292, 293).

Сувар-пулкар тĕнĕпе чÿк йĕрки ку халăх пĕртен-пĕр Турра кăна ĕненнине кăтартни паллă ĕнтĕ. Кунсăр пуçне сувар-пулкарсем ырăсемпе усалсем пуррине ĕненнĕ, ан- чах нихăçан та вĕсене Турă тесе каламан. Сувар-пулкар тĕнĕнче "Турă — пĕртен-пĕрре" тесе çирĕплетни уçăмлăн палăрса тăрать. Эппин ку тĕн нимле майпа та "язычество" пулма пултараймасть. В. К. Магницкий — вырăс тĕпчевçи; вăл, сувар-пулкар чĕлхине те, ĕненĕвĕсене те тĕплĕн пĕлейменскер, ун мифологийĕн тĕп уйрăмлăхĕсене те ăнкарайманскер, çапла шухăшланă пулас: сăмах "язычество" ("хура" тĕн) çинчен пырать-тĕк — кашни сăнар, кашни сăнлăх Турă шутланмалла. Çакна тĕпехунипе тата ют чĕлхене пĕлсех çитерейменрен вăл хăйĕн ĕçĕсенче чук кĕллисенче тĕл пулакан вырăсла тÿрремĕн куçарма май килмен сăмахсене пурне те (çав шутра чир ячĕсене те) нимле йĕркене пăхăнмасăр Турă тесе палăртса пынă (Дюла Месарош, 2000. С. 17, 21, 26).

Зороастризмра сувар-пулкар культурин авалхи чăнлăхĕсем упранса юлнă. Зороастризм тĕнĕпе философийĕ икĕ тĕп принцип çинче никĕсленсе тăраççĕ. Вĕсенчен пĕри — сувар-пулкарсенни пекех — пĕртен-пĕр Турра ĕненни. Тепри вара икĕ хире-хирĕçле вăй — ырă тата усал — пĕр-пĕринпе çыхăнса-хутшăнса тăраççе, çын хăйен ăшенчи усала парăнтарса пурнăçра çураçулăх тупма пултарать тени.

Сувар-пулкарсем хăйсен авалтан пыракан культурине XIX-мĕш ĕмĕрчченех сыхласа хăварма пултарнă. Çакна Хусан кĕпĕрнинче пурăнакан йăхсемпе унта сарăлнă ĕненусене палăртакан 1868 çулта хатĕрленĕ статистика таблицинче те курма пулать. Православире пурăннă чăвашсен хисепĕ унта 353 760 çынпа тан, Зороастр вĕрентĕвĕпе фетишизмăн тата шаманизмăн уйрăм палăрăмĕсене тытса пыракансем — 6 812 çын. Тĕпчевçĕсен шучĕпе вара, кашни приххута лайăхрах тишкернĕ пулсан, зороастриецсен хисепĕ тата пысăкрах пулма пултарнă ("Материалы для этнографии России" ĕçри хушăм пай). Сувар-пулкарсемпе зороастриецсен культурисенче пĕрпеклĕх нумай пулнăран XIX-мĕш ĕмĕрти тĕпчевçĕсем вĕсене пĕр тесе палăртнă.

Кирек епле халăхăн та пурнăç хавалĕ тата вăл хăйне этнос пек сыхласа хăварасси чăн малтан унăн истори астăвăмĕнчен (хăйĕн аталанăвĕнчи пулăмсене манман- нинчен) килет, ытти пулăмсемпе паллăсем унашкалах пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Хăй камран пулса кайнине манакан историре пĕр йĕр хăвармасăр çухалатех. Халăхăн истори астăвăмне вара этносăн тĕнĕ çирĕплетсе тăрать. Су- вар-пулкар чĕлхинче "религия", "вера" сăмахсене "тĕн" сăмах тÿр килет. Çак сăмахах "ось" ("тĕнĕл") сăмахпа та пĕр, ун тавра халăх культури аталанать. Тĕне суя вĕрентусемпе улăштарма пуçăнсанах халăх хăйне пĕтерес çул çине тăрать. Тăванхалăх кăмăлĕ-хавалĕпехавхаланса пурăнакан этем кăна пайăр чун-чĕреллĕ те ăс-хакăллă çитĕнме пултарать, вăл вăхăт иртнĕçемĕн пыракан ăру сыпăкĕсен ылмашăвĕнче те хăйĕн вырăнне çухатмасть, культура тĕлĕшĕнчен туллин аталанать. Халăх хушшин- че пурăнни, халăхпа пурăнни унăн чун-чĕринчи паха енĕсене вĕçĕмсĕр аталанма май парать (Мадуров, 2004. С. 149).

Сувар-пулкарсен çын ячĕсен тата мифологийĕнчи ячĕсен хушшинче тахçан куршĕллĕ пурăннă халăхсен авалхи ячĕсемпе ырĕсен (туррисен) ячĕсемпе тур килеçĕ. Акар (сув. -пулк. — "çĕр ырă") — Акер (египет. — "Çĕр турри"); Ама (сув. -пулк. — "анне-ырă") — Аматура (месопотам.); Лу- патака (сув. -пулк. — "мăйракаллă така") — Лубадага (Ме- сопотамири авалхи хурритсен — "кереме (храм) сыхлакан ырă"); Мăртăк (сув. -пулк. — "манăç ырă") — Мардук (ассир. — "ырă"); Саватар (сув. -пулк. — "тĕрĕслĕх ырă") -Савитар (ав. -инд. — "телейĕн хĕвел ырри"); Савушка, Савăш (сув. — пулк. -сав, савăш "любить") — Шавушка Sa (w) -uska (хуррит. — "юратупа илпеклĕх-тухăçлăх турри"); Сехмет (сув. -пулк. — "вăрçăпа хуçаланакан хĕрарăм ырă") — Сохмет (египет. — хуррит. — "вăрçă турри"); Хăямат (сув. -пулк. — "çĕр айĕнчи тĕнче хуçи (усалĕ) ") — Тиамат (месопотам. — "тĕттĕм тĕнче хуçи (усалĕ) "); Шемике, Шемака (сув. -пулк. чĕлхинче халăх ячĕ) — Шимиге (хуррит. — "хĕвел турри"), Шамаш (шумер-аккад. — "хĕвел турри") т. ыт. те.

Сувар-пулкар ячĕсен хушшинче хурритсен ячĕсен мал- танхи пайĕпе тур килекен тĕслĕхсем те пур (Ху-Тешуб, Ник-Тешуб, Шерпи-Тешуб (Se-er-pi), Лиги-Тешуб, Кипи-Тешуб, Анхите-Тешуб, Шильва-Тешуб, Тату-хепа, Пуду-хепу, Шувар- Хепа, Тиш-Аталь). Ятсен пĕр ушкăнĕн палли — хурритсен ячĕсенче тĕл пулакан -пи компонетпа вĕçленни (хурритсен "Аниш-Хирпи" ячĕпе танл.) : Энтепи, Савнепи, Хĕрпи т. ыт. те. Ку ятсем — Кавказăн сылтăм (хĕвел тухăç) енче сарăлнăскерсем. Месопотамири (Сирири район) чи авал- хи Аштапи Турă, шумерсен патшин хĕрĕ — Паупи жрица çакнашкал компонентпа вĕçленекен ятлă пулнă (Мадуров, 2004. С. 7). Авалхи субартсен ячĕсемпе пĕрешкел сувар- пулкар ячĕсем те пур: Stbi, Sebbu (Haas. 1988) — Шеппи (сув. -пулк.).

Савир (Сувар) патшалăхĕнчи сувар-пулкар ячĕсем VI-мĕш ĕмĕртенпе паллă, Аслă Пулкарта — VII-мĕш ĕмĕртенпе, Хазар каганатĕнче — VIII-X-мĕш ĕм., Дунайçи Полкарпа Атăлçи Пулкарта — X-XIV-мĕш ĕм. паллă. Вăл вăхăтра "чăваш" ятлă халăх пул- ман. "Чăваш" ят Хусан ханстви тапхăрĕнче пулса кайнă. Çакă сувар-пулкар халăхĕ монгол-тутарсене парăнмасăр вĕсене хирĕç нумай-нумай çул кĕрешнĕрен чингизидсем йĕркеленĕ çĕнĕ патшалăхра сувар тата пулкар этнонимсене усă курма чарнипе çыхăннă.

Сувар-пулкар ячĕсен хушшинче гуннсен вăтам ĕмĕрсенчи çыру палăкĕсенче укерĕнсе юлнă ячĕсемпе пĕр пеккисем те тĕл пулкалаççĕ. Тĕслĕхсем: Аттила — Атила сувар ячĕ; Азинтей (гунсен çар пуçĕ) — Асентей; Аникис- ий — Аней, Аника, Аниса, Оника, Оникей, Ониска, Ониса т. ыт.; Завур (Баян çумĕнчи çар пуçĕ) — Самур, Самурса; Керка (Аттила арăмĕ) — Крика, Кринка, Крылка, Херкка т. ыт.; Ирнак (Аттила ывăлĕ) — Ернука, Эрнук; Рекана — Река, Рика; Элак (Аттила ывăлĕ) — Еляк т. ыт. те.

Кунта палăртса тухнă ятсем сувар-пулкар халăхĕ хунн йăхĕсемпе тачă çыхăнусенче пулнине кăтартнине пĕр иккĕленмесĕрех йышăнмалла.

Çурçĕр Кавказпа Азов таврашĕнчи Аслă Пулкар патшалăхне VII ĕмĕрĕн 30-40-мĕш çулĕсенче савирсем (суварсем), алансем, кутигурсем, утигурсем, оногур- сем тата вĕсемпе тăванлă ытти халăхсем кĕнĕ те болгар (пулкар — кар тăрса пĕр пул тенине пĕлтерет) пĕтĕмĕшле этнонимпа пĕр йыша чăмăртаннă.

Пулкар кнеçĕсен ячĕсем (Куврат, Аспарух, Батбай, Баян, Тервель, Умор, Крум, Телец, Совинех, Севар, Омор- таг, Авитохл, Дуло, Ирник, Кормисош, Таркан, Емиар, Калутеркон, Кувиар, Чакар, Сандилх, Хиниал, Сурсу- бул, Талиб, Чигат т. ыт.) — авалхи пулкар (протоболгар) тапхăрĕнче пулса кайнăскерсем, вĕсемпе пуринпе те тенĕ пекех пĕр пекреххисем сувар-пулкар чĕлхинче пур. Çавятсем 1905 çулта В. К. Магницкийтунă списока кĕнĕ (Эсперук, Тевел, Карам, Савинь, Савиней, Савар, Торхан, Ерми, Кавар т. ыт.). Севар кнеç ячĕ вара савир (сувас, сувар) этнонимпа çыхăннă.

В. К. Магницкий списокне пăхсан сувар-пулкарсен ячĕсенчен чылайăшĕ X—XIII ĕмĕрсенчи Атăлçи Пулкар патшисен ячĕсемпе тÿр килнине куратпăр: Алмуш — Алмет, Алмит, Эльмуш; Джафар — Сафар; Айдар — Айтар (паян та сувар-пулкарсен тăхăмĕсем пурăнакан Айдарово ятлă ял пур); Мумин — Мумекей; Туки — Тука, Тукач, Тукта, Туптул (Тукас ятлă ял, Туктанов, Туптов хушаматсем); Талиб — Тала, Талик; Шимун — Шимка; Забир — Сапир, Супар, Сапар (куятсем сувар этнонимпа çыхăннă); Саид — Саит, Сеит; Селим — Селик, Сели, Селим — Селик, Сели, Селин, Селит, Селюк; Мурат — Мурат, Мурта; Микаил — Мика; Ильгам — Илка, Илкей, Имет; Булат — Пулат т. ыт. те (Каховский, 2003. С. 202, 224, 232, 251-252, 295-296).

Сувар-пулкарсене Христос тĕнне йышăнтарасси ("шыва кĕртесси") Хаяр Йăван (Иван Грозный) патшара тăнă чухнех пуçланнă. Анчахкупулăм халăхпурăннă çурçĕр енче çеç сарăлнă, кăнтăрарахри халăх вара малалла та хăй тĕнĕпех пурăннă. Çак вăхăтра ĕнтĕ патшан туре-шари сувар-пулкарсемпе Атăл таврашĕнчехăйсен тĕнĕпе пурăнакан ытти халăхсене "ясачные чюваша", урăхла каласан, "языческие чуваши" ятпа палăртма пуçланă (В. И. Даль хатĕрленĕ "Толковый словарь живого великорусского языка" ĕçĕн 4-мĕш томĕ; 1882 ç.).

Истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ Г. А. Николаев та Атăл тăрăхĕнче пурăннă "ясак чăвашĕсем" ("ясачные чуваши") — ирçе-мăкшăсем, çармăссем, удмуртсем, ту- тарсем, вырăссем -патшалăха "ясак" (рента куланай) туленĕтет (Никольский, 2007. С. 411—412).

Пирĕн несĕлсен сувар-пулкар ячĕсемпе йăли-йĕрки XVIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче çухалма пуçлаççĕ. Çакă вĕсене ирĕксĕрлесе Христос тĕнне йышăнтарас ĕçе тата та вăйлатнипе çыхăннă. Сувар-пулкарсене ушкăнĕ-ушкăнĕпе "шыва кĕртме" тытăнаççĕ, вĕсен хушшинче сарăлнă çын ячĕсене, ял-хулапа ытти вырăнсен ячĕсене, вĕсене саккунсăр тесе, усă курма чараççĕ. Алтарь умне çынсем Алапай Маметов, Ентер Иватков, Етриван Оливанов, Ытмар Пикметов, Анук Текешова, Нарспи Касанова ятпа тăраççĕ, кайран вара чиркÿрен çĕнĕ ят илнĕ икĕ Иван, икĕ Василий, икĕ Прасковья тухать. Çапла майпа православи чиркĕвĕ çирĕппĕн, тĕллевлĕн, ним шелсĕр парăнтарнă çынсен чи таса "пурлăхне" — ячĕсене, ĕненĕвĕсене — пĕтернĕ, ăрусен хушшинчи ахаль те черчен çыхăнăва тÿрккессĕн татнă (Отрывнов, 2012. С. 9, 10).

XIX-мĕш ĕмĕр варринче вырăс патшалăхĕн ертÿçисен халăхсене христианство енне çавăрас шухăшĕ каллех çĕнĕрен вăй илме пуçлать. Проповедниксемпе священ- никсем ялтан яла çуресе хăйсен тĕнне тытса пыракан халхăхсене ирĕксĕрлесе православие кĕртеççĕ. Малтанхи пекех чылай çĕрте халăх çак ĕç-пуçа хирĕç тăнă, алла хĕç- пăшал тытакансем те, "шыва кĕртесрен" хăтăлас тесе вăрмансене таракансем те, нухрепсенче пытанакансем те пулнă. Çак вăхăтпа çыхăннă та ĕнтĕ 1909 çулта Дюла Месарош Улхашра çырса илнĕ хурлăхлă юрă.

Ула сысна пусрĕç,

Тушне кĕрекене хучĕç.

Çи терĕç те çимерĕм,

Мăйăма çĕçĕ хучĕç.

Вырăс тури тăчĕ пирĕн çие,

Асатте-асанне тĕнне çухатма.

Рехмет патшана,

Пире асатте-асанне

Тĕнĕпе усрать.

Ялти ват çынсем каланă тăрăх, патша патне янă пĕр çын халăх ячĕпе миссионерсен пусмăрне чарма ыйтнă- мĕн. Патша вара Улхашра пурăнакансене хăйсен тĕнĕпе пурăнма ирĕк панă имĕш (Дюла Месарош, 2000. С. 17).

Çапла майпа сувар-пулкар халăхне "чăваш" теме пуçлаççĕ, православи йышăнтарсан вĕсем Василий Ива- новичсем пулса тăраççĕ. Тутарсен йĕкĕлтевлĕ хушма ячĕ "князь" (кнеç) пулнă, чăвашсен — "Василий Иванович". Чăвашсене православи йышăнтарма янă Вениамин Пуцек- Григорович иеромонах вĕсене ушкăнĕпе "шыва кĕртнĕ" май пурне Василий ят хунă, унпа пĕрле пулнă Иван Афанасьев дьякон вĕсен "хресна ашшĕ" пулнă, çавна кура чăвашсем Василий Ивановичсем пулса тăнă иккен (Уяр Ф., Мучи И., 1946. 101 с.). Халăхра вара вырăсла ятсемпе тан чăваш ячĕсем те сарăлаççĕ: Ванюк (вырăсла — Ваня), Ваçка, Ваççа (Василий), Ивук (Иван), Нинук (Нина), Кăлати (Клавдия), Хĕветле (Фекла) т. ыт.

Паянхи пурнăçа пăхсан ирĕксĕрех ыйтас килет: мĕн пулнă пирĕн авалтан пыракан халăха? Вăхăт нумаях иртмен пулин те вăл палăрмаллах улшăннă: ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхни, пĕрне-пĕри виçесĕр ăмсанни, сĕмсĕр çăткăнлăх пусса илнĕ пирĕнялсене. Ĕçченлĕх-хастарлăх таçта кайса кĕнĕ, ун вырăнне — пуш сăмах вылятни, пур чухне те май- лаштаркаласа пурăнма тăрăшни... Хитре сăмах-пуплеве шанма пач та юрамасть. "Йĕркеллĕ çын яка чĕлхеллĕ пулмасть, суякан — яка чĕлхеллĕ" (Лао Цзи).

Пирĕн халăхăн чунĕ сивлек те тĕксĕм, пурне те пĕтерме ăнтăлакан вăйпа тулса ларнăн туйăнать. Эпир хамăра хамăр тамăка хупса хунă. Анчах та манас марччĕ: тамăкра унта юлас текенсем çеç юлаççĕ; ĕненÿ пулсан тупен ху кăмăллакан çуллĕшне çитме пулать (Никитина, 1999. С. 207).

Октябрь революцийĕ хыççăн та çĕр-шыв ертуçисем халăхăн авалтан çирĕпленнĕ йĕркисене, йăлисене, куль- турине путлантарас тесе пур майсемпе те усă курма тăрăшнă. Çапах та нушаллă-тертлĕ пурнăçра та, йĕплĕ- куççульлĕ кун-çулра та, истори аталанăвĕнчи йуçĕ те вут- çулăмлă самантсенче те пирĕн халăхăн несĕлĕсем хăйсен чи паха мулне — тăван чĕлхине — упраса хăварма пултарнă. Юлашки çулсенче, шел пулин те, тăван чĕлхене сума сăвасси палăрмаллах йăшрĕ. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке те, халăхăн кулленхи культурин паха енĕсем те аваллăхра юлчĕç пулас... Куç умĕнчех пирĕн халăхăмăрăн ырă йăли-йĕркисенчен пĕри — ниме (пĕрне- пĕри ушкăнпа пухăнса пулăшасси) -хавшаса пырать. Сиссе те юлаймарăмăр — хамăр та "тăвансене маннă Ивансене" туха пуçларăмăр (Алмантай, 2009. С. 48).


В. Н. Алмантай (Иванов). Культура суваро-булгар. Этнические имена и их значения. — Чебоксары, 2014. — 272 с., ил.