Этем ĕмĕрĕ
Пер ӗмӗр тӑршшӗ 100 ҫул чухлӗ. Ку вӑл пӗтӗм тӗнчипе сарӑлнӑ виҫе. Ӗмӗр тӑршшӗне ытахальтен ҫакӑн чухлӗ палӑртса хуман, лаша е вӑкӑр мӗн чул пурӑннине мар. паллах — хӑйсем миҫе ҫул пурӑннине тӗпе хунӑ ҫынсем. Ахӑртнех, уйӑх, ҫулталӑк йӗркисене ҫирӗплетнӗ вӑхӑтсенче этемӗн вӑтам пурнӑҫ тӑршшӗ 100 ҫул пулнӑ.
Ӗлӗк те пулнӑ, хальхи вӑхӑтра та 100 ҫул е ытларах та пурӑнакансем пур. Ку вӑл — миҫе ҫул пурӑнасси — нумай сӑлтавран килет. Калӑпӑр, мӗнле сывлӑхпа ҫуралнӑ, йӑх-несӗлсем йывӑр чирсемпе нушаланман-и, мӗнле ырлӑх-хурлӑхра пурӑннӑ, мӗнле ӗҫ ӗҫлесе ирттернӗ кун-ҫула тата ытти те.
Статистикӑна ӗненсен, Раҫҫейре вӑтам арҫын пенсие кайсан нумаях та пурӑнаймасть, хӗрарӑм вара чӑтӑмлӑрах, 70-80 ҫулсене ҫитет. Ҫак кӑтартусем кашни ҫӗршывра тӗрлӗрен — ӑҫта ытларах, ӑҫта сахалтарах. Эпир, суварсем, Раҫҫейри вӑтам кӑтартусене ҫывӑхарах тӑратпӑр.
Пурнӑҫӑмӑрта эпир чи ҫывӑх тӑвансемпе, атте-аннепе, ачамӑрсемпе юнашар пурӑнатпӑр. Тӗслӗх вырӑнне чи лайӑх условисене илӗпӗр. Вӑрҫӑ-харҫӑ тухмасан, чир-чӗр сарӑмсӑр татмасан, инкек-синкек вӑхӑтсӑр пӗтерсе хумасан, — этем пурнӑҫ тӑршшӗпе (хӑйне те шутласан) чи ҫывӑх тӑванӗсен ҫичӗ сыпӑкне курать. Хальхи этем пурнӑҫ тӑршшӗне 100 ҫулпа мар, 80 ҫулпа шутлӑпӑр. Кашни сыпӑкри ҫыннӑн йӑхне малалла тӑсакан ачи хӑй 25 ҫулта чухне ҫуралнӑ тесе илӗпӗр. Эпӗ хамӑн мӑн асаттене 5 ҫулта чухне курса юлнӑ пулать. Асаттепе пӗрле 30 ҫул, аттепе пӗрле 55 ҫул пурӑнатӑп. Хам 80 ҫул, ачампа пӗр вӑхӑтра 55 ҫул, мӑнукпа — 30 ҫул пурӑнӑпӑр. Иккӗмӗш сыпӑкри мӑнука (мӑнукӑн ачине) 5 ҫулхине курса юлатӑп. Енчен те этемӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗне 100 ҫул илнӗ пулсан, ҫын тӑхӑр сыпӑк таранччен курнӑ пулӗччӗ хӑйӗн тӑванӗсене. Суварсем: ҫичӗ сыпӑк хыҫҫӑн — ҫичӗ ют, теҫҫӗ. Ҫапах та ҫакӑ вӑл тӳрӗрен пыракан тӑвансене тивмест пулмалла. Ӑнланмалла ӗнтӗ, ку вӑл ытарлӑн илсе шутлани ҫеҫ. Пурнӑҫра вара пӗрре те эпир тӑвас тенӗ пек пулса пымасть. Тӗслӗхрен: эпӗ мӑн асаттене курса ӗлкӗреймен, асатте вӑрҫӑра вилнӗ. Ун вырӑнне мӑн кукамай эпӗ чӗрӗк ӗмӗрсене ҫитнӗ чухне те аван пурӑнатчӗ.
Пурнӑҫра хӑвӑн вырӑнна шыранӑ чух, вӑй илсе ура ҫине ҫирӗи тӑриччен атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай юнашар пулни мӗнле аванччӗ. Ҫавӑн пекех хӑвӑн ачусемпе мӑнукусем пурнӑҫа ӑнтарнине курса, кирлӗ чух пулӑшса тӑрсан мӗн тери шеп пулмалла. Хӑйӗн тӗпренчӗкӗсене ашшӗ-амӑшӗнчен ытларах кам юраттӑр-ха.
- Версия для печати
- 3641 просмотр