Юлашки чăваш…
Халӑх шучӗ епле хӑвӑрт чакса пынине кашни ҫын Раҫҫей шайӗнче ҫырав ирттермесӗрех хӑйӗн несӗл йывӑҫне хут ҫине ӳкерсен курма пултарать. Ҫемьере хӑш тӑван хыҫҫӑн чӑваш юлманнине хӗрлӗ тӗспе палӑртмалла ҫеҫ. Ытти халӑхсем хӑвӑрт йышланнӑ чухне чӑваш халӑхӗ сахалланса пырать. 1970 ҫулта Пушкӑртстанра 126 638 чӑваш пурӑннӑ пулсан юлашки ҫырав тӗлне (32 ҫул хушшинче) чӑваш йышӗ 9 321 ҫын таран чакнӑччӗ.
Халӑх йышӗ мӗншӗн чакать-ши?
Темиҫе ӗмӗр хушшинче те пирӗн сӑпайлӑ та ӗҫчен‚ чӑтӑмлӑ та паттӑр халӑха тӑшмансем тӗп тӑвайман‚ XXI ӗмӗрте вара эпир хамӑра хамӑр пӗтерсе пыратпӑр! Ҫакӑ пирӗн «ҫутта тухнӑ ӑрӑвӑн» айванлӑхӗ‚ сӳрӗклӗхӗ е истори умӗнчи преступленийӗ?
Чӑваш историкӗ тата философӗ Гурий Комиссаров «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши‚ каймӗ-ши?» кӗнекере асӑрхаттарнӑ тӑрӑх‚ 1918 ҫулта пирӗн халӑхӑмӑр тӗп пулассине кӑтартакан 11 хӑрушӑ ҫитменлӗх пулнӑ. Ҫав шутра хастар ашшӗ-амӑшӗ вырӑнне «юрӑхсӑр ачи-пӑчи пулни»‚ эрех-сӑра ӗҫме‚ чӗлӗм туртма юратни‚ сывлӑх хавшани‚ ухмах ача ҫуратни‚ ача ҫуратманни‚ чӑваш кӑмӑлӗ пӑсӑлни‚ пӗрле кар! тӑрса ӗҫлеменни‚ харпӑр хӑйне вӗлерни‚ урӑх халӑхсемпе хутӑшса кайни тата ытти те. Чӑваш халӑхӗ аталанса каяссин тӗслӗхӗсене те палӑртнӑ ӑсчах. Вӗсен шучӗ — 21. Чӑваш пурнӑҫӗнче ырри нумайрах пулсан мӗншӗн пирӗн ӗҫ-хӗл ҫав тери япӑх-ха? «Ман шутпа‚ куншӑн чи малтан ашшӗ-амӑшӗ айӑплӑ. Вӗсем ачисене кирлӗ пек воспитани памаҫҫӗ!»‚ — шутлать Шупашкарти фольклорҫӑ Галина Ильина.
Лайӑххи пирки
92 ҫул хушшинче (Г. Комиссаровӑн тӗпчевӗ ҫутта тухнӑранпа) чӑвашӑн мӑнаҫланмалли мӗнле ҫитӗнӳ пулчӗ-ха? Ҫак тапхӑрта Чӑваш Республики ҫуралчӗ‚ республикӑн президентне суйларӗҫ. Николай Ашмаринӑн 17 томлӑ словарӗ икӗ хут пичетленсе тухрӗ‚ Андриян Николаев космосра пулчӗ‚ Геннадий Волков этнопедагогика ӑслӑлӑхне никӗслесе тӗнче шайне ҫӗклерӗ. Чӑвашла хаҫат-журнал нумайланчӗ‚ радио тата телевидени чӑвашла калаҫма тытӑнчӗ‚ чӑваш литератури тӗнче литературин сумлӑ пайӗ пулса тӑчӗ. Чӑваш чӗлхипе литературине‚ историпе культурине аслӑ шкулсенче тӗпчеме тата вӗрентме пуҫларӗҫ. Чӑваш тӗрри наука пулса пырать. Эппин‚ ҫитӗнӳсем пур!
Апла пулсан та XXI ӗмӗрте чӑваш халӑхӗн пурнӑҫ ҫулӗ шутсӑр тумхахлӑ та кӑткӑс. Нумай ҫемьере хунавсӑр «юлашки чӑвашсене» курма пулать. Мӗншӗн-ши?
Демографи
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗччен чӑваш халӑхӗ йышлӑ пулнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи умӗн‚ ун вӑхӑтӗнче тата каярах ҫуралнӑ хӗрарӑмсен ҫемйисем нумай ачаллӑ. Кайран чӑваш хӗрарӑмӗсене мӗн пулнӑ-ши? Сталин влаҫӗ вӑхӑтӗнче вӗсене лаша вырӑнне кӳлсе ӗҫлеттернӗ. Ача ҫуратни‚ пӑхса ӳстерни хисеплӗ ӗҫ шутланман. Ача ҫуратсанах хӗрарӑм ӗҫе тухнӑ‚ «харампыр» пуласран хӑранӑ. Хальхи Раҫҫейри ӗҫ-хӗл унчченхинчен те кӑткӑсрах. Сӑлтавӗсем: пурнӑҫ хаклӑланни‚ чухӑнлӑх‚ арҫынсемпе хӗрарӑмсене танлаштарни‚ православи тӗнӗпе пурӑнакан арҫынсем пачӑшкӑсем пекех эрехе юратни‚ арҫынсен шучӗ чакни‚ чылайӑшӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа хӑнӑхайманни тата ытти те.
Идеологи (шел пулин те‚ хальхи вӑхӑтра ку — тӗн) ыйтӑвӗ
Чӑваш халӑхӗ ӗрчеменнин тӗп сӑлтавӗсенчен пӗри — Христос тӗнне йышӑнса вырӑсланма пуҫланинче пуль. Тен‚ ҫавӑнпах ӗнтӗ юлашки 20 ҫул хушшинче мӑсӑльман тӗнне йышӑннӑ (чӑваш пулма пӑрахнӑ) хӗрарӑмсен шучӗ темиҫе хут ӳсрӗ. Чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев вара хӑйӗн халалӗнче чӑваш халӑхӗн пуласлӑхне пӗтӗмпе вырӑс халӑхӗн вӑй-халӗпе ҫыхӑнтарать. Шел пулин те‚ вырӑс халӑхӗ хӑй те йышланса пыракан халӑхсен шутӗнче мар. Вӑл ҫулсерен сахалланса пырать. Ҫакӑнта хӑрушӑ паллӑсем нумай: вырӑс хушшинче эрехпе иртӗхекенсем‚ хӑйсен ирӗкӗпе вилекен чунсем пайтах. Ку тӗлӗшрен пирӗн ҫӗршыв малти ретре.
Нацилӗх палли
Упӑтене кашӑк кирлӗ мар‚ анчах апата кашӑкпа ҫиме пултарни ҫеҫ чӗр чуна этем шайне ҫӗклеймест ҫав.
Этем — чӑваш‚ пушкӑрт‚ вырӑс‚ нимӗҫ‚ акӑлчан пулмасан‚ кам-ши вӑл? Ҫут ҫанталӑк е биологи чунӗ. Анчах ҫут тӗнчере упӑтен кӑна национальноҫӗ ҫук. Кашни ҫыннӑн нацийӗ‚ халӑхӗ‚ тӑван чӗлхи пур.
Тӑван чӗлхе пӗлтерӗшӗ
Ача-пӑча тӑван чӗлхе урлӑ пӗлӳ илни — шутсӑр пӗлтерӗшлӗ. Ку — аксиома. Ӑна вырӑс ӑсчахӗсем М. Ломоносов‚ К. Ушинский‚ Н. Пирогов ӗненмелле уҫса панӑ. Анчах киревсӗр политикӑна пӑхӑнса‚ иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче кашни предмета — математикӑран пуҫласа истори таран — вырӑсла вӗрентме пуҫланӑ. Ют чӗлхе ачан пуҫ мимин тытӑмне (структурине) улӑштарать. Мӗншӗн тесен кашни чӗлхе — урӑхла е уйрӑм менталитет (шухӑш ҫуралӑвӗ‚ майлашӑвӗ‚ йӗркеленӗвӗ) ‚ тавракурӑм‚ пурнӑҫ философийӗ‚ хӑвна тытмалли программа. Ҫирӗплетекен факт: хальхи вӑхӑтра чӑвашлӑха сума суман ентешсем пурте вырӑс чӗлхиллӗ ача пахчинче‚ шкулта чӑвашлӑха хисеплемен учительсем патӗнче вӑтам пӗлӳ е «вырӑс университетӗнче» аслӑ пӗлӳ илнӗ ҫынсем. Чӑваш шкулӗнче вӗренни тӑван халӑха юратать‚ тутарла вӗренекен — тутар халӑхӗпе мӑнаҫланать. Вырӑс ачисем акӑлчан шкулӗнче вӗренеҫҫӗ пулсан Европӑри е Америкӑри ҫӗршывсене куҫса кайма тӑрӑшаҫҫӗ.
Интеллигентсем
Хӑйсен ачисене чӑвашлӑхран татакансем хушшинче ытларах халӑхӑмӑршӑн ырӑ тӗслӗх пулса пурӑнмалли «интеллигентсем». Ӗненетӗр-и‚ ҫук-и‚ анчах пирӗн халӑхӑмӑрӑн чи пултаруллӑ ҫыннисен хушшинче пурте тенӗ пек «юлашки чӑвашсем» ҫеҫ. Ҫакӑ сире Ходжа Насреддин хӑй ларакан йывӑҫа пӑчкӑпа каснине аса илтермест-и?
Тепӗр тесен пирӗн халӑхра интеллигентсем пур-ши? Шел пулин те‚ ҫукпа пӗр! Мӗншӗн тесен ун евӗр ҫын аллинче университет пӗтернине ӗнентерекен виҫӗ диплом пулмалла. Аслашшӗн‚ ашшӗн‚ мӑнукӗн… Ак тамаша! Капла пулсан «интеллигентсене» интеллигентсем тесе тивӗҫсӗр вӑрҫмастпӑр-и эпир? Шел пулин те‚ Сталин тӑрӑшнипе Раҫҫей халӑхӗсем хушшинче интеллигентсем хальччен пулман‚ халӗ те вӗсем кирлӗ пек кондицие ҫитсе‚ пиҫсе ӗлкӗреймеҫҫӗ пулас. Аталанса пынӑ тапхӑртах чӑваш интеллигенцийӗн ӑру сыпӑкӗ ҫӗрнӗ сӑнчӑр евӗр татӑлать. Пуҫлӑх‚ усламҫӑ‚ инженер‚ профессор‚ писатель‚ учитель ҫемйинче ача чӑваш пулса ӳстӗр тесе тӗп тӗллев лартмаҫҫӗ (йӗркелеймеҫҫӗ‚ тавҫӑраймаҫҫӗ‚ пӗлмеҫҫӗ). Ҫавӑнпа хӑйӗн ҫемйинче (е несӗлӗнче те!) вӑл чӑвашлӑха тӗп тӑвакан‚ малалла яман‚ тымарӗсемпе хунавӗсене вӑтӑрса тӑракан юлашки чӑваш пулса пырать. Ахальтен мар 2009 ҫулта ЮНЕСКО Раҫҫейри 136 халӑха‚ ҫав шутра чӑвашсене те‚ пӗтекен халӑхсен йышне кӗртнӗ.
Юлашки чӑвашсем
Чӑн та‚ чӑваш «интеллигенчӗн» ҫемйинче ача-пӑча чӑваш пулса ӳснӗ тӗслӗхсем ҫукпа пӗр. Тен‚ Хусанкайсем? Анчах вӗсем те икӗ сыпӑкран иртеймен. Авӑркас районӗнчи Меселпуҫ ялӗнче чӑваш чӗлхине ҫухатман Никитин-Ефимовсен интеллигент династийӗ пур-ха. Урӑх тӗслӗхсене эпӗ пӗлместӗп. Тӳнтер тӗслӗхсем — шутсӑр‚ вӗҫӗ-хӗррисӗр!
Хӑйсен ҫемйинче юлашки хут чӑваш пулса историе кӗнӗ генисене аса илни вырӑнлӑ пуль. Вӗсем: Китай чӗлхипе историне тӗпченӗ Иакинф Бичурин (1777-1853) ‚ Санкт-Петербург архитекторӗ Петр Егоров (1731-1789) ‚ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев (1848-1930) ‚ академик‚ тӑпра тӗпчевҫи Иван Антипов-Каратаев (1888-1965) ‚ космонавт Андриян Николаев (1929-2004) ‚ Гурий Комиссаров (1883-1969) тата Александр Тихонов (1931-2003) ӑсчахсем‚ Антонина Нухрат (1900-1983) тата Иван Гурьев (1912-1960) халӑх хастарӗсем… Павел Миронов (1861-1921) ҫутта кӑларакан ӑсчахӑн‚ Константин Ивановпа (1890-1915) Ираида Петрова-Нарс (1913-1983) ҫыравҫӑсен тата Прасковья Корина (1900-1992) юсавҫӑ-художникӑн ачи-пӑчи пулман. Вӗсем пурте кӑвар чӗреллӗ чӑваш пулса пурӑннӑ ҫынсем.
Вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗ
Тӑван халӑха Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче сыхласа хӑварас‚ аталантарас тесен ӗмӗр тӑршшӗ йӑла-йӗркене ҫирӗп тытса пурӑнни кирлӗ. Ахальтен мар пуль ӗлӗк чӑваш ҫынни хурӑнташӗ патне килсе кӗрсен чи малтан: «Асатте-асаннесен йӑли-йӗркисене манмарӑр-и‚ ҫӗнӗ йӑласем кӑлармарӑр-и?» тесе кӑсӑкланнӑ.
Халӑх пуласлӑхӗ — халӑх аллинче
Пин ҫул пирӗн халӑх интеллигенцисӗрех аталаннӑ. Совет университетӗнче панӑ суя пӗлӳпе пурӑнакан е пур-ҫук пӗлӳпе ҫырлахакан интеллигенци (пуҫлӑхсем‚ тӳресем‚ учительсем‚ мулласемпе пачӑшкӑсем‚ ыттисем) тӑван халӑха ним те мар сутма пултарать. Историре ун пекки нумай пулнӑ. Ахальтен мар В. И. Ленин «киселе ӑшанӑ интеллигентсене» юратман. Интеллигенци ҫине шанӑҫ пысӑк марри куҫ кӗрет. 922 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхарӑн пуҫлӑхӗсемпе тӳрисем мӑсӑльман тӗнне йышӑнсан хура халӑх вӗсене пӑрахса кайнӑ. Пин ҫул этем кӗреймен ҫатра вӑрмансем хушшинче хӑй пӗлнӗ пек пурӑннӑ‚ чӗлхине упранӑ‚ йӑла-йӗркисене тытнӑ‚ аталаннӑ.
Ҫӑлӑнӑҫ ҫулӗ пур-ши?
Асаттесем пиллесе хӑварнӑ пуян еткере (чӗлхене‚ йӑла-йӗркене‚ халӑхӑн историне) упрамалла‚ тивӗҫлипе хаклама вӗренмелле‚ профессиллӗ шайра аталантармалла.
Кашни чӑваша пуйма вӗрентмелле‚ анчах кашнине асӑрхаттармалла: чӑн-чӑн телей укҫапа мулта мар‚ тӑван халӑха пулӑшнинче‚ тӑван чӗлхене аталантарнинче‚ йӑла-йӗркесене тытса пынинче.
Тӗн (идеологи) — тухӑҫлӑ бизнес‚ анчах вӑл хура халӑхшӑн мар‚ олигархсен интересӗшӗн анчах. Тӗн вӗсене ҫылӑха кӗме ирӗк парать: чиркӳшӗн укҫа тӑкса тӑрсан — хуть хӑш ҫылӑхран та хӑтӑлатӑн (суя индульгенци).
Демократиллӗ ҫӗршывра халӑх пӗрлӗхӗсем нумай пулмалла‚ вӗсене йышлӑлатмалла‚ вӗреннӗ ҫынсене политикӑпа кӑсӑклантармалла‚ партисене кӗртмелле‚ чӑваш элчисене депутата тӑратмалла‚ тӳре-шарана вырнаҫтармалла. Коррупцие пӗтермелле.
Ҫӗршыври тата тӗнчери тӗрлӗ халӑх пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнмалла. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗр чӗлхене те‚ наци культурине те пӗтерме юрамасть.
Ҫӗршыври пурнӑҫ условийӗсене Европа стандартне ҫитермелле.
Ф. Каблуков.
Урал сасси. — 2010. — Авӑн 16.
- 2537 просмотров