Çăварни - çăвар тулли икерчи

Февралӗн 25-мӗшӗнче Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче Станъял ялӗнчи "Чемен картишӗн" этнопаркӗнче хӗле пӗрремӗш хут ӑсатрӗҫ. Уява ял тӑрӑхӗнчи 16 ялтан 14 ял хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Кашни ял ҫӑварни карчӑкки туса хатӗрлерӗҫ, кил-картишӗсене юртан тасатса хурансем ҫакса ячӗҫ, сӗтелсем ҫине тӗрлӗрен икерчӗсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗҫ. Атӑлъялтан уява 20 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Лилия Матюшкинӑпа Ирина Перлова ҫӗрулми шуратса хуранта шаркку пӗҫерчӗҫ, Людмила Семенова чей вӗретрӗ. Тамара Шаплина вара хӑнасене кӑмпа икерчипе сӑйларӗ, Алевтина Романова вара "кӗлчечек" икерчӗ хатӗрленӗ... Салапайкассисен хуранӗнчи пӑтта Надежда Морозова пӗҫерчӗ. Кипечкассисен сӗтелӗ ҫинче вара икерчӗллӗ саспаллисемпе хӑйсен ял ятне те ҫырса хунӑ, сӗтелӗ те тулли. Хорнсорсем хӑйсен ялне сӑнлакан ӳкерчӗк, тӗрлӗрен икерчӗ-ҫимӗҫ хатӗрленӗ. Пур ҫӗрте те сӗтелсем тулли. Ачасем икӗ мӑн тӑвайккинчен ҫунашкасемпе, ватрушкӑпа ярӑнаҫҫӗ. Уявра ачасемпе аслисене вара Шупашкаркасси ял старости Роза Бычкова хыҫлӑ ҫуналлӑ лашапа, Вӑрманкассинчи Юрий Степановпа Хорнсорти Андрей Маринов юр ҫунасемпе (снегоход) ярӑнтарчӗҫ. Юрий Плотников вара 3 пӗчӗк ҫунана пӗкӗлесе шӑнкӑрав ҫакнӑ, илемлӗ хӑйусемпе хӑмпӑсем ҫыхса илемлетнӗ. Пӗтӗмпе уява 300 ытла ҫын хутшӑнчӗ. Уяв программине Шупашкаркассинчи клуб ертӳҫи Любовь Ивановӑпа Ҫӳлтикасси клуб ертӳҫи Светлана Мартьянова ертсе пычӗҫ. Чи малтанах сцена ҫинчен уяв ячӗпе саламласа: Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ Олег Ерманов, райадминистрацин культурӑпа туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Маргарита Павлова, Шупашкар район депутачӗ Николай Хорасев, ЧР таврапӗлӳҫӗсен ертӳҫи Сергей Сорокин, ЧНК пайташӗ Эдуард Бахмисов, истори наукисен кандидачӗ, доктор Анатолий Иванов, "Сувар" пӗрлӗхӗн йӑла-йӗрке пайӗн ертӳҫи Григорий Сархан, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен историпе-культурӑн тӗпчев институчӗн директорӗн ҫумӗ Владимир Алмантай тата жюри членӗсем: ЧР халӑх пултарулӑхӗн Тӗп тытӑмӗн пай пуҫлӑхӗ Светлана Тяхлешова, ЧР халӑх пултарулӑхӗн Тӗп тытӑмӗн методисчӗ Григорий Федоров сӑмах каларӗҫ. Маргарита Павлова Вӑрман-Ҫӗктерсен яланхи хастарлӑхне палӑртса, Ҫӳлтикассинчи "Палан" пултарулӑх ушкӑнӗн ертӳҫине Владимир Мартьянова ЧР Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотине парса чысларӗ. Ертӳҫӗсем ҫӑварни эрнин кашни кунне хак парчӗҫ. Чи малтанах ачасем тупӑшмалла тенӗ пек тӑвайккисенчен ярӑнса анчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫамрӑк мӑшӑр- Малти Ункӑпуҫӗнчи Павелпа Надежда Кольцовсем те ҫунашкапа тӑвайкки якатрӗҫ. Тӗрлӗрен вӑйӑсемсӗр ҫӑварни те ҫӑварни мар. Куҫсене ҫыхса чугун куршаксене ухватпа ҫӗклесе илмелли вӑйӑра: Хыркассинчи Светлана Семенова, Атӑлъялти Тамара Шаплина, Малти Ункӑпуҫӗнчи Тамара Шатаева маттур пулчӗҫ. Михӗпе 4-шер ҫын тӑрса сикессипе- Ҫӳлтикассинчи Виктор Ерманов ертсе пыракан команда мала тухрӗ. Кӗрӳсем хунямасене ҫунашкапа ярӑнтарассипе вара Малти Ункӑпуҫӗнчи Вячеслав Спиридонова ҫитекенни пулмарӗ. Виҫҫӗн пӗр харӑс, пӗр пысӑк йӗлтӗр ҫине тӑрса 2-шер ял командисем тупӑшрӗҫ. Хальхинче вӑйа Любовь Иванова хӑй те хутшӑнса Питикассисене мала кӑларчӗ. Ҫапах та вӗрен туртас енӗпе Атӑлъялсене ҫитекеннисем пулмарӗҫ. Сцена ҫине уяв концерчӗпе: Шупашкаркассинчи Леонид Захаров ертсе пыракан "Шурӑмпуҫ", Ҫӳлтикассинчи Владимир Мартьянов ертсе пыракан "Палан", Ҫӗктерти Николай Семенов ертсе пыракан "Лейся песня", Чантӑрти Вячеслав Вахтеркин ертсе пыракан "Пилеш", Малти Ункӑпуҫӗнчи Родион Долгов ертсе пыракан "Ункӑ шевлисем", Шомикри (Муркаш районӗ) Кирилл Мочалов ертсе пыракан "Кинер"пе Атӑлъялӗнчи Кристина Семенова ертсе пыракан "Атӑл хумӗсем" тата Шарпашри Людмила Моисеева ертсе пыракан "Мерчен" пултарулӑх ушкӑнӗсем пулчӗҫ. Чантӑрти клуб ертӳҫи Вера Иванова, клуб 35 ҫул тултарнӑ ҫӗре хутшӑннӑ ҫынсене тав хучӗсем парса чысларӗ. Часах уява Виталий Станъялпа Елена Османова эстрада ҫӑлтӑрӗ килсе ҫитрӗҫ. Вӗсем Хӗрлӗ Чутай районӗнче те ҫӑварни уявне тӗплӗн уявлани ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Жюри членӗсем 14 ялӑн кил-картишне ҫитсе, тӗрлӗрен икерчӗ пахалӑхне тӗрӗслерӗҫ, ҫӑварни валли хатӗрленӗ кӗлеткесене хак пачӗҫ, тӗрлӗ номинацире палӑртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе номинаци илнӗ ялсем парнесемпе грамотӑсене тивӗҫрӗҫ. Ачасем те парнесӗр юлмарӗҫ. Юлашкинчен 1-мӗш ҫӑварни карчӑккин кӗлеткине Станъял ял Канашӗн ертӳҫи Владислав Эльмень тивертрӗ. Унтан хӗле ӑсатса, малашлӑха шанса пӗр ҫӗре пухнӑ ытти кӗлеткесене те ҫулӑм хыптарчӗҫ. Тепӗр кунне ҫӑварни уявӗ Атӑлъялти пӗве хӗрринче те шавлӑ иртрӗ. Сивӗ хӗле ӑсатнӑ хыҫҫӑн, ҫуркунне- юр ирӗлсе, шавласа ҫырма тӑрӑх юхасса кӗтеҫҫӗ ял ҫыннисем.

Николай Смирнов, Атӑлъял

Сыпăксем: