Çăварни

Çăварни - çăвар тулли икерчи

Февралӗн 25-мӗшӗнче Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнче Станъял ялӗнчи "Чемен картишӗн" этнопаркӗнче хӗле пӗрремӗш хут ӑсатрӗҫ. Уява ял тӑрӑхӗнчи 16 ялтан 14 ял хастарӗсем хутшӑнчӗҫ. Кашни ял ҫӑварни карчӑкки туса хатӗрлерӗҫ, кил-картишӗсене юртан тасатса хурансем ҫакса ячӗҫ, сӗтелсем ҫине тӗрлӗрен икерчӗсем, апат-ҫимӗҫ хатӗрлерӗҫ. Атӑлъялтан уява 20 ытла ҫын хутшӑнчӗ.

Ячĕ çапла-ши

Сурхурипе Мӑнкун хушшинче, нарӑс уйӑхӗнче, Ҫӑварни уявне пӗр эрне е икӗ эрне тӑршшӗпех тӗрлӗ йӑла-йӗркепе паллӑ тунӑ. Литературӑра ҫӑварни сӑмаха ҫуллӑ сӑмахран пулнӑ пек ӑнлантараҫҫӗ. Ҫаплах-ши? Ҫӑварни сӑмаха ӑнланма сурхурисӑмаха тепӗр хут тишкерсе тухар. Вӑл та сурӑхӑн урипе ҫыхӑнман пак туйӑнать. Ҫак сӑмах та ҫӗр-ҫӗр ҫул каяллах пулса кайнӑ-тӑр. Л. А. Иванов ҫырнӑ тӑрӑх, «сур» сӑмах турккӑ чӗлхинче савӑнӑҫ, уяв тенине пӗлтерет.

Subscribe to RSS - Çăварни