(«Атӑпҫи пӑлхарсем чӑвашланса кайни» статьяна «Хыпар» (232 №, 2000, раштав, 26) хаҫатра вуланӑ хыҫҫӑн пуҫа килнӗ шухӑшсем)
Хамӑр тӑван халӑхӑмӑрӑн историне тата кун-ҫулне ҫӗнӗ XXI ӗмӗрте пурӑнакансен те тӗплӗн пӗлмелле. Аслӑ Атӑлпа Чулман, Кӑвак Атӑлпа Шурӑ Атӑл хутлӑхӗсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ пулнӑ. Ҫав патшалӑхра пӑлхарсемпе, сӑварсемпе пӗрле ытти халӑхсем те пурӑннине истори кӗнекисенче ҫырса хӑварни пур. Анчах та чӑваш халӑхӗн историйӗ, Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ умӗнхи тапхӑрӗнче мӗнле пулнине тӗплӗн тата татӑклӑн пӗлейместпӗр. Ятарлӑ тӗпчев ӗҫӗсем ҫителӗклех марри те ҫак кӑткӑс ыйтӑва ӑнлантарса тата ҫирӗплетсе пама чӑрмантарать. «Атӑлҫи пӑлхарсем чӑвашланса кайни» статьяра К.К.Каштанов лартнӑ «чӑвашсем е тутарсем — хӑшӗ-ши Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи пӑлхарсен йӑхӗнчен?» ыйту мана та, анат енчи чӑваша, Тутарстанри Аксу тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Аксура ҫуралса ӳснӗскере, шухӑша ячӗ. Эпӗ те ҫак ыйтӑва Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнче пурӑннӑ халӑхсен тӗнне тишкерсе тухнине тӗпе хурса ҫыхӑнтаратӑп. Суту-илӳпе ҫӗкленсе пуянлӑх пухнӑ тата тӑнӑҫлӑх тупнӑ патшалӑхра X ӗмӗрте ислам (Мухаммед) тӗнне сарасси арабсен паллӑ ҫул ҫӳревҫин Ахмед Ибн Фадлан ячӗпе ҫыхӑннӑ е пулса иртнӗ. Ҫавӑн пекех арабсен географ-ҫул ҫӳревҫин Ибн-Хаукалӗн тата X ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче пурӑннӑ ҫыравҫин Ибн-Рустӑн Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗ ҫинчен ҫырнисене вуласан акӑ мӗн пӗлме пулать. Сӑварсемпе сӑвар-пӑлхарсем виҫ ҫӗр ҫул хушши Хазар каганатӗнче пурӑнса унти халӑхӑн культурипе, чӗлхипе тата руна ҫырулӑхӗпе пуянланни тата аталанни палӑрать. 1993 ҫулта А.А.Трофимов тӗпчевҫӗн тӗнче пӗлтерӗшлӗ «Чӑвашсен рунӑри авалхи ҫырулӑхӗ» кӗнеки кун ҫути курчӗ. Автор ҫак кӗнекинче пирӗн несӗлсем сӗм авал рунӑ^ҫырулӑхӗпе пурнӑҫра усӑ курнине нумай-нумай сыхланса юлнӑ экспонатсене тӗпчесе палӑртрӗ. Сӗм авалтан килекен руна ҫырулӑхӗ ламран лама куҫса пырса XIX ӗмӗр ҫурриччен халӑх ҫырулӑхӗ пулса тӑнине хисеплӗ профессор тӗплӗн ӑнлантарса ҫирӗплетрӗ. «Рунӑ» сӑмах «вӑрттӑнлӑх» тенине пӗлтерет. Руна паллисемпе ытларах авал несӗлсем тӗрӗсем тӗрленӗ чухне те усӑ курнине тӗпчевҫӗ тӗрӗри эрешлӗ паллӑсене тӗпчесе палӑртрӗ.
Чӑваш халӑх халап-юмахӗнче ҫакӑн пек калани пур: «Валем-Хуҫа ҫӑлӗнчен ӑсса илнӗ шывпа пите-куҫа ҫусан этӗм чир-чӗртен сывалать, курман куҫ уҫӑлать, куракан пулать». |
Арабсен ҫул ҫӳревҫи Ахмед Ибн Фадлан пӑлхарсен ҫӗр-шывне, Алмуш патшан тӗп хулине хӑйӗн пысӑк ушкӑнӗпе 922 ҫулта килсе ҫитни паллӑ. Вӑл пӑлхарсен аслӑ хулинче Пӳлерте пулни ҫинчен истори кӗнекисенче ҫырни те пур. Сӑмах май каласан, авалхи Пӳлер хули XII ӗмӗрте Пӑлхарсен патшалӑхӗн тӗп хули те пулнӑ. Кунти авалхи хула вырӑнӗнче халӗ Пӳлер (Тутарстанри Апексеевски районне кӗрет) ялӗ вырнаҫнӑ. Унта историпе архитектура заповедникӗн музейӗ ӗҫлет. Тӑван ялӑм Пӳлертен хӗвел тухӑҫ еннелле вӑтӑр ҫухрӑмра, Кӗҫӗн Сӗнче юхан шывӗ тӑрӑхӗнче ларать. Аслӑ Пӳлерпе Ҫарӑмсан (Крепҫӗн), Пӑлхарпа Мерчен (Меречен) хулашӗсен вӑрманлӑ ҫеҫен хир тӑрӑхӗсенче Ахмед Ибн Фадлан асӑннӑ Аслӑ Ҫарӑмсан-Джарисам, Аслӑ Сӗнче, Кӗҫӗн Сӗнче тата Кӗҫӗн Ҫарӑмсан-Джаушир шывсем юхса иртсе Атӑлпа пӗрлешеҫҫӗ. Вӗсен хӗррипе Христос тата Мухаммед тӗнне йышӑнман чӑвашсен ялӗсем ларса тухнӑ. Вӗсен шутӗнче: Шеме (Шама), Тури Чӑваш Кереметпуҫӗ (Старая Киреметь, халӗ тутарсемпе пӗр ял шутланать), Таркӑн (Тарханка), Илешни (Иляшкино), Ҫӗнӗ Аксу (Новое Аксубаево), Чӑвашьел (Атлашкино), Ишельел (Ишалькино), Ҫирӗклӗ (Сидулово-Ерыклы), Ерепьел (Ерепкино), Вӑтӑр Юман Киремет — (Ульяновка), Ҫӗнӗ Йӗлмеле (Новое Ильмово), Патраклӑ (Старое Суркино), Пӳсрек (Новое Суркино), Чишме (Сходнево-Чертанлы), Ҫӗнӗ Шешкел (Новое Сережкино), Кивӗ Шешкел (Старое Сережкино), Кивӗ Ухинкел (Старое Афонькино), Чӑтӑрла (Четырла) тата ытти те пур. Асӑннӑ чӑваш ялӗсенче халӗ те халӑх сӗм авалхи тӗнӗн йӑли-йӗркисене ӗненсе-тытса пурӑнать. Хальхи ҫӗнӗ саманара та ялсенче Сурхурипе Ҫӑварни эрнисене, ҫурхи сӑрапа кӗрхи сӑра, Ҫимӗкпе Уяв, ҫурхи Учӳкпа уйри ҫумӑр Учӳкӗ ирттереҫҫӗ. Кашни йӑла-йӗркен тӗлӗ-тӗллевӗ ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ пулӑмӗсемпе тата ҫӗр ӗҫӗсемпе пит таччӑн ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫын кунти пурнӑҫран уйрӑлсан, унӑн вил тӑпри ҫине салам калакӗ, юпа тата тупӑлха йывӑҫӗ лартаҫҫӗ, Ырӑпа Усала уйӑракан Шинави кӗперӗ хываҫҫӗ, вут ҫунтарса кӗлӗ тӑваҫҫӗ, юпа юрри юрлаҫҫӗ. Пӗрер тӗслӗх илсе кӑтартсан вырӑнлӑ пулӗччӗ тесе шутлатӑп. Патраклӑра (Элмет районӗ, Тутарстан) ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче кашни ҫулла уй чӳкӗ ирттереҫҫӗ. Авалхи йӑлапа Учӳкӑн таса ҫӑлӗ патӗнче уй чӳкӗ валли пӑтӑ пӗҫерме кӗлӗ каласа вӑкӑр пусаҫҫӗ. Ялти мӑчаварсем Зинаида Ильмукова, Унеслу Сатыбалова, Элпике Хавандеева ҫӗр амӑшӗн тата аслӑ несӗлсен ячӗсемпе Ҫӳлти Турӑран ҫӑмӑллӑх ыйтса кӗлӗ калаҫҫӗ. Вун икӗ хуранра чӳк пӑтти пӗҫереҫҫӗ. Кӑнтӑрла тӗлӗнче аслӑ кӗлӗ каланӑ хыҫҫӑн чӳк картине килнӗ пур ҫынна та пӑтӑпа хӑналаҫҫӗ. Куҫ пек тулли тапса тӑракан ҫӑл куҫран сиплӗ шыва ӑш каниччен ӗҫетӗн. Юлашки ҫулсенче ҫак йӑла-йӗркене фестиваль евӗрлӗрех йӗркелесе ирттереҫҫӗ. Чулман Атӑл тата Аслӑ Ҫарӑмсан шывӗсен тӑрӑхӗсенче пурӑнакан чӑвашсен юрӑ ансамблӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Чӳк картине килнӗ е кӗнӗ ҫынсен шучӗ тепӗр чухне пинрен те иртет.
Ҫак ялта 2005 ҫулта утӑ уйӑхӗнче А.А.Трофимов тӗпчевҫӗ, ӳнер ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ертсе ҫӳрекен экспедици тӗрлӗ енлӗ тӗпчев ӗҫӗсем ирттерчӗ. Пире, тавра пӗлӳҫӗсене, Патраклӑ ялӗнче виҫӗ масар (ҫӑва) пурри тӗлӗнтерчӗ. Виҫӗ масарлӑ ялсем хамӑр тӑрӑхра пулманни шухӑша ячӗ. Ялти тӳресенчен ирӗк илсе масарӗсене кайса куртӑмӑр. Кунта каласа хӑварас пуЛать, Патраклӑ халӑхӗ виҫӗ тӗне ӗненсе е пӑхӑнса (тытса) пурӑнни паллӑ пулчӗ. Ялтан аяккараххи авалхи тӗнпе пурӑнаканнисен — вил тӑприсем ҫине юпа тата чул палӑкӗсем лартнӑ. Масар лаптӑкӗпе те чи пысӑкки пулни палӑрчӗ. Иккӗмӗшӗ — православи тӗнӗпе пурӑнаканнисен. Кунти масарта вил тӑприсем ҫине хӗрес лартса пытараҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗ — ялтан чи ҫывӑххи — лаптӑкӗпе танлаштарсан ытлашши пысӑках мар. Ку масарта вара — пӗрремӗшӗнчи пекех вил тӑприсем ҫинче юпа е чул палӑкӗсем лартнӑ. Ялти ват ҫынсем ӑнлантарса панӑ тӑрӑх ҫак масара авал чӑвашсем мӑсӑльмансен тӗнне йышӑннисене пытараҫҫӗ. Кунти вил тӑприсем ҫине лартнӑ юписен тата чулӗсен ҫинчи хушамачӗсем тӗрӗк чӗлхипе вуланаҫҫӗ. Каярах Патраклӑра ислам тӗнне йышӑннисен йӑхӗсем паянхи кун та пурӑнни ҫинчен тӗплӗнрех пӗлтӗмӗр. Сӗм авал, ятак ҫӗрне валеҫнӗ саманарах, хӑш-пӗрисем пысӑк анасем-каҫалӑксем илесшӗн мӑсӑльмана тухнӑ пулать. Мӗншӗн тесен, ҫӗр-анасем питӗ хаклӑ пулнӑ, ҫитменнине халӑхӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ӗлӗк-авал ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке. Анчах та хӑйсем урӑх тӗн йышӑннӑ пулсан та чӑвашсен мӑн несӗлӗсен (эртелӗсен) йӑли-йӗркисене тытса пурӑннӑ е асра тытаҫҫӗ.
А.А.Трофимов, чӑвашсен паллӑ ӑсчахӗ, Хӗвел тухӑҫ Европӑра авалхи тӗнпе пурӑнакан чӑвашсен йӑли-йӗркисемпе кульчӗ (пӑхӑнса тӑрасси) тӗнчери чи ӗлӗк-авалхи саратуштра-саратушта-сартӑш (зороастр) тӗнӗпеле ҫывӑх тата пӗр евӗрлӗ пулнине нумай тӗпчев ӗҫӗсенче ҫырса кӑтартать. Чи авалхи «Авеста» пурнӑҫпа тӗн кӗнекисенче ылтӑн сас паллисемпе ҫырӑннӑ кӗллисемпе вӗрентӗвӗсем (ӑс-тӑн енӗпе) чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗнче те упранса-сыхланса юлнӑ. Чи сарӑлнӑ йӑласенчен пӗрне ҫеҫ аса илер-ха. Ваттисене (кунта ҫут тӗнчерен уйрӑлнисем тесе ӑнланмалла) асӑнма ҫурхипе кӗрхи сӑрине ирттернӗ чухне те вут хурса-чӗртсе (ытларах ҫурта (ӑвӑс) ҫутса) кӗлӗ калатпӑр:
Ырӑ ВутАма,
Сана асӑнатпӑр,
ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхепе.
Ырӑ ВутАма,
ырӑ вырӑнта пул,
Юта ан тух,
юта ан кӗрт,
мамӑк минтер ҫинче пул.
Ҫырлах, Аша, каҫар.
«Авестӑна» ҫырнӑ чӗлхе паянхи кунччен сыхланса юлайман, паллах, питӗ шел.
Пӑлхар патшалӑхӗнчи Пӳлер хулинчен инҫе мар ҫӳллӗ пысӑк сӑртра, Хусамен-Дин (XVI ӗмӗрӗн ҫурринче пурӑннӑ) каланӑ тӑрӑх, пӑлхарсен виҫӗ сӑваплӑ ҫыннине пытарнӑ. Вӗсенчен пӗри Валем-Хуҫа (Малом-Хаджа) пулнӑ. Ҫав ҫын ятне чӑвашсем халӗ те хӑйсен кӗллисенче «Валем-Хуҫа» тесе асӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, леш тӗнче речӗпе ирттермелли йӑласенче несӗл пуҫӗсемпе ваттисене кашни ямахат мӑчаварӗ лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Вӗсен ыррине йӑхра (эртелте) манса кайман. Ытларах чухне ҫав таса вырӑна асӑнса, унта выртакан ырӑсен ячӗпе кӗлӗ каланӑ. Тӗрлӗ ҫӗрти аслӑ (кивӗ), вӑта, кӗҫӗн (ҫӗнӗ) киреметсенче выртансен . йышӗ тӗрлӗрен пулать. Ҫав йышра яланах чӑвашсен чи паллӑ вырӑнсенчи аслӑ ыррисем валли вырӑн тупнӑ: Пӳлерти Валем (Малем, Малим, Вайум) хуҫана, Ухинкелри ырра тата ыттине те малалла каласа асӑннӑ. Тӗслӗхрен, Тӑхӑрьял Учӳкӗнче асӑнакан ырӑсӗн шутӗнче те «Малем (Валем) хуҫана хур» тата «Хуҫа амӑшне хур» тесе кӗлӗ каланине Г.Т. Тимофеев хӑйӗн чаплӑ «Тӑхӑрьял» кӗнекинче тӗплӗн ҫырса кӑтартать (Г.Т. Тимофеев. Тӑхӑрьял (Девятиселье). — Шупашкар, 2002. — 357 с.), Хальхи Пӳлер ялӗнчен икӗ ҫухрӑмра Валем-Хуҫа ятлӑ таса ҫӑл тапса тӑрать. Кашни тӗнӗн аслӑ праҫникӗсенче ҫывӑхри тата аякри ялсенчен, хуласенчен Валем-Хуҫа ҫӑлне кӗлле ҫӳреҫҫӗ. Кунти ҫӑл шывӗ пит симлӗ те сиплӗ. Чӑваш халӑх халап-юмахӗнче ҫакӑн пек калани пур: «Валем-Хуҫа ҫӑлӗнчен ӑсса илнӗ шывпа пите-куҫа ҫусан этем чир-чӗртен сывалать, курман куҫ уҫӑлать, куракан пулать».
(Малалли пулать.)
Валери ТУКТАР,
тавра пӗлӳҫӗ.
Сувар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 11 (19 (957) №).
Чӑваш тӗнчи лайӑх пӗлекен К.В. Ивановпа Ухсай Яккӑвӗ ҫуралса ҫитӗннӗ Слакпуҫ таврашӗнче ҫак ырӑсем парнесене тивӗҫнӗ:
Кайрӑклӑра выртан — пӗр юсманпа пӗр йӑва.
Кайрӑклӑра выртан икӗ аслинчен кӗҫӗнни — пӗр юсманпа пӗр йӑва.
Хурамалта выртан, Миекере выртан — пӗр юсманпа пӗр йӑва.
Юлашкинчен Ҫӗр йышне виҫӗ юсманпа, пӗр пашалупа, виҫӗ йӑвапа асӑннӑ е асӑнаҫҫӗ.
(Пушкӑртстанра К.В. Иванов кукамӑшӗсен йӗркинчен (ӗретнинчен), Шупашкар, ЧПГАИ ӐА, 1, 21, 162 ен.)
Чӑваш халӑхӗ тӗн урлӑ килӗшсе (пӗтӗҫсе) пурӑннине аслӑ кӗлӗ вырӑнӗсене инҫетре пурӑнакан вырӑнсенче те хисеплени палӑрса тӑрать. Тӗслӗхрен, Шупашкар таврашӗнчи Ишек, Сӑкӑт тата ытти вырӑнсене пур ҫӗрте те хӑйсен таврашӗнчи вырӑнсем умӗн асӑннӑ.
Апла пулсан, вӗсене аслӑраха хунӑ. Сӑмахран, Пушкӑртстанри Хурамалсен чӳк йӗрки ҫапла: Ишек киремечӗ, Сӑкӑт киремечӗ, Ӗпхӳ киремечӗ, Ҫтерлӗ (Пристӑн) киремечӗ, Пелепей киремечӗ, Малти киремет. Хамӑр ҫӗр ҫинчи (Хурамалти) тӳр килли (Тур тавраш тасатас йӗрке, ЧПГӐИ ӐА, 1, алҫыруран). Кунта илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем авал чӑваш йӑли-йӗрки анлӑ сарӑлнине, унӑн шӑнӑрӗ ҫирӗп упранса тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Пӗчӗк статья калӑпӑшӗнче пур таврари кӗлӗ йӗркисем ҫинчен анлӑн ҫырса пама май ҫук. Анчах та астутарса хӑварассӑм килет, кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ йӑпасенчен чылайӑшӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Атӑлпа Шурӑ Атӑл ҫине килсе лариччен йӗркеленсе кайнӑ пулас. Ҫакна чӑвашпа ытти тӗрӗк халӑхӗсен (сӑмахран, якутсен, алтайсен, шорсен, хакассен) ҫавӑн йышши йӑли-йӗрки пӗр пулнинчен те курма пулать. Чӑвашсен сартӑш тӗнӗпе йӑли-йӗрки ӗлӗк-авал ҫынсем ҫутӑ тӗнчене мӗнле алла илсе пынине кӑтартакан историлле тӗнче курӑм палли пулса юлнӑ.
Пӑлхарсемпе сӑварсен хули ячӗсем те чӑваш сӑмахӗсемех, анчах ют халӑхсен ҫыравҫисем вӗсен ячӗсене хӑйсен чӗлхи майлӑ улӑштарса ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, Пӳлер хулине урӑхла Пюлер, Биляр, Буляр тесе ҫырнисем те тӗл пулаҫҫӗ. «Пӳлер» хула ятӗнче чӑваш сӑмахӗ «пӳ», вырӑсла «вал» пур. Ҫак хула ячӗ «пӳ» сӑмах ҫумне «лер» сӑмах пӗрлештернипе пулать. Тӑшмана хирӗҫ тӑма, ӑна тытса чарма, пӳлме, пӳсем чавса чарар тенӗ сӑмах пӗлтерӗшӗнчен пулса кайман-ши? Пирӗн чӗлхене кӗрсе вырнаҫман-ши? Пӑлхарсен авалхи Пӳлер хулине хаяр тӑшмана тытса чармалли е унтан хӳтӗленмелли тӗллевпех туса лартнӑ пулас. «Пӳлер» сӑмах хула-крепость тенине пӗлтермест-ши? Ҫак пӗтӗмлетӗве тӗпе хурсан, Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ (Цивильск) хула ячӗ мӗне пӗлтернине ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пулать.
Чӑвашсен сартӑш тӗнӗпе йӑли-йӗрки ӗлӗк-авал ҫынсем ҫутӑ тӗнчене мӗнле алла илсе пынине кӑтартакан историлле тӗнче курӑм палли пулса юлнӑ.
|
К.К. Каштанов инженер эпир асӑннӑ статйинче «в» сас паллипе усӑ курса «чуаш» сӑмахран вырӑссем «чуваш» сӑмах туса хуни ҫинчен ҫырать. Кун ҫинчен татӑклӑн ӑнлантарса нимӗнех те калаймастӑп. Апла пулсан та пурнӑҫра ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫ пулса иртни ҫинчен аса илесшӗн. Тутарстанра Шӗкӗр (халӗ Лениногорск районне кӗрекен пысӑк Куак ятлӑ ял пур. Авал ку вырӑна чи малтан мӗнле чӗлхепе калаҫакан халӑх килсе ларни ҫинчен историре паллӑ мар. Анчах та кӳршӗ ялти (Кузьминовкӑри) чӑвашсем ку яла авалтанах «Кӑвак» тесе калаҫҫӗ, унта вулӑс (улӑс) центрӗ вырнаҫнӑ пулнӑ, самаях пысӑк йышлӑскер, икӗ юхан шыв Шуҫӑмпа Кувак пӗрлешнӗ вырӑнти айлӑмри сӑртлӑхра ларать. Халӗ кунта ытларах вырӑссем пурӑнаҫҫӗ, ик ҫӗр ҫул ытла маларах ҫак тӑрӑха пурӑнма поляксем те куҫса килни паллӑ. Мӗн шутлатӑр эсир, хаклӑ вулакансем? Вырӑссем «Куак» сӑмах варрине «в» сас палли кӗртсе ялӗн ятне «Кувак» тесе йышӑнчӗҫ. Ҫак сӑмах ылмашӑвне Тутарстан Республикин Аслӑ Канашӗ хӑйӗн йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетрӗ.
Пирӗн мӑн несӗлсен авалхи кун-ҫулӗсӗм авалтан килнине пӗлтерекен тепӗр пысӑк пулӑм — тӗнчери тӗрлӗ халӑх ӑсчахӗсене унӑн историйӗле культури, йӑла-йӗркийӗсемпе тӗнӗ кӑсӑклантарни. Вӗсем XIX ӗмӗр вӗҫӗнче те, XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче те Раҫҫее тӗрлӗ ҫӗршывсенчен килсе тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ. Вӗсенчен пӗри, венгрсен чаплӑ тюркологӗ, фольклорисчӗ, этнографӗ тата музейсенче ӗҫленӗ Месарош Дюла (1883-1957) Хусан тата Чӗмпӗр кӗпӗрнисенче 1906 ҫулта кӗркуннерен тытӑнса 1908 ҫулӑн пуш уйӑхӗччен чӑваш халӑхӗн фольклорне, этнографине тата чӗлхине тӗпченӗ. Ҫакӑн пек тӗпчев ӗҫӗсем тума маларах та килсе ҫӳрекенсем пулнӑ. Тӗслӗхрен, 1885 ҫулта Атӑл тӑрӑхӗнче венгрсен ӑсчахӗ Мункачи Бернат (1860- 1937) ӗҫлесе пурӑнни паллӑ. Вӑл та чӑваш халӑхӗн культурине, тӗнне тата чӗлхине тӗпченӗ. Венгрсен икӗ тӗпчевҫи те И.Я. Яковлев уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пулса курнӑ. Мункачи Бернат Будапештри академи пичетлесе кӑларакан «Известия Востока» журналӑн редакторӗ те пулса ӗҫленӗ.
Маларах асӑннӑ Месарош ӑсчахӑн «Памятники старой чувашской веры» кӗнекинче пире тӗлӗнмелли авалхи тепӗр йӑла ҫинчен ҫырни пур. Ку йӑлана ытларах харпӑр хӑйсен йӑхри ҫемье кӗллинче вуланӑ тата пуҫ ҫапнӑ чухне пӑхӑнса тӑнӑ. Ку вӑл Йӗрӗх (Ирих) чӳкӗ (жертвоприношение родовому духу йӗрӗх). Кӗскен каласа хӑварар-ха, ку ырра (чуна) ытларах кашни уйрӑм кил-ҫуртра мимӗрпе (нимӗрпе) тата йӑва пӗҫерсе тӑхланран укҫа (нухрат) пек шӑратса хатӗрлесе, кӗлӗ калакан ятарласа йышӑннӑ вырӑна кайса пуҫ ҫапнӑ. Акӑ, пӗр тӗслӗх илсе кӑтартар-ха: «За околицей деревни и у йӗрӗха имеется свое священное место. Хозяин, значит, идет туда, чтобы поклонится ему, чтобы тот не повредил его семье болезнями, бедой. Сначала кладет на его землю предназначенные ему кусочки хлебца и часть киселя в три ложки, потом также молится и ему:
Йӗрӗх акай, ҫырлах, хаман ту,
Эпӗ сана нимӗр паратӑп,
Йӑва та паратӑп,
Укҫа та ҫакатӑп, ҫырлах».
(Дюла Месарош. Памятники старой чувашской веры. — Чебоксары, 2000. — 34, 126 с.)
Ҫак авалхи йӑла-йӗркене Ҫарӑмсанпа Сӗнче шывӗсен тӑрӑхӗнчи анатри чӑвашсем те пӑхӑнса пурӑннӑ. Тӗслӗхрен, тӑван ялта, ҫурҫӗр енче Хайпулла анатӗнче юхан шыв урлӑ каҫсан, ялӑн Йӗрӗх ятлӑ тип ҫырми пур. Ачапча чухне пире аслисем ҫак ҫырмана выляма кайма чаратчӗҫ. Унта Йӗрӗх пурӑнать, тӗрӗсрех каласан, Йӗрӗх «тытать», чир-чӗр ярать, шавланине, тавлашнине юратмасть тесе астутарса калатчӗҫ. Анчах та пирӗн, шкула вӗренме ҫӳремен шӑмпӑлайсен, Йӗрӗхе хамӑр куҫпа курас килетчӗ. Ку пулӑм та чӑвашсем пӑлхарсен йӑхӗнчен тенине ҫирӗплетмест-и-ха?
(Вӗҫӗ пулать.)
Валери ТУКТАР,
тавра пӗлӳҫӗ.
Сувар. — 2012 ҫ. — Ҫу, 18 (20 (958) №).
Эпӗ тата чӑвашсен авалхи ячӗ, хушма ячӗ (хушамачӗ) ҫинчен сӑмах хускатасшӑн. Халӗ ислам тата православи тӗнӗсене йышӑнман кил-ҫуртри несӗлсен ячӗсемпе паллашса, хӑш-пӗрисене танлаштарса тата тишкерсе тухӑпӑр. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче тата XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче Шурӑ Атӑлпа Шуҫӑм, Ҫарӑмсанпа Сӗнче юхан шывӗсен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен ячӗсем: Алюк, Анюк, Ветинка, Илтепи, Илтеслу, Инеслу, Иркепи, Кантилет, Минкемел, Минеслу, Миневер, Минюк, Минуҫ, Минямал, Минсулу, Нарспи, Пикепи, Пикеслу, Пинерпи, Пинеслу, Пикенеш, Савтилет, Савнепи, Санепи, Свернук, Селиме, Силтепи, Силтеслу, Силемпи, Силеппи, Синепи, Синеслу, Ситеслу, Тевечей, Тунепи, Тунеслу, Ултепи, Унепи, Утрепи, Унерпи, Унеслу, Унука, Унярка, Урине, Ухвине, Унеслу, Чентилет, Чикеслу, Чикепи, Элпике, Энепи, Энеслу, Энук, Эрнеслу, Эрнепи, Эрнечи, Эрнук, Эрнуҫ, Ялтӑрма — хӗрарӑм ячӗсем. Арҫын ячӗсем: Авантей, Алякка, Атмӑрса, Ӑртиван, Ӑртаман, Ентирек, Икушка, Илепер, Илетер, Илтӗрек, Илтук, Илтукан, Илмуха, Илушка, Иментей, Исментей, Исмулла, Калмӑрса, Калук, Касантай, Муляшка, Мултирек, Мулюха, Мухтияр, Паймӑрса, Пайтул, Пайткан, Патирек, Пекул, Пикул, Сайтул, Сайтук, Сатыпал, Симентей, Ситемен, Ситӗмӗр, Ситирек, Ситул, Ҫтуха, Тӑхтаман, Терен, Туктамӑш, Туймулпа, Туйтукан, Туйтул, Туктар, Тутирек, Уйтул, Упин, Утирек, Утьяр, Ухтияр, Хунтирек, Хусантай, Энтирек, Эртремен, Ялмӑрса, Ялтирек, Ямук, Янтукан, Ятарин тата ытти те. Пӑлхарсемпе сӑварсем арабсемпе туслашса тата вӗсемпе хутшӑнса пурӑннипе шута илсен, хӑйсен чӗлхине араб чӗлхинчи сӑмахсене кӗртни папӑрмасть-ши? (Е хире-хирӗҫле мар-ши?). Кӗскен каласан, ислам тӗнӗпе пӗрле Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне мӑсӑльман ҫырулӑхӗ килсе вырнаҫман-ши? Сӑмах май, чӑваш ячӗсен тепӗр ушкӑнӗпе паллашар-ха: Акмулла, Кайнулла, Микулла, Пимулла, Пикмулла, Сехулла, Тимулла, Туймулла, Хайпулла, Фейсулла, Ярмулла. Ку ятсем те авал эртел-тӑхӑмсемпе пӗрле пурӑннине пӗлтереҫҫех ӗнтӗ. Анчах та кусем тӗрӗк чӗлхинчи ятсем пек илтӗнеҫҫӗ. Тарӑн та тӗплӗн ӑнланас тесе ку ятсене хамӑр тӑрӑхри тутар ячӗсемпе танлаштарса пӑхрӑм. Анчах та тутарсен хушшинче унашкалли ҫук е пӗр евӗрлӗрех янӑраҫҫӗ ҫеҫ. Тӗслӗхрен, сайра-хутра тӗл пулаканнисем: Каптул(ла) (чӑваш) — Аптулла (тутар), Минтупай (чӑваш) — Аксупай (тутар) ятсем пӗр пек янӑраканнисем пур. Альмяшкин, Айдуганов, Бикчентаев, Бичурин, Бикчурин, Бикинеев, Бикулов, Бикмурзин, Илендеев, Ильдуганов, Ильдеряков, Ильдияров, Ильдимиров, Ильмеханов, Исмуллин, Ильмурзин, Ильмушкин, Ильмухин, Ишкинеев, Ишмуков, Ишмухаметов, Максутов, Максютов, Маттуров, Миндубаев, Минхайдаров, Мухтаров, Пайдимиров, Пайдуллин, Паймулкин, Паймурзин, Пикмеев, Пикмуллин, Питулов, Сулейманов, Тахтамонов, Туктаров, Тимирясов, Туктамышев, Чентаев, Чумаков, Шаймурзин, Шикинеев, Якушкин, Ямуков, Яндуганов, Ярмиев, Яшмурзин йышши хушаматсем тӗне кӗмен чӑвашсен те, тутарсен те халӗ те пур. Ҫак хушаматсем пӑлхарсемпе чӑвашсем пӗр халӑх пулнине палӑртмаҫҫӗ-и-ха? Араб чӗлхинчен килсе кӗнӗ хӑш-пӗр сӑмахсемпе паянхи кун та куллен калаҫатпӑр мар-и? Вӗсем пирӗншӗн тӑван сӑмахсемех: айӑп, апӑс, асап, вӑхӑт, йӑвап, йӑлнам, йӑпатать, йӗрӗх, юрату, калав, кӑвак тӳпе, кӗвӗ ҫемми, лайӑх, марка, масар, мӗн, пихампар, пирӗшти, салам, самант, сӑпат, сехет, ҫӳллӗ, тавра, тӑмха, тӗн, тӗнче, тивлет, халал, халӑх, харап, хыпар, хӑвала, чӑн тата ытти те. Шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра ҫакӑн пек ӑнлантарнӑ, анчах та чӑн пурнӑҫра сӑвар-чӑвашсен сӑмахӗсем араб чӗлхинче те сыхланса юлни ҫинчен тӗнчери ӑслайсемпе ӑсчахсем хӑйсен тӗпчев ӗҫӗсенче тӗплӗн ӑнлантараҫҫӗ.
Сӑварсемпе пӑлхарсен (чӑвашсен) вырӑс ӗмпӗвӗсенчен хӳтлӗх кӗтсе ирӗксӗрех вӗсен тӗнне йышӑнмаллах пулнӑ.
|
Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи ҫынсем чӑваш чӗлхипе калаҫнине палӑртакан тепӗр тӗслӗх илсе кӑтартам-ха. Сӑварсемпе пӑлхарсен авал «Тимреҫ» ят та пулнӑ, кун пек ят тӗне кӗмен чӑвашсем хушшинче те пур. Чӑваш халӑх историйӗнче ҫакӑ паллӑ: 1869-1871 ҫулсенче Хусанти Н. И. Ильминский профессор ертсе пыракан кӗрешӗн тутарсен шкулӗнче Тимреҫ ятлӑ чӑвашӑн ывӑлӗ Ҫеркей вӗреннӗ. Вӑл Чистай уесӗнчи Саврӑш прихутӗнчи Ишель елӗнче 1851 ҫулта тӗне кӗмен чӑваш хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ҫак ялтах православи тӗнне йышӑннӑ тутарсем те пурӑннӑ. Сергей Тимрясов, вӗренсе учителе тухнӑскер, 1874 ҫулта тӗне кӗрет. Н.И.Ильминский — хӑйне вӗрентекенӗ хресна ашшӗ пулать, хресна амӑшӗ — Екатерина Степановна, Николай Ивановичӑн мӑшӑрӗ. Тӗне кӗнӗ хыҫҫӑн вӑл Сергей Николаевич пулса тӑнӑ, анчах та хушаматне хӑйӗннех хӑварнӑ. Ҫав ҫулах вӑл Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире малалла вӗреннӗ. Хусанта кӗрешӗн тутарӗсен шкулӗнче вӗреннӗ ҫулсенче Сергей Тимрясов вырӑс студенчӗпе В.А.Белилинпа пӗрле И. Я. Яковлева чӑвашсен чи пирвайхи алфавитне ҫырса хатӗрлеме нумай пулӑшнӑ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче Ишельел ялӗнчен тӗне кӗмен чӑвашсем ҫӗнӗ ҫӗре куҫса Ҫирӗклӗ (Сидулово-Ерыклы) ялне пуҫарса янӑ (халӗ Тутарстанри Аксу районне кӗрет). Тимреҫсен йӑхӗнчен кайран та хутла вӗреннисем нумай пулнӑ тата пур та. Тимреҫ Ҫеркейӗн виҫҫӗмӗш сыпӑкри тӑванӗсем: Аксура пурӑнакан Елисей Мурзович (Мурзич) Тимирясов вӗрентекен, Хусанта пурӑнакан Виталий Гайнуллович Тимирясов профессор.
К. К. Каштанов «Чӑвашсен вил тӑпри ҫинчи палӑксем тутарсен масарӗнче е тутар ялӗсен ҫывӑхӗнче сахал мар», — тесе ҫырать. Кун пек пӗтӗмлетӳ вӑл хамӑр халӑх историне япӑх пӗлнине ҫеҫ пӗлтерет.
Тӗслӗхрен, Тутарстанри Аксу районӗнчи Сӗнче шывӗ хӗрринчен инҫе мар е Аслӑ Сӗнчелпе (ку ялта чӑвашсен ҫыравҫи Е. В. Еллиев ҫуралнӑ) юнашар Тутар Сӗнчелӗ ларать. Ку ялӑн хӗвел анӑҫ енче ӗлӗк-авалхи чӑвашсен масарӗ паянхи кун та сыхланса юлнӑ, анчах та вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем пирӗн мӑн несӗлсен вил тӑприйӗсене тирпейлесе илем кӗртесшӗнех мар. Тутар Сӗнчел ял ятне асӑннӑ май тата акӑ мӗн калас килет. Сӗнче тӑрӑхӗнчи ҫак яла кукаҫейпе пӗртӑванӗ Айсулу ятли тӗне кӗмен чӑваша качча тухнӑ. Тепӗр кӗтменлӗх курса илтме тӳр килчӗ асӑннӑ ялта. 2006 ҫулта Тутар Сӗнчел тӗлӗнче юхан шывӑн тепӗр ҫыранӗнче авалхи сӑвар-пӑлхарсен аслӑ кӗлӗ ирттерекен сӑваплӑ «Хӗр тӑвӗ» вырӑна тӗпчесе тишкерме экспедицие килсе ҫитрӗмӗр. Евгений Мадуров Аслӑ Сӗнчел чӑвашӗ пире ертсе ҫӳрерӗ. Вӑл каларӗ: «Вырӑнти аслисенчен кӗрсе ыйтса пӗлер-ха?» Ун сӑмахӗпе килӗшсе Тутар Сӗнчелне ҫуранах утса кӗтӗмӗр. Ҫумӑр хыҫҫӑн урамри ҫул типсе ҫитейменччӗ-ха. Эпир шыракан этем ял хӗрринчен тӑваттӑмӗш ҫуртра пурӑнать, анчах ӑна тӗл пулаймарӑмӑр. Ҫурт умӗнчи шыв ӑсакан колонка патнелле витрисене кӗвентинчен ҫакнӑ чипер кӑна хӗрарӑм шыв ӑсма килет. Унран эпир: «Кил хуҫине курмарӑр-и?» — тесе ыйтрӑмӑр. Хамӑр мӗнле тӗллевпе ҫӳренине пӗлтертӗмӗр. Кӗтмен ҫӗртен пирӗнпе калаҫса тӑракан вӑтам пӳллӗ хӗрарӑмӑн куҫӗ шывланчӗ, куҫҫульпе тулнӑ куҫне тутӑрӗн вӗҫӗпе шӑлать. Нимӗн те ӑнланманнипе унран мӗншӗн хурланнине ыйтрӑмӑр. Пичӗ тӑрӑх тумлакан куҫҫулӗсене шӑлса пире акӑ мӗн ҫинчен каласа пачӗ.
«Атте пире вилес умӗн йӑлӑнса ыйтрӗ: вилсен хӑйне чӑваш масарне пытарма ыйтрӗ. Эпир, унӑн ачисем, ӑна пурнӑҫлаймарӑмӑр. Чунӗ тухсанах, ват тутарсем килчӗҫ те аттене хӑйсен мӑсӑльмансен масарне илсе кайса пытарчӗҫ. Паянхи кун та чун хурланать». Ҫакӑн пек чун ыратӑвне нимӗнпе те лӑплантарма май ҫук пуль. Чӑвашсен вил тӑпри ҫинчи чул палӑксем тӗрлӗ (кӳршӗллӗ ялсене пӗрлештерни, авалхи чӑваш ял вырӑнне ҫӗнӗ ял пулса кайни тата ытти те) сӑлтава пула тӗрлӗ вырӑна тӑрса юлаҫҫӗ. Ҫак ӑнланӑвах тепӗр тӗслӗхпе ҫирӗплетесшӗн.Чӑвашсен пӗрремӗш халӑх поэчӗ, «Хисеп палли» орден кавалерӗ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи Аксу тӑрӑхӗнчи Ҫӗнӗ Ӳселӗнче 1881 ҫулта ҫуралнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче чӑвашсем ҫак ялтан уйрӑлса тухса юнашарах вырнаҫса Беловка ятлӑ ял никӗсленӗ. Паянхи кун Ҫӗнӗ Ӳсел — тутар ялӗ. Ҫӗнӗ Ӳселӗнчи авалхи чӑвашсен масарӗ те халӗ тутарсен ялӗн чиккинче е ҫӗрӗнче тӑрса юлнӑ.
Кун пирки тепӗр тӗслӗх те пур. Аксуран (район центрӗнчен) Чистая каякан ҫул хӗрринче Кивӗ Киремет ялӗ ларать. Унта чӑвашсемпе тутарсем пурӑнаҫҫӗ, анчах та авал вӑл икӗ ял пулнӑ. Чӑвашсем пурӑнаканни — Тури Чӑваш Киреметпуҫӗ, тутарсем пурӑнаканни — Тутар Киремечӗ. Ҫак ялсене Киремет ятлӑ пысӑк мар юхан шыв ҫеҫ уйӑрса тӑрать. Тутар Киреметӗнче Хасан Туфан (1900—1981) паллӑ поэт, чӑвашсен ялӗнче Михаил Белов (1911—1982) ҫыравҫӑ, Алексей Трофимов-Сатук — чӑваш ӳнерӗн искусствинче доктор ятне тивӗҫнӗ пӗрремӗш чӑваш, Григорий Акташ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. Ҫак чӑваш ялӗн авалхи масарӗ те (масар ҫинчи палӑкӗсем те) тутар ялӗн ҫывӑхӗнче тӑрса юлнӑ ӗнтӗ.
Юлашкинчен ҫакна тата палӑртса хӑварасшӑн. Сӑварсемпе пӑлхарсен (чӑвашсен) вырӑс ӗмпӗвӗсенчен хӳтлӗх кӗтсе ирӗксӗрех вӗсен тӗнне йышӑнмаллах пулнӑ ӗнтӗ. Унсӑрӑн чӑвашсен пурнӑҫӗ малалла аталанайман пулӗччӗ. Мӗн калас, ҫак пӑтравлӑ ӗҫ пур ҫӗрте те ҫӗр проценчӗпех пурнӑҫланайман-тӑр. Мӗншӗн тесен, манӑн тӑван ялта халӗ те тӗне кӗменнисен йышӗ пысӑк. Ялӑн чӑваш масарӗнче вилене авалхи йӑлапа тирпейлесе пытараҫҫӗ. Хут ҫинче тӗне кӗнӗ тесе ҫырнӑ пулсан та кулленхи пурнӑҫра вара аслашшӗпе асламӑшӗн, кукашшӗпе кукамӑшӗн тӗннех ӗненнӗ. Ҫак пулӑма тӗслӗх ҫирӗплетет. Ял-йыш хушшинче ытларах арҫынсем Уля ятпа ҫӳрекеннисем пур, анчах та паспорт е ҫуралнӑ хучӗ ҫинче пӗрне — Владимир, теприне — Николай ятпа ҫырнӑ. Тӗне кӗмен чӑвашсен кун пек ӑнсӑртлӑхсем татах та пур, акӑ Калмӑрса — Иван, Петрав — Петр, Симӑрса — Семён пулса ҫӳреҫҫӗ. Ку йӑла мӗнрен килет-ши?
Статьяна Хусан хутлӑхӗнче пурӑнакан К.К.Каштанов инженерӑн шухӑшӗпех вӗҫлесшӗн. Статьяри тӗслӗхсене шута хурса тата ӑша илсе пирӗн мӑн несӗлсем Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхӗнчи сӑварсемпе пӑлхарсен ӑрӑвӗнчен тухни палӑрать.
Валери ТУКТАР,
тавра пӗлӳҫӗ.
Сувар. — 2012. — Ҫӗртме, 15 (24 (962) №).