Эпӗ 1919 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче Шӑнарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси пуҫламӑш шкулӗн 4 класне вӗренсе пӗтертӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ. Тӑван хуҫалӑхра вӑй хутӑм. 1940 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне илчӗҫ. Пире, повестка илнӗ яшсене, вакунсене лартрӗҫ, ҫул Мускав урлӑ Петрозаводск (Мурманск) еннелле выртрӗ. Карели-финн чиккинче, Ухта ҫывӑхӗнче вырнаҫрӑмӑр. Июнь уйӑхӗн вӗҫӗ. Мунча кӗртрӗҫ, салтак форми пачӗҫ. Халӗ эпӗ 118 стрелковӑй полк йышӗнче. Карантин хыҫҫӑн мана станковопулеметнӑй ротӑн 3-мӗш батальонне куҫарчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ «Максим» пулемет манӑн алӑра. Кадровӑй службӑра тӑма пуҫлани шӑп пӗр ҫулталӑк ҫитрӗ, 1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче 4 сехетре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Батальон командирӗ пире пограничниксене пулӑшу кỹмелли ҫинчен пӗлтерчӗ. Пирӗншӗн те 4. 30 сехетре вӑрҫӑ пуҫланчӗ. Малтанхи тапхӑртах ентешсем чылайӑн пуҫӗсене хучӗҫ. Акӑ, Чатукасси каччин Николай Павловӑн сӑнарӗ паян кун та асӑмран каймасть. Манӑн «Максим» пулеметпа сентябрь уйӑхӗччен нимӗҫсене «кучченеҫ» ҫитерме тиврӗ. Ун хыҫҫӑн мана автоматчиксен ротине куҫарчӗҫ. Разведчиксемпе пӗрле тӑтӑшах «чӗлхе» тытма ҫỹреме тиветчӗ. 1941—1942 ҫулхи хӗлле шартлама сивӗ тӑчӗ, ӑна пӑхмасӑр вуншар талӑк разведкӑна ҫỹренӗ. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ, кашни япаланах астумастӑп. 1944 ҫулта нимӗҫсене Финляндинчен хӑваласа кӑлартӑмӑр. Вӗсем ҫирӗп оборона тытнӑччӗ ун чухне. Халӗ эпир 3-мӗш Белорусси фронтӗнче ҫапӑҫатпӑр. Нарвӑна илтӗмӗр, ун хыҫҫӑн Хӗвелтухӑҫ Пруссине кӗтӗмӗр. Мана 337-мӗш полка куҫарчӗҫ. Январӗн 23-мӗшӗ. Питех те вӑйлӑ ҫапӑҫусем пычӗҫ. Эпир Мазурски кỹлле илтӗмӗр. Унтан Ландсберг тата Бартенштайн хулисене ирӗке кӑлартӑмӑр. Ҫавӑншӑн мана III степеньлӗ Мухтав орденне пачӗҫ. Ҫак тапхӑрта Тӗп командующи И. Сталин алӑ пуснӑ 8 Тав хутне тивӗҫрӗм. 1945 ҫулхи февралӗн 19-мӗшӗнче Кенигсберг хулишӗн хаяр ҫапӑҫусем пычӗҫ. Кунта мана йывӑр амантрӗҫ. Волгоград облаҫӗнчи 3346-мӗш номерлӗ госпитальте ҫеҫ тӑна кӗтӗм. Унта август уйӑхӗн ҫурриччен сывалтӑм. 1946 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗччен ҫар ретӗнче тӑтӑм. Кайран тӑван киле таврӑнтӑм.
Интервью илнӗ Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ