Антонина Львова

Тăван чĕлхе — анне чĕлхи

Нумаях пулмасть районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫат редакцине таврапӗлỹҫӗ, фотоӑстаҫӑ, республикӑри «Сувар» тата историпе культура тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фонд кӑларакан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тӗпчев кӗнекисен редколлеги членӗ Ю. А. Львов кӗчӗ. Юрий Анатольевич хӑйӗн амӑшӗ, паллӑ таврапӗлỹҫӗ, Чатукассинчи вӑтам шкулта ачасене чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ А. Г. Львова иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсен варринче ҫырса хӑварнӑ пӗр ӗҫне сӗтел ҫине кӑларса хучӗ.

Лăпкă çывăрăр, Антонина Герасимовна!

Питех те шел, упраймарӑмӑр эпир ватлӑх ҫулӗсенче те ывӑнма пӗлмесӗр тӑрӑшнӑ, яланах тараватлӑ та чӗрӗ шухӑш палӑртнӑ чӑн чӑваш хӗрарӑмне, халӑх академикне Антонина Герасимовна Львована. Ҫак кунсенче вӑл пирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑранпа 40 кун ҫитет. Халӗ пӗрле пухӑнса вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пурнӑҫланӑ чыслӑ ӗҫсене тишкерме шӑпах вӑхӑт.

Андрей Тимофеевич Тимофеев, 1919 ç. ç

Эпӗ 1919 ҫулхи ноябрӗн 20-мӗшӗнче Шӑнарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Чатукасси пуҫламӑш шкулӗн 4 класне вӗренсе пӗтертӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ. Тӑван хуҫалӑхра вӑй хутӑм. 1940 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Хӗрлӗ Ҫар ретне илчӗҫ. Пире, повестка илнӗ яшсене, вакунсене лартрӗҫ, ҫул Мускав урлӑ Петрозаводск (Мурманск) еннелле выртрӗ. Карели-финн чиккинче, Ухта ҫывӑхӗнче вырнаҫрӑмӑр. Июнь уйӑхӗн вӗҫӗ. Мунча кӗртрӗҫ, салтак форми пачӗҫ. Халӗ эпӗ 118 стрелковӑй полк йышӗнче.

Леонид Трофимович Смирнов, 1907 ç. ç.

Эпӗ 1907 ҫулта Арҫунакасси (Итмар) ялӗнче ҫуралса ỹснӗ. Сахал вӗреннӗ: вырӑнти шкулӑн тӑватӑ класне ҫеҫ пӗтернӗ. Ҫакна ҫеҫ калам: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин кунӗсене аса илсен халӗ те ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупма тытӑнать. 1941 ҫулта эпӗ Красноармейскинчи Госбанк уйрӑмӗнче ӗҫлеттӗм. Вӑрҫӑ пуҫлансанах нумай та вӑхӑт иртмерӗ, мана районти ҫар комиссариатне чӗнсе илсе бронь хучӗҫ, ҫавӑнпа та тӑхӑр уйӑх иртсен ҫеҫ мобилизаци йӗркипе ҫара илчӗҫ. Ун чухне хамӑр тӑрӑхри вӑйпитти мӗнпур арҫынсем фронтраччӗ, халӑх хушшине тухса ҫỹреме те аванмарланса ҫитрӗм. Ҫар комиссариатне кайса хам ирӗкпе вӑрҫӑ хирне яма ыйтрӑм, «ӗлкӗрӗн-ха», терӗҫ.

Федотов Владимир Федотович (1923 ç. ç.)

Эпӗ 1923 ҫулхи октябрӗн 1-мӗшӗнче Чатукасси ялӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Сакӑр ҫул тултарсан шкул сукмакне такӑрлама тытӑнтӑм. Паян кун та пӗрремӗш учителе — Елизавета Тимофеевна Волкована ӑшшӑн аса илетӗп. Вӑл пире 1931— 1935 ҫулсенче, 4 ҫул хушши, вулама-ҫырма вӗрентрӗ. Шкулӑн йывӑҫ ҫурчӗ урама тӑрӑх ларатчӗ. Чатукассинчи пуҫламӑш шкул хыҫҫӑн 5—7 классене (1935—1938) Выҫҫӑлккӑна ҫӳрерӗм.

Валентин Прохорович Прохоров (1907 ç. ç.)

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа 10 уйӑх ҫитрӗ. Пирӗн ял-хуласем пӗрин хыҫҫӑн тепри ирсӗр тӑшман аллине куҫаҫҫӗ. 1942 ҫулхи апрелӗн 7-мӗшӗнче мана та вӑрҫа кайма повестка пачӗҫ, ҫапла вара эпӗ районти ҫар комиссариачӗ урлӑ фронта лекрӗм. Малтанах пире пӗр вӑхӑт Ҫӗрпӳре ҫар ӗҫне вӗрентрӗҫ. Часах ҫул хӗвеланӑҫнелле выртрӗ.

Димитриев Константин Димитриевич (1924 ç. ç.)

Эпӗ 1924 ҫулхи нябрӗн 14-мӗшӗнче Пулайкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта Ҫавалҫырмари ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкултан вӗренсе тухрӑм, ун хыҫҫӑн «Новое дело» хуҫалӑхра ӗҫлеме пуҫларӑм. Ҫак тапхӑрта суха тунӑ, тырӑ акнӑ, вырнӑ, авӑн ҫапнӑ. 1940 ҫулта колхоз правленийӗ хастарлӑха кура ферма сыснисене пӑхма шанчӗ. Кунта ҫулталӑк ҫурӑ ытла вӑй хутӑм. 1941 ҫулхи июньте хӑрушӑ хыпар сарӑлчӗ: Гитлер вӑрӑ-хурахӗсем пирӗн юратнӑ ҫӗршыв ҫине сӗмсӗррӗн тапӑннӑ.

Анна Григорьевна Алексеева (1923 ç. ç.)

Анна Григорьевна АлексееваЭпӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче тухса кайрӑм. Асӑннӑ тапхӑрта Ҫӗрпӳри профессипе техника училищинче ҫӗвӗҫе вӗренеттӗм. Пире, училищӗре пӗлӳ илекен 50 хӗре, Ҫӗрпӳ ҫар комиссариачӗ урлӑ фронта кайма шӑпа тиврӗ. Ҫара кайма вырӑсла аван пӗлекен хӗрсене суйласа илчӗҫ. Ҫул Мордва Республикин Ардатово хулине выртрӗ. Кунта хаяр вӑрҫӑ пуҫланиччен вӗҫев училищи, пысӑк аэродром пулнӑ.

Римма Ивановна Иванова (1922 ç. ç., Типвар ялĕ)

Римма Ивановна ИвановаАслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ манӑн кун-ҫулӑмра та уйрӑм вырӑн йышӑнать. Мана фронта 1942 ҫулхи кӗркунне Шупашкар хулинчен илчӗҫ. Пирӗн йышра хӗрсем нумайччӗ. Мускава ҫитрӗмӗр, пире тӗрлӗ ушкӑнсене сапаларӗҫ. Эпӗ 3-мӗш Белорусси фронтне лекрӗм. Мана штаб фрончӗн связисткине (телефонисткине) ӗҫлеме илчӗҫ. Мӗн вӑрҫӑ Аслӑ Ҫӗнтерӳпе вӗҫленичченех эпӗ ҫав штабра ӗҫлесе пурӑнтӑм. Унтанпа чылай вӑхӑт иртрӗ, паян хӑш вырӑнта пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа параймастӑп. Пирӗн ӗҫре коммутаторсем тата спецмашинӑсем пулнӑ. Эпир вӑрмантан вӑрмана куҫса вӑрҫӑ хыҫҫӑн пынӑ.

Августина Матвеевна Иванова (1923 ç. ç.)

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пырать. 1943 ҫулхи июнӗн 1—31-мӗшӗсенче, эпир, Трак енри хӗрсен пӗр ушкӑнӗ, районти ҫар комиссариачӗ урлӑ Красноармейски ялӗнче салтак пурнӑҫне хӑнӑхрӑмӑр, ҫар ӗҫне вӗрентӗмӗр. Авӑн уйӑхӗнче мана алла повестка тыттарчӗҫ. Сентябрӗн 9-мӗшӗнче атте Трак чукун ҫул станцине леҫсе ячӗ. Иксӗмӗрӗн те куҫсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Чунра темӗнле йывӑр пулса килчӗ. Ҫул Канашалла выртрӗ.

Pages

Subscribe to RSS - Антонина Львова