Эпӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине 1942 ҫулхи майӑн 8-мӗшӗнче тухса кайрӑм. Асӑннӑ тапхӑрта Ҫӗрпӳри профессипе техника училищинче ҫӗвӗҫе вӗренеттӗм. Пире, училищӗре пӗлӳ илекен 50 хӗре, Ҫӗрпӳ ҫар комиссариачӗ урлӑ фронта кайма шӑпа тиврӗ. Ҫара кайма вырӑсла аван пӗлекен хӗрсене суйласа илчӗҫ. Ҫул Мордва Республикин Ардатово хулине выртрӗ. Кунта хаяр вӑрҫӑ пуҫланиччен вӗҫев училищи, пысӑк аэродром пулнӑ. Ардатовӑра эпир икӗ уйӑх хушши вӗрентӗмӗр. Пӗр эрнерен ҫар тумӗ тӑхӑнтартрӗҫ, винтовкӑсем пачӗҫ, присяга тытрӑмӑр. Утмӑл талӑк хушши самолетсем ҫине бомбӑсем ҫакма, пушкӑсемпе, пулеметсемпе усӑ курма вӗрентрӗҫ. Салтак пурнӑҫӗ: кашни кун 7—8 сехет хушши занятисем, тренировкӑсем, ҫар юррисем ("Эх, махорка", "По долинам и по взгорьям", "Если завтра — война") юрласа стройпа утмалла. Эпир, хӗр-салтаксем, пӗр батальонтаччӗ. Пире курсан, хӗрхеннипе, хула хӗрарӑмӗсен куҫҫулӗсем шӑпӑртатса анатчӗҫ. 1942 ҫулхи август уйӑхӗнче вӑрҫӑ ҫулӗ Мускав облаҫӗнчи Кубинка хули ҫывӑхне выртрӗ. Ҫак тапхӑртан эпӗ кунта вырнаҫнӑ авиаципе ҫапса аркатакан (истребительнӑй) полкӑн стрелок-оружейникӗ пулса тӑтӑм. Ҫак специальноҫпе 20 хӗр тӑрӑшма пуҫларӗ. Кунта эпир арҫынсене улӑштартӑмӑр, вӗсене фронта ӑсатрӗҫ. Пирӗн ӗҫ питех те яваплӑччӗ: самолетсем ҫинчи пулеметсене ҫар хатӗрӗсемпе авӑрламаллаччӗ тата вӗҫеврен таврӑннӑ самолетсене тасатса черетлӗ операцине кӑларса яма хатӗрлемеллеччӗ. Пирӗн аэродром вӑрман хӗррине вырнаҫнӑччӗ. Эпир палаткӑсенче, землянкӑсенче пурӑннӑ. Каҫсерен постра, самолетсем ҫывӑхӗнче караулта тӑнӑ, телефон патӗнче — дневальнӑй, полк ялавӗ патӗнче — часовой. Пирӗн полк Мускав хулин ПВО йышне кӗнӗ. Пирӗнтен фронт 60 ҫухрӑмраччӗ: бомбӑсем ҫурӑлни, тупӑсенчен пени илтӗнетчӗ, "Катюшӑсен" сасси тӑратчӗ. Пирӗн полкӑн тӗп задачи Мускав ҫине бомбӑсем пӑрахма вӗҫекен тӑшман самолечӗсене чарса лартасси пулнӑ. Летчиксем самолетсем ҫинчен тухса та ӗлкӗрейместчӗҫ, бака горючи тултарса каллех сывлӑша ҫӗкленетчӗҫ. Эпир хамӑра ҫирӗплетсе панӑ самолетсене куҫран вӗҫертмесӗр заданисенчен кӗтеттӗмӗр. Пӗр тӗслӗх. Пӗррехинче командовани пунктӗнчен ҫапла пӗлтерчӗҫ: фашистӑн 20 самолечӗ Мускав ҫине бомбӑсем пӑрахма хатӗрленет. Пирӗн самолетсем ҫийӗнчех вӗсене хирӗҫ вӗҫсе хӑпарчӗҫ. Сывлӑшра питӗ вӑйлӑ ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Ҫав тытӑҫуран пирӗн виҫӗ самолет каялла таврӑнмарӗ, ҫапах та пирӗннисем тӑшмана хула ҫывӑхне те ямарӗҫ. Вӗсен 5-6 самолечӗ яланлӑхах куҫран ҫухалчӗ, ыттисем тӗлли-паллисӗр сапаланса пӗтрӗҫ. Асӑннӑ ҫапӑҫу вӗҫленсен пире, оружейниксене, пӗтӗм полк умӗнче тав турӗҫ. Ку пӗр тӗслӗх кӑна, 1418 куна пынӑ вӑрҫӑра ҫакӑн евӗр тытӑҫусем миҫе пулнӑ-ши? 1944 ҫулхи кӗркунне пирӗн полка Раменское хули ҫывӑхне куҫарчӗҫ. Вӑрҫӑ хӗвеланӑҫнелле куҫнӑччӗ ӗнтӗ. Пирӗн самолетсем хӑватлӑ бомбардировщиксене ӑсатса яратчӗҫ тата ҫапӑҫусенчен кӗтсе илетчӗҫ. 1945 ҫулхи март уйӑхӗнче вара пирӗн полка Хӗвелтухӑҫне куҫарчӗҫ. Ҫӗнтерӳ кунне эпир Чита хулинче кӗтсе илтӗмӗр. Майӑн 9-мӗшӗнче пирӗн командир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Пирӗн ума тата тепӗр задача лартрӗҫ: яппун самурайӗсене тӗпрен ҫапса аркатмалла. Пирӗн полкӑн Уссури шывӗ урлӑ выртакан пысӑк кӗпере сывлӑшран сыхламаллаччӗ. Каярах, май уйӑхренпе, пирӗн полк Ворошилов-Уссурийск хулин аэродромне сыхлама пуҫларӗ. Унтан пире Лесозаводск хули ҫывӑхнерех куҫарчӗҫ. Японипе вӑрҫӑ пуҫлансан пирӗн ҫар самолечӗсем тӑтӑшах сывлӑшалла вӗҫсе хӑпаратчӗҫ. Анчах кунта эпир пӗр ҫухату та тӳсмерӗмӗр. 1943 ҫулхи январьте мана ефрейтор звани панӑччӗ, 1945 ҫулхи октябрьте вара черетлӗ кӗҫӗн сержант звани илтӗм. 1945 ҫулхи ноябрьте тӑван киле таврӑнтӑм. Манӑн кӑкӑра "Германие ҫӗнтернӗшӗн", "Японие ҫӗнтернӗшӗн" медальсем, "ПВО отличникӗ" паллӑ илем кӳреҫҫӗ, полк командованийӗн 11 тав хучӗпе те савӑнатӑп эпӗ. Пирӗн вӑхӑтри яш-кӗрӗме питех те йывӑр килчӗ. Кун пек йывӑрлӑха пирӗн ачасем, мӑнуксем ан курччӑр. Ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗрех мирлӗ пурнӑҫ пултӑр.
Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ