Авалхи карттă

Пӗр тӑван Пициганосен картти ҫинче Шупашкар пур-и?

А. Самойлов.
Улатӑр хули.

Франческо тата Марко Пициганосем хатӗрленӗ карттӑ — тинӗс карттисенчен чи пирвайхисенчен пӗри. Ӑна 1375 ҫулта Каталон атласне кӗртнӗ карттӑсем витӗм кӳни сисӗнет. Ҫав вӑхӑтра вӗсене чылай маларахри ҫулсенче /X ӗмӗрсенчен тытӑнса/ хатӗрленисем ҫине таянса тунӑ. Пициганосен карттине пергамент ҫине ӳкернӗ, вӑп Парма /Итали/ библиотекинче упранать.

Атӑл таврашӗнчи лаптӑксенче Тверь хулине, кнеҫлӗхӗн тӗп хулине — Чул хулана, ятсӑр хулана /вырӑнӗпе Шупашкарпа тӳр килет/, Хусан ханлӑхӗн /1338—1345 ҫулсенче йӗркеленнӗ/ тӗп хулин ятне Хусана палӑртман, Боргара /1431 ҫулта пӗтнӗ/, Караболама, Самара, сулахай ҫыранта Йолахине, сылтӑмра Логахине, Тарага, Танике /Танице?/, Кабакона, Салнене, Кабанкона, Тортанллие, Ылтӑн Уртан тӗп хулине Сарая, Чибикарине кӑтартнӑ. Кама ҫывӑхӗнче XIV ӗмӗр вӗҫӗнче аркатнӑ Шокатин, Кар, Пашкерти, Корманаико хулисене палӑртнӑ. Каталон атласӗн виҫҫӗмӗш картти ҫинче те Шупашкар вырӑнӗнче ятсӑр хулана ӳкернӗ.

Хыпар. — 2012. — Ҫурла, 18 (162—163).

 

Поволжье по карте братьев Пицигани. 1367 г.