Шупашкар

Авалхи карттă

Пӗр тӑван Пициганосен картти ҫинче Шупашкар пур-и?

Шупашкар миçере?

Старые Чебоксары: археология, история, топонимикаАпрель уйӑхӗнче Шупашкарта Наци кӗнекин фестивалӗ иртрӗ. ЧР Наци библиотекинче Наука кӗнекин кунӗ пулчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари наукисен институчӗ кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекесен хӑтлавне йӗркеленӗ: В.А. Мошков «Мелодии Волго-Камья», В.П. Воробьев «Чувашские народные песни» (А.А. Осипов редактор-йӗркелӳҫӗ) тата «Старые Чебоксары: археология, история, топонимика» (йӗркелекенӗ Е.П. Михайлов, наука редакторӗ).

«Çăлкуçра» çăварние уявларĕç

Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.

Subscribe to RSS - Шупашкар