Августина Матвеевна Иванова (1923 ç. ç.)

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пырать. 1943 ҫулхи июнӗн 1—31-мӗшӗсенче, эпир, Трак енри хӗрсен пӗр ушкӑнӗ, районти ҫар комиссариачӗ урлӑ Красноармейски ялӗнче салтак пурнӑҫне хӑнӑхрӑмӑр, ҫар ӗҫне вӗрентӗмӗр. Авӑн уйӑхӗнче мана алла повестка тыттарчӗҫ. Сентябрӗн 9-мӗшӗнче атте Трак чукун ҫул станцине леҫсе ячӗ. Иксӗмӗрӗн те куҫсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Чунра темӗнле йывӑр пулса килчӗ. Ҫул Канашалла выртрӗ. Асӑннӑ хулана ҫитрӗмӗр, кунта пире уҫӑ вакунсене вырнаҫтарчӗҫ. Юрать ҫанталӑкӗ сивех мар. Пуйӑс Мускав облаҫӗнчи Щелково хулине ҫитсе чарӑнчӗ. Мускав хулине мунча кӗртме илсе кайрӗҫ, ҫӗнӗ ҫар тумне тӑхӑнтартрӗҫ, виҫӗ эрнене яхӑн чӑн-чӑн салтак пурнӑҫне хӑнӑхрӑмӑр. Унтан ҫар присяги тытрӑмӑр, ҫар ҫыннин пурнӑҫӗ пуҫланчӗ. Палаткӑсенче пурӑнаттӑмӑр, хӗҫ-пӑшал шанса пачӗҫ, хуралта (караулта) винтовка-карабинпа тӑраттӑмӑр. Ноябрь уйӑхӗ пулсан та палаткӑрах ҫӗр каҫаттӑмӑр, анчах чӑтнӑ, чирлемен. Чӳк уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗнче пире Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулине куҫарчӗҫ. Питӗ сивӗччӗ, анчах ҫӑматӑсем памарӗҫ, эпир хуралта ҫав ҫавах атӑсемпе тӑраттӑмӑр. Пире, хӗрсене, пӗртте ҫӑмӑл марччӗ. Хуралта, вӑрман тӑрӑх икӗ сехет хушши ҫӳремелле, дозорта тӑватӑ сехет тӑмалла. Вӑрманта вара таркӑнсем ҫӳренӗ, тискер кайӑксемпе чӗрчунсем те хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Сыхлӑх малти вырӑнта тӑнӑ. 1944 ҫулхи апрельте пире 23-мӗш эсклатаципе чукун ҫул полкне куҫарчӗҫ. Пирӗн ҫарсем хӗвеланӑҫнелле куҫнӑ май эпир виҫҫӗмӗш Украина фронтне пӑхӑнса тӑма пуҫларӑмӑр. Ҫуран утса чукун ҫулӗсене тӑшман минисенчен тӗрӗслеттӗмӗр. Кил ҫинчен, атте-анне ҫинчен сахал шутланӑ эпир, пурте хӑвӑртрах Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн кӗрешнӗ. Каярах Молдавине лекрӗмӗр. Нимӗҫсем хыҫҫӑн ку вырӑнсем ишӗлчӗк айне выртса юлнине хамӑр куҫсемпе курса ӗнентӗмӗр. Вӑл каҫхине тӑшманӑн самолечӗсем черетлӗ хут бомбӑсем пӑрахрӗҫ. Кунта мана ӑнсӑртран сарамак чирӗ ҫакланчӗ. Госпитале ӑсатрӗҫ, унта пӗр хушӑ сиплентӗм. Пирӗн ҫарсем тӑшмана сывлама та памаҫҫӗ. Румыни, Югослави, Венгри хыҫа юлчӗҫ ӗнтӗ. Кӗҫех кӗтнӗ Ҫӗнтерӳ ҫитрӗ. Эпир Венгрин Сомбахтей станцийӗнче 1945 ҫулхи июнӗн 10-мӗшӗччен тӑтӑмӑр. Вена хули урлӑ Тӑван ҫӗршыва таврӑнтӑмӑр. Свердловск облаҫӗнчи Анат Тагил станцийӗнче 1945 ҫулхи ноябрӗн 2-мӗшӗччен пултӑмӑр. Тӑван киле декабрӗн 2-мӗшӗнче ҫитрӗм. Юлашкинчен тата ҫакна хушса калам. 1944 ҫулхи сентябрь уйӑхӗ. Нимӗҫсем каялла чакнӑ чухне Днепр юханшывӗ ҫинчи кӗперсене тӑшман пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе хӑварнӑ. Пирӗн хӗрарӑм ротинче 100 ҫынна яхӑнччӗ. Пире задани панӑ: ҫар хатӗрӗсене Днепр урлӑ каҫармалла. Эпир йывӑҫсенчен, хӑмасенчен паромсем туса вӑхӑтра ҫар хатӗрӗсене юханшыв леш енне каҫарма пултартӑмӑр. 1945 ҫулхи тепӗр самант. Венгринчи Сомбахтей станцийӗнче тӑратпӑр. Эпир, операторсем, станцине мӗнле поездсем килни-кайнине ҫыхӑну урлӑ пӗлтерсе тӑраттӑмӑр. Нимӗҫ самолӗчӗсем вӗҫӗмсӗр хула ҫине бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ. Вӗсене пирӗн зенитчиксем куҫран вӗҫертместчӗҫ, пере-пере антаратчӗҫ. Ҫапах та ҫав самантсенче 9 хӗре ҫухатрӑмӑр. Эпир ӗҫленӗ ҫӗре те бомба ӳкрӗ, ҫурт ҫине мар, айлӑма, анчах вӑл ҫурӑлмарӗ, сывах юлтӑмӑр. Ман кӑкӑра "За Победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 г.г.", ытти медальсем илем кӳреҫҫӗ. Чӗрӗ те сывӑ юлнишӗн савӑнатӑп, Турра тав тӑватӑп. Эпир курнине, тӳссе ирттернине пирӗн ачасем ан курччӑр.

Антонина Львова, ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ял пурнӑҫӗ