Căвара кайса килни

Атӑлпа Кама Пӑлхарстанӗн ылтӑн унки тӑрӑх

Июнӗн 27-28-мӗшӗсенче Шупашкарти «Сувар» ятлӑ наукӑпа тӗпчев фончӗн ушкӑнӗ несӗлсен ҫӗрӗ ҫине кайса килчӗ. Пирӗн халӑхӑн авалхи тӑван ҫӗршывӗн историллӗ вырӑнӗсене курса ҫӳреме пире фонд пуҫлӑхӗ Владимир Алмантай ертсе кайрӗ. Ушкӑнра 15 ҫын. Унта наци интеллигенцийӗн представителӗсемпе ҫамрӑксем кӗреҫҫӗ. Ҫула тухас умӗн каякансем Шупашкарти залив хӗрринчи Анне-управҫӑ палӑкӗ умне тӑрса несӗлсенчен пил ыйтрӗҫ.

КАЙРӐМӐР

Пирӗн ҫул ҫӳревӗн пӗрремӗш объекчӗ вӑтам ӗмӗрсенчи Атӑлпа Кама Пӑлхарстанӗн малтанхи тӗп хули Пӑлхар пулса тӑчӗ. Универсиадӑна хатӗрленекен Хусанӑн пробкисенче тӑрас мар тесе, ҫул вӑрӑмрах пулсан та, Чӗмпӗр урлӑ каяс терӗмӗр. Ҫапах Чӑваш Республикинче те, Ульяновск облаҫӗнче те аслӑ ҫула сарса юсанине пула, хӑш-пӗр тӗлте чарӑнкаласа хирӗҫ килекен транспорта ирттеркелесе яма тиврӗ. Чӗмпӗрте Атӑл урлӑ ҫӗнӗ кӗперпе хӑвӑрт каҫса кайрӑмӑр. Унтан — сулахаялла, Тутарстан енне. Кунта асфальт йӗркеллех.

ПӐЛХАР

Шупашкартан унта 5 сехетре ҫитрӗмӗр. Пӑлхарти патшалӑх историпе архитектура музей-заповедникне кӗрсе директорӗнчен Сӑвар хулашӗ патӗнче (унӑн ҫӗрӗсем заповедникӑн филиалӗ шутланса тӑраҫҫӗ) чулран тунӑ асӑну палли лартма ирӗк илсе тухрӑмӑр. Унтан Пӑлхарта маларах пулман ҫынсем валли экскурси ирттертӗмӗр. Кунта халӗ те археологи тӗпчевӗсем пыраҫҫӗ. Атӑлӑн ҫӳллӗ ҫыранӗ патне килсе Дмитрий Мадуров скульптор лартнӑ чул палӑк умне тӑрса ваттисене асӑнтӑмӑр. Палӑкран инҫех мар мӑнаҫлӑ, ылтӑн тӑрӑллӑ кермен туса лартнӑ. Туристсен схеминче ӑна «922 ҫулта Атӑлҫи Пӑлхар хӑй ирӗкӗпе ислам йышӑннӑ ятпа лартнӑ асӑну палли» тесе палӑртнӑ. Унта тӗнчере чи пысӑк Коран кӗнекине вырнаҫтарнӑ.

Укӑлча хапхи витӗр музей-заповедникӑн тӗп пайне кӗтӗмӗр. Хура палатӑна, чиркӳ пулнӑ ҫуртри музей экспозицине куртӑмӑр. Унта этнографи уйрӑмӗнче кӗленче витрина хыҫӗнче чӑваш хӗрарӑмӗн ӗлӗкхи кӗпи ҫакӑнса тӑрать, кӑкӑрӗ тӗлӗнче эрешсем. Кӗпе айне ҫӑпата хунӑ. Курса ҫӳремелли нумай. Ҫӗр айӗнче авалхи лаптак кирпӗче еплерех хунисем те, сувенир лавккисем те пур. Астӑватӑп, маларах, Пӑлхар ялӗ ҫумӗнче пысӑках мар турист бази пурччӗ. Ун вырӑнне халӗ палаткӑсенчен тунӑ турист лагерӗ ларать. Кӑшт инҫетрех шурӑ тӗслӗ мечӗт тата ытти ҫӗнӗ объектсем курӑнса тӑраҫҫӗ. Заповедника кӗнӗ ҫӗрте ҫӳллӗ йывӑҫ хапха туса лартнӑ.

СӐВАРТА

Сӑвара илсе каякан ҫулпа пыратпӑр. Указательсем ҫине «Сувар» тесе ҫырни те курӑнмасть. Енчен те эсир унта маларах пулман пулсан, шыракан вырӑна ҫитме сире йывӑр пулать. Эпӗ ку вырӑнсене иртнӗ ҫул ҫӳревсемпе пӗлетӗп те, ҫавӑнпа водителе ҫул кӑтартса пыратӑп. Акӑ кирлӗ ял, Кузнечиха ятлӑ вӑл. Чиркӗвне большевиксен вӑхӑтӗнче аркатнӑ. «Сувар» музейӗ патне ҫывхаратпӑр. Унӑн заведующийӗпе Нинель Садриевӑпа телефонпа ҫыхӑнатпӑр. Кун вӗҫленсе пырать. Хирӗҫре вырнаҫнӑ ҫурт умӗнче «К-700» трактор тӑрать, ун алӑкӗ ҫине «СХПК Хузангаевский» тесе ҫырса хунӑ. Элкел районӗн чикки кунтан инҫе мар. Заведующи килсе ҫитсе маларах купса лавкки пулнӑ кирпӗч ҫурта уҫса пире музее илсе кӗрет. Шалта таса. Наука литератури нумай, «Сувар» хаҫат та пур. Кӗленче витринӑсем айӗнче хулашра тупнӑ тӗрлӗ хатӗрсем, ванчӑксем упранаҫҫӗ. Аван сӗтелсем.

– Ку спонсорсен парни, — тет Нинель Садриева, — тата ытларах пукансем пулсанччӗ, эпир ун чух наука конференцийӗсене ирттерейнӗ пулӑттӑмӑр. Тепрехинче илсе килме тӑрӑшӑр.

Пирӗн ялшӑн мӗнле экскурсантсем те кӗтнӗ хӑнасем. Эпӗ пурне те савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетӗп. Анчах пирӗн пата ытларах энтузиастсем ҫеҫ килеҫҫӗ. Хӑшӗсем ҫула май машинӑсемпе, хӑшӗсем малтан аташса ҫӳренӗ хыҫҫӑн. Кашнинех «Сӑвар Паттӑрӗ» ят пама пулать, — шӳтлет заведующи. — Ун пек медаль кам туса парӗ-ши?

Малалла вӑл пире Сӑвар ҫӗршывӗ тата унӑн тӗп хули ҫинчен каласа парать. XIX ӗмӗрте хулаша шырас ӗҫе Марджани тӗпчевҫӗ пуҫӑнать. Вӑл хулаш вырӑнне тупса палӑртать.

– Маларах хула вырӑнне сухалатчӗҫ, акатчӗҫ… Эпӗ чартартӑм. Ертӳҫӗсен кабинечӗсем тӑрӑх ҫӳресе ӳкӗтлерӗм, ӗнентертӗм. ТР культура министрӗ таранччен ҫитрӗм. Музее тытса тӑма укҫа-тенкӗ самай кирлӗ. Пирӗн наука ӗҫченӗн ставкине тӗп музее куҫарчӗҫ. Хӑш чух кирлӗ хатӗрсене хам шалуран туянма тивет.

Сӑвар лапамра вырнаҫнӑ, хӗлле шартлама сивӗсем пулкалаҫҫӗ.

ХУЛАШРА

Эпир Сӑвар хули пулнӑ тӗлте асӑну чулӗ вырнаҫтарасшӑн. Музейран тухса сӑн ӳкерӗнетпӗр. Тусан тустаракан ҫил тухрӗ. Хӗвел тухӑҫ енчен ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланаҫҫӗ. Нинель Садриева иккӗленет: «Халь, тен каймалла та мар? Хирте ҫумӑр айне лексен? Ырана хӑварар мар-и?» Анчах Алмантай ҫине тӑрать: «Ҫумӑр хыҫҫӑн унта йӗпе ҫулпа кӗрейместпӗр, чулӗ вара йывӑр. Халӗ каймалла».

Теветкеллӗрех те, ҫапах, килнӗ пулсан ӗнтӗ… Ыран вӗт малалла каймалла. Асфальтран анса хир тӑрӑх каятпӑр. Хулаш хӗрринче косилкӑпа утӑ ҫулнӑ сасӑ илтӗнет. Хӗветӗр Мадуров йывӑҫран касса тунӑ юпасем енне пӑрӑнатпӑр. Вӗсене 1990 ҫулсен варринче чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ вырнаҫтарнӑ. Йӗри-тавра симӗс курӑк ӳсет, инҫех мар шурӑ хурӑнсем. Хулаш хӳмин тул енчи варӗ халӗ те тарӑн. Пин ҫул иртсен те ҫаплипех тӑрать. Пӗлнӗ вӗт пирӗн несӗлсем хӳтӗленме! Анчах 1236 ҫулта Сӑвар хули умне вӑл вӑхӑтра тӗнчери чи вӑйлӑ ҫар стена ҫӗмӗрекен хатӗрсемпе килсе тӑнӑ…

Пирӗн ҫирӗп каччӑсем 10 пӑт таякан ҫутӑ гранит чула вар урлӑ йӑтса каҫарчӗҫ. Шӑтӑк алтса хамӑрпа пӗрле илсе килнӗ щебенкӑран, тимӗр рамӑран фундамент хатӗрлеҫҫӗ. Ун ҫине мрамор чула вырнаҫтараҫҫӗ. Чул ҫинче ҫапла ҫырни пур: «Сувар. Ту ырӑ». Юнашар шӑпапа килӗшӗве пӗлтерекен руна палли, тепӗр енче ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнине пӗлтерекен паллӑ. Сархан чӗрӗ раствор ҫинче чӗрсе ҫырать — чула вырнаҫтарнӑ ҫул — 2013.

Хумхануллӑ самант. Алмантай Валем хуҫа фончӗн активистне Семенова спонсорла пулӑшу панӑшӑн тав тӑвать. Вӑл ҫак чула ятарласа Кӑнтӑр Уралтан, Оренбург облаҫӗнчен илсе килнӗ. Палӑка лартса пӗтертӗмӗр те пӗлӗтсем самантрах сирӗлсе ҫухалчӗҫ. Пире кунта Турӑ янӑ!

– Хальхи ҫамрӑксем хӑйсен авалхи тымарӗсене пӗлмеҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем хӑйсене мӗнлерех тыткаланинчен сисӗнет. Ашшӗ-амӑшӗсем вӗсене хӑйсен несӗлӗсемпе, мухтавлӑ историпе мӑнаҫлантармаҫҫӗ, — каласа парать Арслан ятлӑ художник. — Ачасем тӑван чӗлхерен, ашшӗ-амӑшӗнчен, аслашшӗ-асламӑшӗнче н вӑтанаҫҫӗ… Кунта эпир тивӗҫлӗ ӗҫ турӑмӑр. Вӑл чунра нацилле мӑнаҫлӑх ҫуратать, тивӗҫлӗхе ҫирӗплетет.

Чул айне ҫӑкӑр, вак укҫа хуратпӑр. Аслӑ ӑрӑва асӑнса лартнӑ паллӑ пире пулӑшса пытӑр, ҫӗнӗ вӑй хуштӑр.

– Чул кӳлепипе чӗрене аса илтерет, вӑл Сӑвар чӗри пулса тӑтӑрччӗ, — тет Нинель Садриева.

Каялла таврӑннӑ май ҫӗр ҫырли пуҫтаратпӑр, кунта пӗрремӗш хут килнисем асӑнмалӑх чӳлмек катӑкӗсем пухаҫҫӗ.

ПӲЛЕР

Пире ҫӗр каҫма пӗр ҫуртра вырнаҫтарчӗҫ. Ялти «хӑна ҫурчӗн» ячӗ кӑна… Ирхине 6 сехетре тӑрса малалла каятпӑр, Пӳлер енне. Ҫул тӳрӗрен мар, пӑрӑнкӑҫлӑ. Вырӑс летопиҫӗсенче Пӳлере «Аслӑ хула» тесе асӑннӑ, монголсем тапӑнса килнӗ вӑхӑтра вӑл Пӑлхар патшалӑхӗн тӗп хули пулнӑ тесе ҫирӗплетекенсем нумай. Унта ҫитсе таса та хӑтлӑ столовӑйра апатлантӑмӑр. Ун хыҫҫӑн Валем хуҫа ҫӑлӗ патне ҫул тытрӑмӑр. Чӑвашсем ҫапла калаҫҫӗ ҫак вырӑна, вырӑссем «Святой ключ» теҫҫӗ. Кӗҫӗн Ҫарӑмсанӑн сылтӑм ҫыранӗ енчи ту айӗнче вӑйлӑ ҫӑл тапса тухать. Унпа нумай юмах-легенда ҫыхӑннӑ. Ҫӳлерех, ту ҫине хӑпарсан чӑваш киремечӗн вырӑнӗ пур. Унта маларах ҫиҫӗм ҫапса ӗнтнӗ юман пурччӗ, чӑваш ӗненӗвӗ тӑрӑх, Турӑ паллӑ тунӑ йывӑҫ. Халӗ унӑн тымарӗ кӑна сыхланса юлнӑ. Ҫывӑхра Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ юпа лартнӑ. Ӑна ҫак вырӑна ырлӑх ыйтма килекенсем тутӑр татӑкӗсемпе ҫыхса пӗтернӗ, ку хӗвел тухӑҫ енчи халӑхсен йӑли. Хамӑр йӑласемпе ваттисене асӑнатпӑр.

«Татнефть» подразделенийӗсем 1997 ҫулта ку территорие хӑт кӗртнӗ хыҫҫӑн Валем хуҫа вырӑнӗ самай илемленчӗ. Халӗ ҫӗнӗ музей туса лартнӑ кунта, ландшафтлӑ дизайн ӗҫӗсем пыраҫҫӗ.

Калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, пирӗнпе тӗлпулӑва вырӑнти тавра пӗлӳҫӗ Александр Гайнуллин килет, вӑл Шеме ялӗнчен. Александр Петрович ҫак вырӑн, таврари чӑваш ялӗсем, йӑласем ҫинчен интереслӗ каласа парать. Каярах Аксу районӗнчи чӑваш центрӗн пӗрремӗш председателӗ Роза Чентаева килсе ҫитрӗ. Роза Николаевна та пирӗнпе пӗрле ваттисене асӑннӑ ҫӗре хутшӑнчӗ. Эп Шемери тӑвансене тӗл пултӑм, ыттисене салам каласа ятӑм.

Пирӗн активистсем сиплӗ шывпа ҫӑвӑнма кайрӗҫ. Ҫӑлкуҫ патӗнче ӑҫтан кӑна килнӗ ҫын ҫук! Украинӑран килнисене те куртӑмӑр. Александр Гайнуллин пире хитре павильонра хӑналарӗ. Алмантай тавра пӗлӳҫе «Сувар» ятлӑ наукӑпа тӗпчев фончӗн хисеп паллине парнелерӗ. Хамӑр несӗлсем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Пӗрле сӑн ӳкерӗнтӗмӗр.

Роза Чентаева пире тепӗр сӑваплӑ вырӑна курма чӗнет. Аксу районне кайрӑмӑр.

ТӐВАН ЕН

Акӑ ман тӑван вырӑнсем — Чистай тата Аксу районӗсем, Кӗҫӗн Ҫарӑмсан тата Саврӑш юхан шывӗсем. Ачаран палланӑ ялсем ҫумӗпе иртсе каятпӑр. Шел, ҫумӗпе кӑна. Кивӗ Саврӑш ялӗн ҫывӑхӗнчи арабла ҫырнӑ чул юпасене пӑхма чарӑнтӑмӑр. Роза Николаевна вӑрманти пӳртсем енне кӑтартать — Акташ ялӗ. Аксуран тухса Кӗҫӗн Сӗнче урлӑ каҫрӑмӑр. Вӑрман ҫумӗнчи ҫулпа пыратпӑр. Ҫумӑр хыҫҫӑн микроавтобус лупашкасенче путса ларма пултарать, ҫуран утатпӑр. Чентаеван «девятки» ним мар иртсе кайрӗ. Акӑ умра Меречен вырӑнӗ те уҫӑлчӗ.

МЕРЕЧЕН

Вӑрман ҫывӑхӗнчи илемлӗ вырӑнта вырнаҫнӑ авалхи Меречен хули те монголсем аркатнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен ҫӗкленеймен. Хальхи вӑхӑтра инҫех мар Меречен ятлӑ пӗчӗк ял пур. Эпир килсе ҫитнӗ вырӑна та нефтяниксен ҫӑлкуҫсене тирпейлес программипе йӗркене кӗртнӗ. «Изге чишмэ», «Святой родник» тесе ҫырса хунӑ кӗнӗ ҫӗрте. Чӑвашсем ӑна «Кӑмака ҫӑлӗ» теҫҫӗ. Мӗншӗн апла каланине пӗлекен ҫук. Хӑт кӗртнӗ комплекса хирӗҫ пӗр тонна ҫурӑ таякан чул ҫине чӑвашла «Туррӑмӑра тав» тата «Аллага рэхмэт» тесе ҫырнӑ. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, ку палӑка Тутарстан чӑвашӗсен Шупашкарти «Пӑлхар» ентешлӗхӗн вӑйӗпе вырнаҫтарнӑ.

Ҫӑлкуҫран инҫе мар киремет вырӑнӗ пур. Кунта таврари чӑвашсем пухӑнса ӗлӗкрен Аслӑ кӗлӗ ирттернӗ. Роза Николаевна пире ун патне илсе пырать. Ҫак вырӑн чи пысӑк аслӑ кӗлӗ тӗлӗ шутланнӑ. Ҫакӑнта та бетон плита ҫинче пысӑк чул выртать. Ӑна та Николай Угаслов ертсе пыракан Шупашкарти ентешсем илсе килсе лартнӑ. Ҫывӑхра аҫа-ҫиҫӗм ҫапса тӑррине ҫунтарнӑ йывӑҫ, ун ҫине тӗрлӗ тӗслӗ хӑюсем ҫыхса хӑварнӑ. Вырӑнти ҫынсем ваттисене апатпа асӑнчӗҫ, эпир те хутшӑнтӑмӑр.

Каялла кӑмака ҫӑлӗ патне таврӑнса шыв ӗҫрӗмӗр, алӑ-урасене ҫуса кантӑмӑр. Шупашкара Чистай тата Алексеевски урлӑ Хусан ҫумӗпе таврӑнтӑмӑр. 6 сехет кайрӗ ҫул ҫине, вӗсенчен пӗр сехетне Хусан ҫывӑхӗнчи пробкӑра ирттертӗмӗр. Мӗн тӑвӑн, Универсиада, пур ҫӗрте те ҫулсене якатаҫҫӗ. Ҫапла икӗ кунра 1100 километр хутларӑмӑр.

Ҫӑлкуҫhttp://suvar.su/5359.html

Сувар, 27 (1017) №