Суварсем

Ĕмĕр сакки сарлака: Суварсем

Пулкарта Асăну юпи патĕнче. Людмила Семёнова Сарханран интервью илет.

Людмила Семёнова хатĕрленĕ «Ĕмĕр сакки сарлака» передачăн 2018 çулхи «Асăну çÿревĕ» çинчен «Суварсем» ятлă кăларăм.

Căвара кайса килни

Июнĕн 27-28-мĕшĕсенче Шупашкарти «Сувар» ятлă наукăпа тĕпчев фончĕн ушкăнĕ несĕлсен çĕрĕ çине кайса килчĕ. Пирĕн халăхăн авалхи тăван çĕршывĕн историллĕ вырăнĕсене курса çÿреме пире фонд пуçлăхĕ Владимир Алмантай ертсе кайрĕ. Ушкăнра 15 çын. Унта наци интеллигенцийĕн представителĕсемпе çамрăксем кĕреççĕ. Çула тухас умĕн каякансем Шупашкарти залив хĕрринчи Анне-управçă палăкĕ умне тăрса несĕлсенчен пил ыйтрĕç.

СУВАРСЕНЕ РАÇÇЕЙ ФЕДЕРАЦЙĔНЧИ НАЦИОНАЛЬНОÇСЕН СПИСОКНЕ КĔРТНĔ

Çуралнине ĕнентерекен хут. Мадуров Терентий Дмитриевич

Раççей Федерацийĕнчи экономика аталанăвĕн министерствин Патшалăх статистикин федераци служби пуçлăхĕ А.Е. Суринов 27.10.2012 ç. кăларнă 74 № “2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Л формăллă Çырав хутĕнче 7-мĕш ыйтăва тата 9-мĕш пайри ыйтусемпе пухăнакан материала автоматизм мелĕпе пĕтĕмлетмелли нормативлă-справкăллă документсене çирĕплетесси çинчен” хушăвĕнче “Хăш халăх çынни пулатăр” 7-мĕш ыйтупа пулма пултаракан хуравсен алфавит йĕркипе вырнаçтарнă списокне вырăс (2-мĕш код), тутар (3-мĕш код), украин (4-мĕш код), пушкăрт (5-мĕш код),  чăваш (6-мĕш код), чечен (7-мĕш код) т. ыт. танах сувар национальноçне (1191-мĕш код) те кĕртнĕ.

Камсем эпир? Хăш йăхран?

Шел пулин те, хамăр халăх историне çуррине те пĕлсех каймастпăр пулас эпир. Мĕншĕн тесен шкулсенче халиччен, тĕпрен илсен, вырăс е ют çĕршывсен историне кăна вĕрентнĕ пире. Сăвар е пăлхар ячĕсене вĕренÿ программисенче халăхсен хутшăнăвĕ е Атăлăн вăтам тăрăхĕнче çĕнĕ çĕрсемшĕн пынă вăрçăсем çинчен сăмах тапратнă май çеç асăнкаланă.

Subscribe to RSS - Суварсем