Чăнлăх сăнлă илем

Агеев Владимир ИвановичИртнӗ эрне кун Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ «Сувар хапхисем» курав - республика культура пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Унӑн авторӗ - Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Агеев.

Ҫак ят, иккӗленместӗп, чӑвашсемшӗн питӗ ҫывӑх. Хӑй вӑхӑтӗнче унӑн ӳкерчӗкӗсемпе, карикатурисемпе «Капкӑн» журнал вулавҫисем киленнӗ. «Времена года» /А. Алка/, «Пирӗн интернат» /Е. Афанасьев/, «Ҫамрӑк хунав» /Ҫ. Элкер/, «Ача-пӑча калавӗсем» /И. Яковлев/, ытти кӗнекене алла тытса вуланисем каллех Агеевӑн графика ӗҫӗсемпе тӗл пулнӑ.

Ӗлӗкхипе хальхи пурнӑҫ ҫыхӑнӑвне, татӑлми пӗрлӗхне сӑнланӑ «Елчӗкри пасарта», «Вӑйӑ карти», «Асатте ҫапла калатчӗ», «Нарспипе Сетнер», «Ҫураҫнӑ хӗре туй тумне тӑхӑнтарни» произведенисемпе, Анатолий Миттов пултарулӑхӗпе ҫыхӑнтаракан темӑсене ҫутатнӑ «Аслӑ Ҫӗр», «Чӑваш вӑрманӗ», «Атӑл ҫинчи чул ту» тата ытти картинӑпа вун-вун куравра паллашма пултарнӑ.

 

Художник хӑйӗн пурнӑҫӗнче 8,5 пин ытла графика ӗҫӗ пурнӑҫланӑ, 10 пин - сатира, 500 ытла живопиҫ произведенийӗ. Вӗсенчен чи лайӑххисем вырӑн тупнӑ та ӗнтӗ юбилей куравӗнче.

Владимир Иванович ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 80 ҫул тултарать. Тӑван енри чӑн чӑвашлӑх хутлӑхӗнче - Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре - ҫуралса ӳснӗскер халӑх нушине халӑхпа пӗрле тӳссе ирттернӗ, унӑн шӑпине тулли сӑнарсенче сӑнланӑ.

Хаяр вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи тертлӗ ҫулсенче Шупашкарти ӳнер училищинче пӗлӳ илнӗ. Ҫурма выҫӑ, ҫи-пуҫсӑр, хваттерсӗр пурӑнма тивнӗ пулсан та тепӗр енӗпе питӗ телейлӗ вӑхӑта лекнӗ вӑл. Кунта тӗлӗнмелле пултаруллӑ ӳнерҫӗсем Н.Сверчков, А.Мясников, А.Демидов, В.Макаров, П.Григорьев-Савушкин, Е.Бургулов ӗҫленӗ. Вӗсем - унӑн вӗрентӳҫисем. Ҫавӑн пекех вӗренекенӗсем те хӑй евӗрлӗхӗпе палӑрнӑ. Сӑмахран, Анатолий Миттов сӑмахӗсем - «Чӑваш культурине тӗнче шайне ҫӗклемелле. Ҫакӑ пирӗн тӗп тӗллев пулмалла» - чуна канӑҫ паман, ӗҫлеме тата вӑйлӑрах ӗҫлеме, вӗренме хистенӗ. Ҫавна май пулас ӳнерҫӗ тӗнчери халӑхсен историне, культурине, искусствине тӗпченипе пӗрлех тӑван халӑхӑн аваллӑхне, ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫне «шӗкӗлченӗ», ӑна халӗччен курман-шухӑшламан енчен илсе сӑнара куҫарнӑ, ун ҫинчен ҫӗнӗлле, чӑн пулнине тӗпрен илсе шухӑшлама-хаклама вӗрентнӗ.

Агеев. В. И. Защитники города Биляр — столицы Волжской Булгарии. 1972 г.

Народный художник ЧР В. И. Агеев. Суварский хоровод. 1972 г. Б., акв., г., 60х50.

Слева направо: Алмантай Владимир Николаевич, Валем Семёнов, Балтаев Николай Михайлович, ...

Куравра шӑпах ҫакна ӗнентерекен ӗҫсем пулчӗҫ: «Чемен», «Сӑвар хули ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу», «Елчӗк пасарӗ», «Чӑваш патши Аттил Римшӑн пыракан ҫапӑҫура», «Ама ҫынсем патӗнче хӑнара»... Владимир Агеевӑн нумай енлӗ пултарулӑхне, унӑн живопиҫ, графика, монумент искусстви тӗлӗшӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫӗсене искусствоведени докторӗсем Алексей Трофимов, Михаил Кондратьев, ЧР Художниксен союзӗн председателӗ, Раҫҫей халӑх художникӗ Ревель Федоров, Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Василий Кузьмин, Анатолий Кибеч ҫыравҫӑ пысӑк хак пачӗҫ. ЧР культура министрӗ Роза Лизакова юбиляра Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Михаил Игнатьевӑн Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Владимир Ивановичӑн ентешӗ, ҫывӑх тӑванӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ художникӗ Николай Балтаев тата Владимир Алмантай Агеева «Сувар» тата К.В.Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗсен Мухтав паллине пачӗҫ.

Надежда СМИРНОВА.

Хыпар. — 2012 ҫ. — Пуш 7 (41 №).
PDF