Владимир Агеев

Чăнлăх сăнлă илем

Народный художник ЧР В. И. Агеев. Суварский хоровод. 1972 г. Б., акв., г., 60х50.Иртнӗ эрне кун Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче уҫӑлнӑ «Сувар хапхисем» курав - республика культура пурнӑҫӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Унӑн авторӗ - Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Владимир Агеев.
Ҫак ят, иккӗленместӗп, чӑвашсемшӗн питӗ ҫывӑх. Хӑй вӑхӑтӗнче унӑн ӳкерчӗкӗсемпе, карикатурисемпе «Капкӑн» журнал вулавҫисем киленнӗ. «Времена года» /А. Алка/, «Пирӗн интернат» /Е. Афанасьев/, «Ҫамрӑк хунав» /Ҫ. Элкер/, «Ача-пӑча калавӗсем» /И. Яковлев/, ытти кӗнекене алла тытса вуланисем каллех Агеевӑн графика ӗҫӗсемпе тӗл пулнӑ.

Subscribe to RSS - Владимир Агеев